Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

халь сăмах пирĕн базăра пур.
халь (тĕпĕ: халь) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уншӑн эпир халь ҫеҫ ӗҫсе ятӑмӑр.

За него мы только что выпили.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хама хам эпӗ халь ҫеҫ килсе ҫитнӗ пек кӑтартма тӑрӑшатӑп ӗнтӗ.

Я делаю вид, что только что приехал.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ку вӑл — эпӗ хӑвӑра халь ҫеҫ каланӑ юлташӑн ача чухнехи сӑнӳкерчӗкӗ.

— Это детский портрет того друга, о котором я вам говорила.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫав ҫырусене кӑтартма ыйтатӑп, ан тив, эсир халь кӑна каланӑ пек, чӑнах та ирсӗр ҫӗлен иккенне пурте ӗненччӗр.

Я прошу вас показать мне эти письма, чтобы все могли убедиться, что я действительно та подлая змея, о которой вы только что говорили.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Юрать, халь тин пурпӗрех, — вӑл аллипе сулчӗ.

— Ладно, теперь все равно, — И он махнул рукой.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та вӑл мана хирӗҫ тухрӗ те хӑй патне халь мар, каярахпа кӗме хушрӗ.

Но он вышел ко мне и попросил зайти потом.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл часах каялла тухса, его высокоблагородин халь йышӑнма вӑхӑчӗ ҫуккине, мана тӗрмене кайса хупма хушнине тата майрана хӑй патне илсе пыма хушни ҫинчен каласа пачӗ.

Он тотчас же воротился, объявив мне, что его высокоблагородию некогда меня принять, а что он велел отвести меня в острог, а хозяюшку к себе привести.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ вӗт Марья Васильевнӑна халь анчах куртӑм.

Я только что видел Марью Васильевну.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна халь ҫеҫ таптаса якатнӑ.

обыкновенная, свеже протоптанная

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Савӑннипе вӑл, халь ҫеҫ Саня каланӑ тӑрӑх, вилсе выртма пултарать.

потому что она могла умереть от радости, как мне только что заявила Саня.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халь тин эпӗ хам ырӑ мар тунине чӑннипех туйса илтӗм.

Только теперь я в полной мере оценил, что это была за подлость —

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Валька тахҫантанпах мана хӑйӗн чӗрчунесене пырса курма чӗнет, эп пур, ухмах, халь те кайман унта!

Валька давно звал меня в Зоопарк посмотреть его грызунов, и это было просто свинство, что я до сих пор не собрался!

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, ав, пасартан халь кӑна таврӑнчӗ те апат хатӗрлеме те ӗлкӗреймен.

А то она только что с базара пришла и до обеда далеко…

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халь ак пачах урӑхла!

Ничего похожего!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурччӗ, анчах халь ҫук ӗнтӗ пирӗн Расщепей!

Был — и нет теперь уже Расщепея!

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Мана та халь пурнӑҫра урӑх нимӗн те кирлӗ мар.

— Но мне теперь тоже больше ничего в жизни не надо.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кӗт ӗнтӗ халь пӗр ӗмер.

Жди теперь всю жизнь этого.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ҫук, тусӑмсем, ман шутпа унӑн халь урӑх ӳкерӗнмелле мар-ха.

— Нет, друзья мои, я думаю, ей сейчас больше сниматься пока что не стоит.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халь эсӗе Крупицына мар, Джордано Бруницына…

Теперь у нас в отряде уже не Крупицына, а Джордано Бруницына…

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Халь вӑл манпа ӗлӗкхи пекех аван.

Он был по-прежнему ласков со мной.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней