Поиск
Шырав ĕçĕ:
33. Ҫавӑнпа Вӑл мана ҫакна пӗтӗмпех сана кӑтартма тата «ӗненсе пурӑн, ан хӑра» тесе калама ячӗ; 34. малтанхи вӑхӑтпа ҫыхӑнтарса ниме тӑманни ҫинчен шухӑшлама ан васка, ҫапла санӑн юлашки вӑхӑт ҫинчен ҫавӑн пекех васкаса шухӑшламалла ан пултӑр, терӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вара Вӑл мана каларӗ: ҫӗр чӑмӑрне пултаричченех, тӗнче чиккине палӑртичченех, ҫилсем вӗрме пуҫличченех, 2. аслати сасси илтӗничченех, ҫиҫӗм ҫиҫме пуҫличченех, рай никӗсӗ ҫирӗпленичченех, 3. хӳхӗм чечексем курӑничченех, ҫӑлтӑрсенӗн ҫулне йӗркелекен вӑйсем ҫирӗпленичченех, ангелсен имсӗр-сумсӑр ҫарӗсем пуҫтарӑничченех, 4. ҫӳллӗ тӳпене пултаричченех, тӳпепе ҫӗр чиккине палӑртичченех, Сион никӗсне ҫирӗплетичченех, 5. ҫак ӗмӗр пуҫланса кайичченех, ҫылӑхлисен усал шухӑшӗсене уйӑрса иличченех, ӗненӗве чи хаклӑ мула упранӑ пек тытса тӑракансем ҫине пичет пусичченех 6. Эпӗ пултарма шухӑшларӑм та — пурне те никам урлӑ та мар, пӗр Эпӗ Хам пултартӑм; ҫавӑн пекех вӗҫӗ те никамран та мар, Манранах пулӗ, терӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Вара каларӑм эпӗ: мӗнле-ха апла, Эсӗ Хӑвӑн чуруна каланӑ-ҫке: Хӑв мӗн пултарнине пурне те пӗр вӑхӑтра чӗртсе тӑратма пулнӑ; ҫавӑн чухне вӗсем пурте тӗнчене шӑнӑҫма пултараяҫҫӗ пулсассӑн, апла халь пурӑнакансем те пурте шӑнӑҫмалла-ҫке, терӗм.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпӗ ӑна: кай ман ҫумран, ҫичӗ кун хушши ман патӑма ан ҫывӑхар, ман патӑма ҫавӑн хыҫҫӑн ҫеҫ кил, терӗм; вӑл, ҫакна илтсен, манран пӑрӑнса кайрӗ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Эпӗ ҫапла хуравларӑм: эхер те эпӗ санӑн умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, эхер те ҫавӑн пек пулма май пулсассӑн, эпӗ ҫавна юрӑхлӑ пулсассӑн, 45. кӑтарт мана: килесси иртнинчен пысӑкрах-и е мӗн пулнийӗ пулассинчен пысӑкрах-и?
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӑл вара мана ҫапла хуравларӗ: мӗн чухлӗ ытларах пурӑнӑн, ҫавӑн чухлӗ ытларах хӑват курӑн, мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче хӑйӗн вӗҫнелле хӑвӑрттӑн васкать, 27. тӳрӗ ҫынсем хӑйсене малашне пама пулнине пурӑннӑ чухне илме пултараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ку тӗнче суялӑхпа, усал ӗҫпе тулса ларнӑ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑн пекех тинӗс хумӗсен шухӑшӗ те пӑчланнӑ: вӗсенӗн ҫулне хӑйӑр хӳсе пӳлсе лартнӑ.17. Подобным образом кончился и замысел волн морских, ибо стал песок, и воспрепятствовал им.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫавӑн пекех тинӗс хумӗсем те канаш тунӑ: килӗр, ҫӗкленсе тухар та хир вӑрманӗсене ҫӗнсе илер, хамӑр валли унта та вырӑн хушар, тенӗ вӗсем.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне мана хуравласа калаканӗ хам патӑма янӑ Уриил ятлӑ Ангел пулчӗ, 2. вӑл ҫапла каларӗ: эсӗ ку тӗнче ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшлатӑн, эсӗ Ҫӳлти Туррӑн ҫулне пӗлме пултараймастӑн, терӗ.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ултавлӑ чӗреллӗ пӗрремӗш Адам Турӑ хушнинчен иртнӗ — усала пӑхӑннӑ; эпир те, унӑн тӑхӑмӗсем, ҫавӑн пекех пултӑмӑр.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпӗ сана пулӑшма Хамӑн чурамсене Исаийӑпа Иеремийӑна ярӑп, вӗсен канашӗпе Эпӗ сан валли тӗрлӗрен ҫимӗҫ йӑтса ларакан вуникӗ йывӑҫа тасалӑх тивлечӗ кӳрсе хатӗрлерӗм, 19. ҫавӑн чухлех сӗтпе пыл юхакан ҫӑлкуҫ тата розӑпа лили ӳсекен ҫичӗ пысӑк ту хатӗрлерӗм, санӑн ывӑлусене ҫавсемпе савӑнтарӑп.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ездра вӑл Перси патшалӑхӗнче Артаксеркс патшара ларнӑ вӑхӑтра Миди ҫӗршывӗнче тыткӑнра пулнӑ, ӗнтӗ ҫавӑн кӗнеки ку.Ездра был пленником в стране Мидийской, в царствование Артаксеркса, царя Персидского; это книга его.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн чухне вӗсем унчченхинчен те пысӑкрах вӑй илсе мухтава тухнӑ, хӑйсен ҫӗрӗнче никам хӗсӗрленине пӗлмесӗр пурӑнса, тӑшмансемшӗн хӑрушӑ халӑх пулса тӑнӑ, 19. унччен туртса илнӗ пурлӑхӗсене вӗсене йӑлтах сехӗрленсех хут тӑрӑх каялла тавӑрса панӑ, мӗншӗн тесессӗн Аслӑран та Аслӑ Турӑ вӗсене ҫӑлмашкӑн аслӑран та аслӑ ырӑлӑхсем кӑтартнӑ.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем патша умне пырса тӑнӑ та хӑйсене килне яма ыйтнӑ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑн хыҫҫӑн патша, хулана таврӑнса, тӑкакшӑн яваплӑ ҫынна чӗнтерсе, иудейсене ҫичӗ кун хушши эрех тата ӗҫкӗ-ҫикӗ тума мӗн кирлине пӗтӗмпех парса тӑма хушнӑ, вӗсем хӑйсем пӗтессе кӗтнӗ вырӑнта хӑйсем ҫӑлӑннӑшӑн туллин савӑнса уяв туччӑр тенӗ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑн пек хушу парса, уйрӑмах иудейсемпе тӑшманла тӑракан тусӗсемпе ҫар ҫыннийӗсене чӗнсе, вӑл вӗсемпе пӗрле ӗҫке тухса кайнӑ; сӑлан пӑхакан Ермон вара патша хушнине тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫланӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне патша, шутсӑр ҫилленсе кайнӑскер, яланхи курайманлӑх туйӑмӗнчен хӑтӑлма пултарайманскер, сӑлан пӑхакан Ермона чӗнтернӗ те ӑна тепӗр кунне сӑлансене пилӗкҫӗрӗшӗпех мӗн май пур таран ытларах латӑн ҫитерме, мӗн тӑраничченех шӗветмен эрехпе шӑварма, вара, ытлашши ӗҫтернипе усалланса ҫитсен, вӗсене вилме пӳрнӗ иудейсем ҫине кӑларса яма хушнӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Хулара пурӑннӑ эллинсем, нихӑҫан та хӑйсене иудейсем кӳрентернине курманскерсем, ҫак ҫынсене хирӗҫ кӗтмен ҫӗртен пӑлхав ҫӗкленнине, вӗсене хирӗҫ сасартӑках темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннине курсассӑн, патша хушнине хирӗҫ каяйманнипе иудейсене пулӑшма пултарайман пулсассӑн та, вӗсене лӑплантарнӑ, вӗсемшӗн пӑшӑрханнӑ, ӗҫ-пуҫ улӑшӑнасса шанса тӑнӑ: 6. ара, ҫавӑн чухлӗ халӑха, пӗр айӑпсӑр халӑха, нимӗн вырӑнне те хумасӑр тӑма юрамастех-ҫке.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Юлашкинчен вӑл иудейсене пӗтӗм халӑх умӗнче мӑшкӑл кӑтартма шухӑш тунӑ, вара хӑй керменӗн пашнине чул кӗртсе лартнӑ, чулӗ ҫине ҫапла ҫыртарнӑ: «кам парне илсе килмест, ҫавӑн хӑйсен сӑваплӑ вырӑнӗсене кӗме юрамасть; иудейсене вара пурне те хура халӑх йышне кӗртсе ҫырса тухмалла, вӗсене чура шутне кӗртмелле; хирӗҫ тӑракансене вара пусахласах тытса вилӗм аллине памалла; 21. шута илсе тухнисенне ӳчӗ ҫине Дионис паллине — сырлан хӑва ҫулҫине — ӗнтсе тӑмха ҫапмалла, вара вӗсене, прависене хӗссе, вӗсем валли палӑртса хунӑ вырӑна ямалла» тенӗ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫавӑн чухне Феодот ятлӑ ҫын пӗр ӗҫ тума шутласа хунӑ: вӑл хӑйне Птоломей шанса панӑ ҫар ҫыннисене чи лайӑххисене илнӗ те, вӑрҫӑ тухма парас мар тесе, Птоломее улаххӑн вӗлермешкӗн ҫӗрле ун чатӑрне пырса кӗнӗ; 3. анчах Дримил ывӑлӗ Досифей — иудей ҫынни, каярахпа саккунран пӑрӑнса ашшӗсен тӗнне пӑрахнӑскер — патшана чатӑрӗнчен илсе тухнӑ та ун вырӑнне унта пӗр паллах мар ҫынна вырӑнаҫтарнӑ, ӗнтӗ Птоломей вырӑнне ҫавна вӗлернӗ те.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.