Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫырма хӗрринчи йӗпе хыр вуллисем хӗрлӗ тӗспе йӑлтӑртатса илчӗҫ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Шӑртланнӑ Маҫак йӗп-йӗпе, хӑй кӳлӗ еннелле пӑхать, куҫӗ ҫутӑ хӗрлӗ тӗспе ялкӑшать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Хӑйсене ҫавӑн пек тӗспе сӑрласа халӑх умне кӑларса тӑратнӑшӑн вӗсем вӑтанаҫҫӗ тейӗн.Им стыдно было, что их выкрасили в неестественный цвет и выставили напоказ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Кӗмӗл тӗспе сӑрланӑ чӗрчунсем пушӑ куҫӗсемпе кӑмӑлсӑррӑн таҫта аяккалла пӑхаҫҫӗ.Выкрашенные в серебристый цвет, звери стыдливо смотрели пустыми глазами в сторону.
Пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Садсем, тутӑхнӑ пек, сарӑ тӗспе витӗнчӗҫ, тимӗр пек курӑнакан хура вӑрмансем те, хӗрлӗрех сӑнпа сархайса, тутӑхса кайрӗҫ.Сады покрылись ржавчиной, чёрные железные леса тоже проржавели рыжими пятнами.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хӗвелӗн ҫутӑ пайӑркисем ун ҫинче тӗрлӗ тӗспе вылянса йӑлтӑртатаҫҫӗ.Солнечные лучи переливались в них разноцветной игрой свечений.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пӗлӗт те, ҫӗр те пӗр тӗспе витӗннӗ.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ольга тетрадьсене уҫкаласа пӑхрӗ, анчах ҫырнисене кураймарӗ, ҫырнӑ йӗркесем сарӑлса лаппӑшӗпех кӗрен тӗспе вараланнӑ пек пулчӗҫ.Ольга перелистывала тетради, не видя написанного, строчки сливались в сплошные фиолетовые пятна.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Урамра мӗн пур, пурте хӗвел ҫинче тӗрлӗ тӗспе йӑлтӑртатать, хӗлхемленет, йӑлкӑшать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Унӑн питҫӑмартисем сивӗ шывпа ҫунӑ хыҫҫӑн ҫутӑ хӗрлӗ тӗспе ҫунса тӑнӑ.
XI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Шывӑн икӗ хӗррипе тем тӗрлӗ курӑк та ӳсет: ҫутӑ тӗспе ялтӑртатакан ҫӳлелле карӑннӑ чӗкеҫ курӑкӗ, хӗҫ курӑкӗ, лили, ломонос, имҫам курӑкӗпе сунчӑк евӗрлӗ курӑк, алоэ, упасарри, ырӑ шӑршӑллӑ тӗмсем.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хӑш-пӗр хӗрарӑмсем юбка вырӑнне Занзибарта ҫав тери хаклакан курӑкран ҫыхнӑ, кӑвак, хура, сарӑ тӗспе пӗветнӗ, «ламба» текен пусмаран тунӑ саппун ҫакса ҫӳреҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Хунар та хӗрлӗ тӗспе тӗксӗммӗн ҫунать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫулталӑкӑн тинӗ вӑхӑчӗ пулсан та, пулӑхлӑ ҫӗре аслатиллӗ ҫумӑрсем сайра шӑварчӗҫ, пулсан та, йывӑҫсемпе тӗмсем куҫа янкӑр симӗс тӗспе илӗртеҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Мӗнле тӗспе курӑнас тетӗн-ха ӗнтӗ халь ялйыша, ы-ых!
2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ваня вара чӳрече умӗнчи хурӑн хӑй ҫулҫисене ылтӑн тӗспе сӑрласса кӗтсе илнӗ.Вот Ваня и ждал, пока береза под окном вызолотит свои листочки.
Чи лайӑх паллӑ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Юханшывпа малалла хӑпарнӑ май вырӑнти тиев машинисене сӑнама пулать — вӗсене те тӗрлӗ тӗспе илемлетсе пӗтернӗ.
Кури Чу юханшыв // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5426-%D0%9A% ... D0%B2.html
Тӗнчере нихӑш государствӑпа танлаштарма ҫук пысӑк территориллӗ Совет Союзне, картта ҫинче хӗрлӗрех тӗспе сӑрланӑскерне, пӑхсан тин, Саша лӑпланать.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Унӑн пайӑркисем йывӑҫсене ылтӑн тӗспе ҫутатаҫҫӗ, курӑксем тӑрӑх чупса, тӗмсем хушшине кӗрсе пытанаҫҫӗ.Лучи его золотили стволы деревьев, пробегали по траве, прятались в кустах.
34 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Малтан хӗвел пайӑркисем, ҫамрӑк чӑрӑшсен ҫинҫе вуллисене ылтӑн тӗспе ҫутатса, вӗсен хушшинче йӑрӑмӑн йӑрӑмӑн выртатчӗҫ, каярахпа курӑк ҫинче каҫхи мӗлкесем палӑра пуҫларӗҫ.
14 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.