Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑшманран (тĕпĕ: тӑшман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2. Эй Турӑҫӑм, эпӗ йӑлӑннӑ чухне манӑн сассӑма илтсемччӗ, хӑратакан тӑшманран пурӑнӑҫӑма хӑтарсамччӗ; 3. чее ҫынсен каварӗнчен, усал ҫынсен пӑлхавӗнчен витсе тӑрсамччӗ мана, 4. вӗсем чӗлхине хӗҫ пек ҫивӗчлетрӗҫ; уххине — йӗплӗ сӑмахне — карӑнтарчӗҫ: 5. айӑпсӑр ҫынна вӑрттӑн персе ӳкересшӗн; вӗсем ӑна пӗр кӗтмен ҫӗртен переҫҫӗ — хӑрамаҫҫӗ те.

2. Всевышний, услышь мой голос, когда я возношу жалобы мои; сохрани мою жизнь от угроз врага. 3. Сокрой меня от замыслов нечестивых, от шумной толпы злодеев. 4. Они заострили свои языки, как мечи, и нацелили свои слова, как смертоносные стрелы. 5. Они стреляют из засады в невинного, стреляют в него неожиданно и без страха.

Пс 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Чӗрем хавшаса ӳкнипе Сана тӗнче хӗрринчен тархаслатӑп; мана хам ҫитейми чул ту ҫине тӑратсам: 4. Эсӗ — манӑн тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, Эсӗ — тӑшманран хӑтаракан тӗреклӗ хӳтлӗхӗм.

3. От конца земли взываю к Тебе в унынии сердца моего; возведи меня на скалу, для меня недосягаемую, 4. ибо Ты прибежище мое, Ты крепкая защита от врага.

Пс 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

60. Эпир Феран шывӗ хӗрринчен пӗрремӗш уйӑхӑн вуниккӗмӗш кунӗнче тапранса тухрӑмӑр, Иерусалима кайнӑ чухне эпир Ҫӳлхуҫанӑн хӑватлӑ аллине туйсах пытӑмӑр, ҫул пуҫламӑшӗнченех Вӑл пире тӗрлӗрен тӑшманран хӑтарса пычӗ, ҫапла эпир Иерусалима ҫитрӗмӗр.

60. И, поднявшись от реки Феран в двенадцатый день первого месяца, мы шли в Иерусалим под мощною рукою Господа над нами, и Он избавлял нас с начала пути от всякого врага, и мы пришли в Иерусалим.

2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней