Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

явӑнать (тĕпĕ: явӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Наполеона маршалсем ҫунакан урамсем тӑрӑх ертсе пыраҫҫӗ, йӗри тавра вут явӑнать.

Со всех сторон окруженные огнем, маршалы ведут императора по пылающим улицам.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Шухӑшлама та кулӑшла, пӑхма эпӗ халь те ача, тейӗн: питӗм шуранкарах, ҫапах вӑл таса-ха, кӗлеткем ҫепӗҫ те яштака, ҫӑра кӑтра ҫӳҫ явӑнать, куҫсем ҫунаҫҫӗ, юн вӗрет…

А смешно подумать, что на вид я еще мальчик: лицо хотя бледно, но еще свежо; члены гибки и стройны; густые кудри вьются, глаза горят, кровь кипит…

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫунат ҫапса пӗр ҫӑхан Ҫуна тавра явӑнать; Темле хуйха пӗлтерет?

Черный вран, свистя крылом, Вьется над санями; Вещий стон гласит печаль!

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ҫав самантра вӑл тепӗр япалана асӑрхарӗ: ҫунакан сарай тӑрринче, ниҫта та сикме аптӑраса, кушак хыпаланса ҫӳрет, — йӗри-тавра пур ҫӗрте те ҫулӑм явӑнать.

В сию минуту новое явление привлекло его внимание; кошка бегала по кровле пылающего сарая, недоумевая, куда спрыгнуть; со всех сторон окружало ее пламя.

VI сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫавӑнпах-ши пуҫра: «Лӑпкӑ ҫывӑр, чипер те хисеплӗ артистка», — текен шухӑш явӑнать.

Помоги переводом

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней