Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Паттӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Паттӑр (тĕпĕ: паттӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑхӑмӑрӑн паттӑр ывӑлӗ Андриян Николаев, Ҫӗр тавра тӑватӑ талӑк ҫаврӑнса, совет ҫӗршывӗпе пӗрле чӑваш халӑхне те тӗнче умӗнче чапа кӑларчӗ.

Андриян Николаев, отважный сын нашего народа, четыре дня облетел Землю и вместе с советской страной прославил чувашский народ перед миром.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Паттӑр салтака ентешӗсем юлашки ҫула ҫар хисепӗпе чыслӑн ӑсатрӗҫ.

Помоги переводом

Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15

Паттӑр фронтовик ман аса уҫӑ чунлӑ, ҫынна ӑнланма пӗлекен тарават ҫын сӑнӗпе кӗрсе юлчӗ.

Помоги переводом

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Эпир — вилмен, Эпир — вилмен, Аннемӗрсем, Ӗненӗрсем, Паттӑр пулса, Пуҫне хурса, Вилсен вилмеҫ ывӑлӑрсем.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Маншӑн вӑрҫӑра кашни ҫын паттӑр.

Помоги переводом

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Паттӑр та ҫирӗп пул!

- Будь отважным и стойким!

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Вӗсене вӑл хӑйӗн стендне никӗсе хурса хатӗрленӗ «Паттӑр ентешсем — пирӗн мухтавлӑ пожарнӑйсем» темӑпа паллаштарать.

Она их знакомит темой "Герои земляки - наши славные пожарные", подготовленной на основе своего стенда.

Тӗпчевӗпе музей хӑнисем паллашаҫҫӗ // Василий ЦЫФАРКИН. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Кӑҫал вара 35-мӗш шкула паттӑр подпольщик ятне панӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

«Паттӑр Туҫкӑ» вара килти, арманти шӑшисемпе йӗкехӳресене тӗп тӑвакан харсӑр кушакпа паллаштарать.

Помоги переводом

«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№

«Паттӑр ҫынсем кӑна учитель профессине суйлаҫҫӗ», — шухӑшлаттӑм ача чухне.

"Лишь смелые люди выбирают профессию учителя", - думала я в детстве.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Халӗ Шурча ялӗнче обелиск тӑрать — ӑна паттӑр чӑвашсене халалласа совет саманинчен лартнӑ.

Сейчас в селе Акрамово стоит обелиск — его в честь чувашских героев установили еще в советское время.

Шурчара пуҫ хунисене асӑнса юман лартнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12468.html

Аннӳре ӗлӗкхи паттӑр хӗрарӑмсен вӑйӗпе ӑсне куратӑн-и?

Помоги переводом

«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Ҫавӑн чухне, ҫакна пиртен кашниех туйрӗ пулӗ тетӗп, паттӑр аттесемпе асаттесем тата мӑн асаттесем пирӗнпе юнашар килсе тӑнӑн туйӑнчӗ.

Было такое ощущение, и я думаю, это почувствовал каждый, будто наши героические отцы, деды и прадеды встали рядом с нами плечом к плечу.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Ҫӗрле прожектор патӗнче тӑнӑ, кӑнтӑрла вӑрҫӑ ӗҫне вӗреннӗ паттӑр хӗрсем.

Помоги переводом

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Паттӑр комсомолкӑсенчен пӗри - Мария Григорьевна Емельянова.

Помоги переводом

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Вӑрҫӑ ветеранӗсемпе тылра ырми-канми ӗҫленӗ ҫынсем вӑрҫӑ ҫулӗсенче те, ун хыҫҫӑн та хӑйсене яланах чӑн-чӑн паттӑр пек тытнӑ, темле йывӑрлӑхра та пуҫ усман - чун илемлӗхне, ӗненӗве ҫухатман.

Помоги переводом

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Шел, тӑван яла таврӑнса ҫывӑх ҫыннисене хӑйсене тивӗҫнӗ орден-медалӗсене кӑтартайман хальхи тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн, пирӗн телейшӗн ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ паттӑр салтаксем.

Помоги переводом

Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Атнаш ялӗнчен 19 паттӑр салтакран 8-шӗ ҫапӑҫу хирӗнчех выртса юлнӑ.

Из 19 храбрых солдат 8-ро с деревни Атнаши остались на поле боя.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ӑна теветкеллӗ утӑм тума шикленмен хӑюллӑ та паттӑр ҫынсем ҫеҫ суйласа илеҫҫӗ.

Помоги переводом

Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

10. Ӗнтӗ «вӑл ҫырӑвӗсенче ӗнентерӳллӗ те, паттӑр та, куҫ умӗнче йӑмшак, сӑмахӗ те ун витӗмлӗ мар» теекенсем те пур; 11. ҫавӑн пек шухӑшлакансем пӗлсе тӑччӑр: эпир куҫ хыҫӗнче ҫырусенчи сӑмахпа епле, куҫ умӗнче ӗҫре те ҫаплах.

10. Так как некто говорит: в посланиях он строг и силен, а в личном присутствии слаб, и речь его незначительна, - 11. такой пусть знает, что, каковы мы на словах в посланиях заочно, таковы и на деле лично.

2 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней