Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Хайхи сăмах пирĕн базăра пур.
Хайхи (тĕпĕ: хайхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Э-э, хайхи

— Сейчас, сейчас!

VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ну, хайхи пулчӗ те, — ҫутӑ тӳмисене Палюк хӑех ҫаклатса ячӗ.

Ну, наконец- то! — Палюк застегнул пиджак на все пуговицы.

II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пӑхатӑп — Бондарчук хайхи, унтер-офицер, эрех пырӗ, шельма, а маттурскер хӑй, сарлака хулпуҫҫийӗсем — чалӑша ҫитеҫҫӗ, акӑ ӗнтӗ, бунчукӗпе лешне пуҫӗнчен яра пачӗ…

Смотрю: а уж Бондарчук, унтер-офицер — пьяница, шельма, а молодец, в плечах сажень косая — бунчуком по башке его…

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Куратӑп хайхи, салтаксен хастарлӑхӗ аплах мар…

Вижу, у солдатиков уж дух не тот.

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Хайхи ҫапла калатӑп та, куҫӑма мӑч та хупса илместӗп.

Говорю, а сам и бровью не моргну.

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Эпӗ калатӑп хайхи: «ҫав каррене вырӑнтан ҫапса сирпӗтсен, вӗсен хӳттипе малалла ыткӑнсан, — пӗрре пӑшал пемесӗрех тӑшман умне ҫитсе тӑнӑ пулӑттӑмӑр, тетӗп».

Я и говорю: «Вот сбить бы с позиции это каре да под их прикрытием и двинуть вперед; без одного выстрела подобрались бы».

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Акӑ хайхи тухтӑр та килчӗ, Тёмӑна пӑхрӗ, итлерӗ, унтан хутпа перо ыйтса илсе, рецепт ҫырса пачӗ.

Наконец приехал доктор, осмотрел, выслушал Тёму, потребовал бумаги, перо, чернила, написал рецепт.

Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Вӑл пӗр йытта курнӑ та, хӑйне йытӑ ҫыртманнине юлташӗсене кӑтартасшӑн, хайхи йытӑ хыҫҫӑн чупать.

Он завидел собаку и бежал доказывать друзьям, что собака его не укусит.

Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Вахнов ҫав самантрах икӗ пӳрне хушшинчен пуҫ пӳрни вӗҫне кӑларса ун ҫине малтан хӑй пӑхса савӑнчӗ, унтан, хайхи кантӑк витӗр пӑхакан ҫынна та, курса савӑнма сӗнчӗ.

Вахнов сложил машинально кукиш, полюбовался им сначала сам, а затем предложил полюбоваться и смотревшему в окошечко.

Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Икӗ тус хайхи пӗрне-пӗри сывлӑх сунаҫҫӗ, ҫывӑхрах лараҫҫӗ те, Корнев ҫине пӑхса хавасланса йӑл кулаҫҫӗ.

Поздороваются друзья, сядут поближе друг к другу и радостно будут улыбаться Корневу.

Иванов // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Шӑпах вуникӗ сехет тӗлӗнче, хайхи, алӑксем хӑйсем тӗллӗнех уҫӑлса каяҫҫӗ, пур ҫуртсем те ҫутӑлса лараҫҫӗ те, чи инҫетри пӳлӗмре сасартӑк шап-шурӑ тум тӑхӑннӑ ҫӳллӗ те вӑрӑм кӗлетке курӑнса каять…

Ровно в двенадцать часов отворялись сами собою двери, зажигались все свечи, и в самой дальней комнате показывалась вдруг высокая, длинная фигура, вся в белом…

Иванов // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тёма куҫхаршисене кӑмӑлсӑррӑн хускатрӗ те халь ӗнтӗ пикенсех тетрадьне шырама тытӑнчӗ, акӑ вӑл часах ӑна хайхи арпашса выртакан купа ӑшӗнчен туртса кӑларчӗ.

Тёма сдвинул недовольно брови и уже сосредоточенно стал искать тетрадь, которую и вытащил наконец из перепутанной кучи.

Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Унтан аллипе ҫӳле ҫӗклерӗ, вӗренекенсем те ҫӳлерех кармашрӗҫ, вӗсем, хайхи куҫлӑх тӑхӑннӑ евӗр пысӑк сарӑ куҫлӑ, ытла та хӑрушӑ ҫӗлен ҫине тимсӗлсех пӑхма тытӑнчӗҫ.

Он высоко поднял руку, и ученики приподнялись, с напряжением всматриваясь в страшную змею с большими желтыми, точно в очках, глазами.

Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Хайхи Вахнов сасартӑк ӳлесе йӗрсе ячӗ.

И Вахнов вдруг завыл благим матом.

Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Инспектор сасси, хайхи, типпӗн ҫатӑртатма пуҫлать.

И голос инспектора переходит в сухой треск.

Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Учитель пырса пӑхать те, хайхи инкеклӗ кӗнекене хӑй аллипех туртса кӑларать.

Учитель заглядывает и собственноручно вытаскивает злополучную книгу.

Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Швандер, пуҫпӳрнине чӗтретсе, парта ҫинелле пусать, тӑвӑнса илет те пуҫлать хайхи:

Швандер судорожно нажимает большой палец на скамью, делает усилие и говорит:

Ӗҫри кунсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тёма, ҫӳле хӑпарса ҫитсен, хайхи директора курах кайрӗ.

Поднявшись, Тёма увидел директора.

Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

— Эсир мӗншӗн кунта тӑратӑр? — Тёма умне пӗшкӗнсе, темле ытахальтен ыйтнӑ пек ҫемҫен ыйтрӗ хайхи господин.

— Вы зачем здесь? — наклонясь к Тёме, спросил как-то неопределенно мягко господин.

Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

— Учитель хайхи хӑйӗн вырӑнне кайса ларчӗ.

— И учитель ушел на свое место.

Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней