Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тенкӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тенкӗ (тĕпĕ: тенкӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Парамон Петрович, сана, ак, вак-тӗвек тӑкаксем валли ҫӗр тенкӗ, виҫҫӗр тенкине куҫарса патӑмӑр.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Вӗсем час-часах пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса тем сӳтсе явнине, Миххаран пин тенкӗ кивҫен илнине, пилӗкҫӗр тенкӗ парса Лаврские вакката тытнине те ҫынсем урлӑ ҫеҫ пӗлчӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Михаил Петрович панӑ вунӑ тенкӗ ҫинчен пачӑшкӑ нимӗн те пӗлмест. Микуларан илнӗ пилӗк тенкине пытарса хӑварма мӗнле май тупас-ши?»

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата ҫакна ан манӑр, Лаврентий атте… пилӗк тенкӗ ҫумне хӑвӑр валли виҫӗ тенкӗ хушса парӑп…

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ чи йӳнӗ коньяк 480 тенкӗ тӑрать пулсан ҫитес ҫул 517 тенкӗ пулӗ.

Если сейчас самый дешевый коньяк стоит 480 рублей, то в следующем году цена будет составлять 517 рублей.

Ҫитес ҫултан эрех хакланӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33836.html

РФ Финанс министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, шурӑ эрех 281 тенкӗ тӑрӗ (261 тенкӗ пулнӑ).

По данным Министерства финансов РФ, водка будет стоить 281 рубль (ранее стоила 261 рубль).

Ҫитес ҫултан эрех хакланӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33836.html

Тенкӗлӗх тенкӗ хушшинче Пӗр аллӑ пус тенкӗ пур.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ял хуҫалӑх министерствинчен ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗр тонна 3-мӗш класлӑ тулӑшӑн 12, 25 пин тенкӗ, 4-мӗш класлишӗн 10,1 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Уяртсанах - уй-хире // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11391-uy ... h-uj-khire

Президиум членӗсем Чӑваш Республикин иккӗмӗш заявкине йышӑннӑ, Ҫӗмӗрле тата Куславккара хутса ӑшӑтмалли объектсене, шывпа тивӗҫтермелли сетсене пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ 578,6 млн тенкӗ тӑракан проекта ырланӑ, объектсене валли ятарлӑ Фонд 459,2 млн тенкӗ уйӑрӗ.

Помоги переводом

Куславккапа Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан ҫичӗ пин ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтерекен объектсене модернизацилесси ҫинчен калакан Чӑваш Енӗн заявкине ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/08/kusl ... che-pin-ci

Иртнӗ эрнере, акӑ, завод коллективӗ 250 пин тенкӗ, «Химик» спорт клубӗн ӗҫченӗсем 25 пин тенкӗ, «Химик-Август» футбол клубӗ 36 пин текнӗ пухнӑ.

Помоги переводом

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

Ку цифрӑсем кӑҫал валли палӑртнӑ пӗрремӗшле планран 13,2 млрд тенкӗ (19,7%) тата тӳрлетнӗ планран 755,5 млн тенкӗ (1%) пысӑкрах.

Помоги переводом

Пӗрремӗш вулавпа // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11704-p- ... sh-vulavpa

Ятран икшер тенкӗ, Ӗ-ӗ-ӗ, сирӗн икӗ ят, тӑватӑ тенкӗ тӳлемелле…

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кунта вӑл арӑмне паян хаҫатран вуласа пӗлнӗ ҫынсем ҫинчен каласа пачӗ, вӗсем патшалӑха самолет е танк тума ҫӗршер е аллӑшар пин пани ҫинчен пӗлтерчӗ: Улатӑр патӗнчи пӗр вырӑс ҫӗр пин панӑ, Пӑрачкав патӗнчи пӗр хӗрарӑм аллӑ пин тенкӗ панӑ, Елчӗк районӗнчи пӗр колхоз председателӗ ҫӗр пин тенкӗ хывнӑ.

Помоги переводом

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫулталӑкран аслӑрах пӗр сурӑхшӑн 500 тенкӗ парӗҫ, пӗр хуҫалӑх валли пӑхса хӑварнӑ лимит виҫи 12 пин тенкӗпе танлашать.

Помоги переводом

Патшалӑх уйрӑм хуҫалӑхсене аталанма майсем туса парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bf%d0% ... %b9%d1%81/

Пӗр пушмак пӑрушӑн 5500 тенкӗ уйӑраҫҫӗ, икӗ пушмак пӑру усракансем кашни выльӑхшӑн 6500 тенкӗ илӗҫ.

Помоги переводом

Патшалӑх уйрӑм хуҫалӑхсене аталанма майсем туса парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bf%d0% ... %b9%d1%81/

Федераци шайӗнче ҫирӗплетнӗ йӗркепе килӗшӳллӗн хӑй тӗллӗн ӗҫлекен ҫынна уҫӑ тӳпе айӗнче ҫитӗнтернӗ 1 тонна пахча ҫимӗҫе сутнӑшӑн 2 пин тенкӗ укҫа парса хавхалантарӗҫ, вырнаҫтарнӑ пӗр тонна ҫӗр улмишӗн — 3 пин тенкӗ.

Помоги переводом

Патшалӑх уйрӑм хуҫалӑхсене аталанма майсем туса парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d0%bf%d0% ... %b9%d1%81/

Пус ҫумне пус, тенкӗ ҫумне тенкӗ хушӑнсан пурнӑҫ та лайӑх еннелле улшӑнать.

Помоги переводом

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

Ҫавна май эпир отрасле ытларах та ытларах укҫа уйӑратпӑр: кӑҫал Чӑваш Республикин ҫул-йӗр фончӗ 2,2 миллиард ытла тенкӗ ӳсрӗ, пуҫласа 8 миллиард тенкӗпе танлашрӗ.

Для этого мы последовательно увеличиваем вложения в отрасль – дорожный фонд Чувашской Республики в текущем году увеличился более чем на 2,2 млрд рублей и впервые составил 8 млрд рублей.

Олег Николаев Ҫул-йӗр хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/16/poz ... tnikov-dor

Ара, ку 2500 тенкӗ тӑрать, кунсӑр пуҫне криптохӳтӗлев лицензине илме 2700 тенкӗ кӑларса хума тивнӗ.

Сама подпись стоила 2500 рублей, кроме того, на получение криптозащитной лицензии приходилось выкладывать еще 2700 рублей.

Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекенсене хут ҫинчех алӑ пустарӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32997.html

3) 4 статьян 1-мӗш пайӗн иккӗмӗш абзацӗнче «2604293,8 пин тенкӗ» сӑмахсене «2588204,4 пин тенкӗ» сӑмахсемпе улӑштарас;

3) в абзаце втором части 1 статьи 4 слова «2604293,8 тыс. рублей» заменить словами «2588204,4 тыс. рублей»;

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пурне те тивӗҫлӗ медицина страхованийӗн территори фончӗн 2019 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2020 тата 2021 ҫулсенчи тапхӑрти бюджечӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 85 от 28.11.2019

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней