Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хывса (тĕпĕ: хыв) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Грицько кӗпине тахҫанах хывса пӑрахнӑ.

Грицько давно снял рубашку.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл шинельне хывса пӑрахрӗ, пӗчӗк лум илчӗ те Атаманова, Грицькона, Ҫтаппанпа Андрее хӑй патне чӗнчӗ.

Сбросив шинель, он взял из-под воза ломик, позвал Атаманова, Грицька, Степу и Андрея.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Иван Атаманов, Грицько, Митька Кушнарев, фронтра вӗсем кун пек ҫеҫ сивве курман иккенне кӑтартас тесе, кӗписене хывса шыв хӗрне пит ҫума чупрӗҫ.

Иван Атаманов, Грицько, Митька Кушнарев, желая показать, что на фронте им доводилось видать и не такие холодные зори, сняли рубашки и побежали к реке умываться.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫӳллӗ те типшӗм Евсей, грузчик пек авӑнчӑк хулпуҫҫиллӗскер, ним чӗнмесӗр ҫӗлӗкне хывса сӑх-сӑхнӑ.

Евсей, высокий и сухой старик, с острыми и согнутыми, как у грузчика, плечами, молча снял шапку и перекрестился.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсир кайсан, эпӗ сӳсменсене хывса тӑраттӑм, — каласа пама пуҫларӗ Дорофей, — ман пата леш шурӑ чӗрҫитти ҫыхнӑ хӗр пырса ларчӗ.

— Когда вы ушли, а я снимал хомуты, — с достоинством пояснял Дорофей, — ко мне подсела та девушка, что в белом переднике.

XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кительне хывса, сак ҫине выртрӗ.

Он снял китель, лег на лавку.

X сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унӑн ҫамрӑк, ҫилленсе кайнӑ пичӗ ҫинчен маскине хывса илнӗ пек, вӑл сасартӑк савӑнӑҫлӑ пулса кайрӗ.

Его молодое, рассерженное лицо вдруг стало веселым, точно с него мгновенно сняли маску.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кобылин мучие ярса тытаҫҫӗ те пилӗк таран хывса илеҫҫӗ.

Схватили деда Кобылина, содрали до пояса одежонку.

Кобылин мучин юлашки сӑмахӗ // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Галие ун пуҫӗнчен ҫӗлӗке хывса илет те ҫӳлелле ывӑтать.

А Галия схватила с его головы шапку и подбросила вверх.

Галие // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Аксинья ӗҫрен писнӗ шурӑ аллисемпе Григорий уринчи салтакӑн йывӑр аттисене хывса илчӗ, унтан, унӑн чӗркуҫҫийӗсем ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ те, нумайччен пӗр сасӑсӑр йӗрсе выртрӗ.

Белыми, отвыкшими от работы руками Аксинья стащила с Григория тяжелые солдатские сапоги и, припав к его коленям, долго беззвучно рыдала.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Лар, хам хывса ярӑп аттуна, Гриша.

— Садись, я разую тебя, Гриша.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Евгений, шинельне хывса ҫакса, кровать хӗррине пырса ларчӗ.

Евгений, сбросив шинель, сел на край кровати.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, кӗпе-йӗмне хывса пӑрахса, ҫӑвӑнмалли ванна пӳлӗмӗпе унӑн тӗксӗм кантӑклӑ чӳречисене тӗлӗнерех пӑхса сӑнанӑ хушӑра шурӑ халатлӑ ҫынни ванна ӑшне шыв тултарчӗ те, температурине виҫсе пӑхса, Григорие шыва кӗрсе ларма хушрӗ.

Пока Григорий раздевался и, пораженный, рассматривал помещение и матовые стекла окон, служитель наполнил ванну водой, смерил температуру, предложил садиться.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗррехинче, старике лавкка чӳречи витӗр асӑрхаса, Сергей Платонович хӑй урама тухса, картузне хывса пуҫ тайрӗ.

Сам Сергей Платонович, увидя его из окошка лавки, вышел, снимая картуз.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро мӑйӗ ҫинчи хӗресне тата амӑшӗн пиллӗх япали ӑшне ҫӗлесе хунӑ кӗлӗ хучӗсене нумайччен хывса аппаланса тӑчӗ.

Петро долго снимал нательный крест и молитву, зашитую в материнское благословенье.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий васкаса шӑлаварне хывса пӑрахрӗ, ҫыран хысакӗ ҫине кайса тӑчӗ.

Григорий, торопясь, снял шаровары, отошел на гребень плотины.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Епле апла? — ыйтрӗ Петро, кӗпине хывса хӗвелпе хӗрелсе кайнӑ мӑй сыппинчен аялалла шап-шур шуралса анакан ҫан-ҫурӑмне ҫарамаслантарса.

— Как оно? — спросил Петро, стягивая рубаху, обнажая белое тело с ровно надрезанной полосой загара на шее.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, вӗренӳ вӑхӑтӗнчи пек картузне хывса аллипе сулкаласа, ӑна хирӗҫ кайрӗ.

Григорий пошел ему навстречу, сняв фуражку, помахивая рукой, как на ученье.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Астахов вӗлернӗ нимӗҫ офицерӗ ҫинчен хывса илнӗ мундире сарлака фанер хӑма ҫумне пӑтасемпе ҫапса лартрӗҫ.

Мундир, снятый с германского офицера, убитого Астаховым, прикрепили к фанерной широкой доске.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Казаксем унӑн аттисене, тумтирӗсене, хӗҫпӑшалӗсене хывса илчӗҫ, вилнӗ офицерӑн саралса кайнӑ ҫилӗллӗ ҫамрӑк питне эшкерленсе пӑхма тытӑнчӗҫ, Усть-Хопер казакӗ Тарасов вилнӗ офицер аллинчен решетке хупӑлчаллӑ кӗмӗл сехетне салтса илме ӗлкӗрчӗ те ҫавӑнтах ӑна; взвод урядникне сутса ячӗ.

Казаки сняли с него обувь, одежду и оружие, толпились, рассматривая молодое, нахмуренное, уже пожелтевшее лицо убитого, устьхоперец Тарасов успел снять с убитого часы с серебряной решеткой и тут же продал их взводному уряднику.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней