Поиск
Шырав ĕçĕ:
Виҫӗ уйӑх хушши ҫӳренӗ вӑл станцисем тӑрӑх, пӗр станцирен теприне ҫитнӗ, кашни станцире пекех ун Севастопольрен таврӑнакан офицерсене кӗтсе илме тӳр килнӗ, офицерӗсем ӑна хӑрушла ӗҫсем ҫинчен кала-кала панӑ, ҫакна пула ӗнтӗ унӑн халь кӑна асӑннӑ сисӗм-туйӑмӗ вӑй илсех пынӑ, юлашкинчен вара ку сисӗм-туйӑм ӑна, мӗскӗн офицере, П-ра пурӑннӑ чух хӑйне хӑй темӗн те пӗр тума пултаракан герой вырӑнне хураканскере, пӗтерсех хунӑ, Дуванкоя ҫитнӗ тӗле вӑл мӗскӗн хӑравҫӑ пулса тӑнӑ, пӗр уйӑх маларах корпусран действующи ҫара каякан ҫамрӑксемпе пӗрлешсе кайнӑскер, вӑл, халь ӗнтӗ эпӗ юлашки кунсене пурӑнса ирттеретӗп тесе шухӑшлаканскер, мӗн май килнӗ таран хулленрех кайма тӑрӑшнӑ, кашни станцирех кроватьне сӳте-сӳте пуҫтарнӑ, ҫула каймалли пӗчӗкҫеҫ чемоданне уҫа-уҫа чӑрманнӑ, преферансла вылянӑ, жалоба кӗнеки ҫине вӑхӑта ирттермелли япала ҫине пӑхнӑ пек ҫеҫ пӑхнӑ, хӑйне лашасем паман чух савӑннӑ.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Эпир ӗнтӗ виҫҫӗмӗш эрне рота ути патӗнче ӗҫлерӗмӗр, халь авӑ, куран, пурне те чӗнтерчӗҫ; хальхи вӑхӑтра хамӑр полк хӑш вырӑнта тӑнине пӗлместпӗр-ха, паллӑ мар вӑт.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Петрушов прапорщикпе Антонов поручикрен т. ыт. те чӗререн ыйтса пӑхӑр-ха вӑт, вӗсенчен кашниех, хӑйне кура, пӗчӗк Наполеон, кашниех пӗчӗк тискер, пӗрер ҫӑлтӑр та пулин ытларах илес тесе, е хӑй шалувӗн виҫҫӗмӗш пайне те пулин хушса пачӗрччӗ тесе, вӗсенчен кашниех халь тесен халь ҫапӑҫу пуҫарса яма, ҫӗршер ҫынна вӗлерме хатӗр.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл чӑнласах та кавалерирен куҫнӑскер пулнӑ, ҫак самантра вӑл, бульваралла хӑпарнӑ май, халь кӑна илнӗ ҫыру ҫинчен шухӑшласа пынӑ, ку ҫырӑва вӑл хӑйӗн юлташӗ пулнӑ ҫынран, халь отставкӑна тухнӑскерӗнчен, Т. кӗпернинчи помещикрен илнӗ.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫав вӑхӑтсем ҫинчен каласа панисем сирӗншӗн халь тин ӗнтӗ историри чаплӑ преданисем пулма пӑрахрӗҫ, халь ӗнтӗ вӗсем сирӗншӗн чӑн-чӑн пурнӑҫри фактсем пулса тӑчӗҫ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл хӑйне хӑй ытла ирӗккӗн тыткалать, хӑлаҫланать, хыттӑн калаҫать, кулать, ҫакна кура эсир ӑна малтанах сӗмсӗр те пуҫтах ҫын вырӑнне хуратӑр, анчах кайран ку ҫынра халь тесен халь, хӑть мӗнле пулсан та, ҫапӑҫӑва тухас кӑмӑл тапса тӑнине тавҫӑрса илетӗр, хӑрушлӑха чӑтса ирттернӗ хӑш-пӗр ҫамрӑк ҫынсем час та часах ҫавӑн пек кӑмӑлла пулса каяҫҫӗ; ҫапах та эсир, ку ӗнтӗ 4-мӗш бастионра бомбӑсемпе пульӑсем канӑҫ паманни ҫинчен каласа пама тытӑнать, тесе шухӑшласа илетӗр: ҫук, ун ҫинчен мар-мӗн!
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сунарҫӑ халь чирлӗ ҫынна пӑхассипе ҫеҫ чӑрманать; чирлӗскерне халь те регуляторсем сыхлаҫҫӗ.Охотник всецело занят теперь охраной больного, которого все еще стерегут регуляторы.
LXVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Халь тесен халь аслатиллӗ ҫумӑр килсе тӑкма пултарать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Халь пӗтӗм хула фронт пулса тӑчӗ, — ун ҫинчен халь хаҫатсем те ҫыраҫҫӗ.
9. Ҫемье // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
— Райком приказӗ пултӑр ҫеҫ… — пӗр-пӗрин ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхса илчӗҫ пионерсем, — эпир халь тесен халь тухса кайма хатӗр.— Мы хоть сейчас, — оживленно загалдели пионеры, — был бы только приказ райкома.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Колхозниксем пӗтӗм чунтан хавхаланса кайрӗҫ, халь тесен халь ҫапӑҫма кайма хатӗр пулчӗҫ.
21 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вӑл питӗ лайӑх пӗлет: халь ачасене лӑплантармалла, вӗсене мӗн те пулин каламалла, анчах вӑл хӑй ӑшӗнче халь мӗн тумалли ҫинчен шухӑшларӗ: учитель килессе кӗтмелле-и е ӑна хирӗҫ тухмалла-и?
16 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Ҫав ҫын халь тесен халь таҫтан пӗр кӗтесрен сиксе тухӗ те, эс ялтан тухса кайман-ҫке тесе, ним мар ҫапса ӳкерӗ.
XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Иртнӗ эрнере куккӑшӗ ун валли вунӑ кӗрепенкке те пулӗ мӑнтӑр сысна какайӗ илсе килнӗччӗ; ан пӑсӑлтӑр тесе, Ильяс ӑна Палля тетӗш кӗлетне хунӑ, вӑл хальхи апат валли те ҫав какайранах касса илчӗ, яшкине ячӗ, халь ав, темшӗн хӗрелсе кайнӑ, пиҫмен те пулас…
XI. Йывӑҫҫипе улми // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккей ҫак хура кушака пула ҫавӑн пирки асне илчӗ те, унтан хӑйне хӑй йӑпатма хӑват тупрӗ: иртнӗ вӑхӑтри мар ӗнтӗ халь, ытла кирлӗ пулсан, вӑл халь кирек кампа калаҫма та пултармалла.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
«Мӗнлерех халь сирӗн плансем?» — тес вырӑнне «Мӗнлерех халь плансем?» тесе ыйтмалла.
3. Калаҫу культури // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вӑл кашнинченех тата тепӗр хут: «Хӑрамастӑн-и? Халь ху шухӑшна каялла тума, хирӗҫлеме май пур-ха. Халь татӑклӑ шухӑшламасан ӳлӗмрен кая юлатӑр» тесе ыйтрӗ.
Клава каласа пани // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӑл: «Чи кирли мӗн пулса тӑрать халь?» тесе ыйтнине хальхи пек астӑватӑп.
«Тӗттӗм ҫӗрсем, вут куҫӗсемпе ялкӑшӑр!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Ай, пӑятам, — аллисене пӗр-пӗринпе чӑмӑртаса пӑшӑрханчӗ Савантей арӑмӗ, — хамӑр ялта ӗлӗк пӗр инкек пулса иртнине астӑватӑп та, тупата, халь тесен халь чунӑм ҫук манӑн…
XXIX. Кӗтмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫӑкӑрӗсем сап-сарӑ, хӑпарса кӑна пиҫнӗ, халь тесен халь ҫисе пӑхассӑм килчӗ…Да такие пышные хлеба, стоит глянуть — так и хочется съесть…
XXVIII. Таптанми йӗр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.