Поиск
Шырав ĕçĕ:
28. Ҫавӑнпа Иисус каланӑ вӗсене: эсир Этем Ывӑлне ҫӗклентерсессӗнех Ку Эпӗ иккенне, Эпӗ Хам тӗллӗн нимӗн те туманнине, Эпӗ Аттем Хама мӗнле вӗрентнӗ, ҫавӑн пек каланине пӗлӗр вара.
Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Аттем Мана пани пурте Ман патӑма килӗ; Хам патӑма килекене Эпӗ хӑваласа ямӑп: 38. Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама янӑ Аттемӗн ирӗкне тума аннӑ; 39. Мана янӑ Аттемӗн ирӗкӗ акӑ ҫакӑ: Манӑн Вӑл панисенчен пӗрне те ҫухатмалла мар, юлашки кун пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла; 40. Мана Яраканӑн ирӗкӗ акӑ ҫапла: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кирек кам та ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пултӑр, Эпӗ вара ӑна юлашки кун чӗртсе тӑратӑп, тенӗ.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Чӗрӗлӗх — Ашшӗнче Хӑйӗнчех, ҫавӑн пекех Вӑл Ывӑлне те чӗрӗлӗхлӗ тунӑ, чӗрӗлӗх — Унра та Хӑйӗнчех.26. Ибо, как Отец имеет жизнь в Самом Себе, так и Сыну дал иметь жизнь в Самом Себе.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кам Ывӑлне хисеплемест, ҫавӑ Ӑна янӑ Ашшӗне те хисеплемест.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22-23. Ашшӗ никама та сут тумасть, Ашшӗне хисепленӗ пекех, Ывӑлне те хисеплеччӗр тесе сут тӑвассине Вӑл пӗтӗмпех Ывӑлне панӑ.22. Ибо Отец и не судит никого, но весь суд отдал Сыну, 23. дабы все чтили Сына, как чтут Отца.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ашшӗ Ывӑлне юратать, ҫавӑнпа Хӑй мӗн тунине Вӑл Ӑна пӗтӗмпех кӑтартать; Вӑл Ӑна ҫак ӗҫсенчен те пысӑкрах ӗҫсем кӑтартӗ, эсир тӗлӗнсе кайӑр.
Ин 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Иисус Иудейӑран Галилейӑна килни ҫинчен илтсессӗн, вӑл Ун патне пынӑ та Ӑна хӑйӗн вилес пек выртакан ывӑлне пырса сыватма тархасланӑ.
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫапла Вӑл Самарири Сихарь теекен хулана ҫитет: ҫав хула Иаков хӑйӗн ывӑлне Иосифа панӑ ҫӗр ҫывӑхӗнчех пулнӑ.
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ывӑлне ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать; Турӑ Ывӑлне ӗненмен ҫын пурӑнӑҫ кураяс ҫук, ун ҫинче Турӑ ҫилли тӑрать, тенӗ.
Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ашшӗ Ывӑлне юратать, Вӑл пурне те Унӑн аллине панӑ.
Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ӑна ӗненекен айӑплӑ пулмӗ, Ӑна ӗненменни айӑпа юлнӑ ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлне ӗненмен.
Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине тӗнчене сут тумашкӑн яман, Ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ.17. Ибо не послал Бог Сына Своего в мир, чтобы судить мир, но чтобы мир спасен был чрез Него.
Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тӗнчене питӗ юратнӑран Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ — Ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тенӗ.
Ин 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Филипп вара Нафанаила тӗл пулать те калать ӑна: эпир Моисей саккунӗнче тата пророксен сӑмахӗнче Кам ҫинчен каланӑ, Ҫавна — Иисуса, Назаретри Иосиф Ывӑлне — тупрӑмӑр, тет.
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Сӑмах ӳтленчӗ те тивлетпе, чӑнлӑхпа тулли халлӗн пирӗн хушшӑмӑрта пурӑнчӗ; эпир Унӑн мухтавне, Атте Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлне тивӗҫлӗ мухтава, куртӑмӑр.
Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫылӑха хирӗҫ тӑрса, эсир унпа юн кайичченех ҫапӑҫман-ха, 5. эсир хӑвӑра ывӑл вырӑнне хурса лӑплантарнине мантӑр; ҫапла каланӑ-ҫке: «эй ывӑлӑм, Ҫӳлхуҫа хаса панине ан хирӗҫле, Вӑл питленине йывӑра ан ил: 6. Ҫӳлхуҫа кама юратать — ҫавна хаса парать, Хӑй хапӑллакан ывӑлне ҫаптарать» тенӗ.
Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Авраам ӗнтӗ Турӑ хӑватлӑ, Вӑл вилӗмрен те чӗртме пултарать тесе шухӑшланӑ, ҫавӑнпа ӑна малашнехине пӗлтерсе ывӑлне каялла панӑ.19. Ибо он думал, что Бог силен и из мертвых воскресить, почему и получил его в предзнаменование.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Авраам ӗненнӗ, хӑйне сӑнанӑ чухне вӑл, ӗненнине пула, Исаака парнене кӳме хатӗр пулнӑ: 18. вӑл пӗртен-пӗр ывӑлне — хӑйне ун пирки: «санӑн вӑрлӑху Исаак урлӑ ӗрчӗ» тенӗ пулин те — парнене кӳнӗ.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Хӑвӑрах шухӑшласа илӗр: Моисей саккунне пӑсакан ҫынна — унӑн айӑпне икӗ е виҫӗ кӳнтелен кӑтартса парсассӑн — пӗр хӗрхенмесӗр вӗлереҫҫӗ пулсан, 29. Турӑ Ывӑлне хисепе хуман ҫын, ҫӗнӗ халал Юнне — хӑйне тасатнӑ Юна — нимӗн вырӑнне хуман ҫын, тивлет паракан Сывлӑша хурлакан ҫын мӗн тери йывӑр асап курма тивӗҫлӗ!
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗрре тасалсан, ҫӳлти ырӑлӑхпа Таса Сывлӑш тивлетне илсен, 5-6. Туррӑн ырӑ сӑмахне тата пулас ӗмӗрӗн вӑйӗсене астивсен уйӑрӑлса кайнисене тепӗр хут ӳкӗнтерсе ҫӗнетме ҫук: вӗсем ӗнтӗ хӑйсен ӑшӗнче Турӑ Ывӑлне ҫӗнӗрен пӑталаҫҫӗ, Ӑна пурин умӗнче те мӑшкӑл тӑваҫҫӗ.
Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.