Поиск
Шырав ĕçĕ:
Арӑмӗ халь-халь хапха уҫса кӗрессӗн туйӑнчӗ ӑна, анчах Лида темшӗн таврӑнма васкамарӗ.Ему казалось, что жена вот-вот откроет ворота и зайдёт, но Лида почему-то не спешила возвращаться.
Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Арӑмӗ халь-халь хапха уҫса кӗрессӗн туйӑнчӗ ӑна, анчах Лида темшӗн таврӑнма васкамарӗ.
Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Вӑл — Чӑваш наци конгресӗн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи уйрӑмӗн правленийӗн членӗ, 5 кӗнеке — «Ӑшри туйӑмсем», «Сӑвӑсемпе юрӑсем», «Илемлӗх ытамӗ», «Халап хапха тӑрринче», «Чутай ен ҫыравҫисен антологийӗ» — авторӗ, Алексей Талвир ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ /2012 ҫ./.
«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Хулаша кӗме авал 3 хапха пулнӑ.
Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Ҫав вӑхӑтра хапха уҫӑлса кайрӗ те атте килсе кӗчӗ, шинельпе, пушмакпа.В это время открылись ворота и вошел отец, в шинели, в ботинках.
Выҫӑллӑ-тутӑллӑ ачалӑхӑм // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Хапха алӑкне шакканине илтсен Толик тухрӗ, мунча ҫенӗкне ҫӑрапа питӗрчӗ те уҫҫине алсатуль айне хучӗ.Услышав стук в ворота, Толик вышел, закрыл предбанник на замок и положил ключи под рукавицу.
Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Ял халӑхӗ пирӗн туя курма хапха умне пухӑнчӗ.Около ворот собралась вся деревня, чтобы увидеть нашу свадьбу.
Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Халӑх вӗрсен хапха уҫӑлать тенӗ.
Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Ӑна-кӑна пӑхса тӑмарӑм — шала иртрӗм, манӑн хапха тутармалла-ҫке, ҫынран намӑс.Ни на что не посмотрела — прошла во внутрь, мне же на забор поставить, народ еще не так подумает.
Ӗҫсе-ҫиме банкран кивҫен илеҫҫӗ // ЧАН Тарукӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №
Халӑх ҫӑварӗ хапха ҫӑварӗ тесе ахальтен каламан иккен ваттисем, темӗн те калаҫаҫҫӗ, пенси пама пӑрахас хыпар та ҫӳрет иккен ял-хулара.
Министр сас-хурана сирчӗ // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА, ВЕРА ШУМИЛОВА, ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
17. Ҫавӑн чухне хапха хураллакан хӗрарӑм чура Петра калать: эсӗ те ҫак Ҫыннӑн вӗренекенӗ мар-и? тет.17. Тут раба придверница говорит Петру: и ты не из учеников ли Этого Человека?
Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан аслӑ священник паллакан вӗренекен тухнӑ та, хапха хураллакан хӗрарӑмпа калаҫса илсе, Петра та илсе кӗнӗ.Потом другой ученик, который был знаком первосвященнику, вышел, и сказал придвернице, и ввел Петра.
Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иисус хыҫӗнчен Симон Петрпа тепӗр вӗренекенӗ пынӑ; ҫав вӗренекен аслӑ священникӑн пӗлӗшӗ пулнӑ, вӑл Иисуспа пӗрле аслӑ священник картишне кӗнӗ; 16. Петр вара тулашӗнче, хапха умӗнче, тӑнӑ.
Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Турӑ ӳкӗчӗсене пурӑнӑҫласа тӑракансем телейлӗ: вӗсем чӗрӗлӗх йывӑҫҫин ҫимӗҫне тутанӗҫ, хулана хапха витӗр кӗрӗҫ.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хӑйсен хули умӗнче ларакан Зевс кӗлеткин апӑсӗ вара, вӗсене халӑхпа пӗрле парне кӳрес тесе, хапха патне вӑкӑрсем, чечек ҫыххисем илсе пынӑ.
Ап ӗҫс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна вӗлерес тесе лешӗсем кунӗн-ҫӗрӗн хапха умӗнче сыхласа тӑнӑ.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ку вӑл — ҫула кайнӑ чухне хӑйӗн кил-ҫуртне тарҫисене шанса хӑварнӑ, вӗсене кашнине ӗҫ хушса тата хапха хуралҫине сыхӑ тӑма каласа хӑварнӑ ҫын тунӑ евӗрлӗ.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем кайнӑ та, урамра хапха умне кӑкарса хунӑ ҫамрӑк ашака тупса, ӑна вӗҫертсе илнӗ.4. Они пошли, и нашли молодого осла, привязанного у ворот на улице, и отвязали его.
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Санӑн мухтавлӑху тӑватӑ хапха витӗр — вут-ҫулӑм, ҫӗр чӗтревӗ, ҫил тата сивӗ витӗр — иртнӗ, ҫапла Эсӗ Иаков вӑрлӑхне саккун панӑ, Израиль йӑхне ӳкӗтсем панӑ, 20. анчах вӗсенӗн ултавлӑ чӗрисене туртса илмен: Хӑвӑн саккуну ҫав чӗресенче ҫимӗҫ кӳтӗр тенӗ.
3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑшӗсем халӑхпа пӗрле кӗлтумашкӑн килӗнчен йышӗпех чупа-чупа пынӑ, мӗншӗн тесессӗн сӑваплӑ вырӑнӑн мӑшкӑл курасси ҫитнӗ; 19. кӑкӑрне хуйхӑ тумӗпе туртса ҫыхнӑ хӗрарӑмсем урамра ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пуҫтарӑнса тӑнӑ; килте ларакан хӗрсем хӑшӗ хапха патне чупа-чупа тухнӑ, тепӗри хӳме ҫине хӑпарнӑ, хӑшӗ тата чӳречерен пӑхнӑ, 20. пурте аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе кӗлтунӑ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.