Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сиввӗн сăмах пирĕн базăра пур.
сиввӗн (тĕпĕ: сиввӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ил утна! — кӑшкӑрса тӑкрӗ сиввӗн Савантер.

Помоги переводом

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Аҫунтан кая мар юн ӗҫекен пулӑн-ха эсӗ те», — шухӑшларӗ хӗр ун ҫине сиввӗн пӑхса.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем пӗр тӑхтаса тӑмасӑр пирӗн ҫинелле хӑрушшӑн шӑвӑнаҫҫӗ, хаяррӑн, сиввӗн

Помоги переводом

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Каҫхи хӗвел питӗнче ҫутӑ хурҫӑ сиввӗн, чуна ҫӳҫентермелле йӑлтӑрт! йӑлтӑрт! туса вылять.

Помоги переводом

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Сӗтел хушшинче ларакан яштака Вирнайнен ӑна сиввӗн пӑхса кӗтсе илчӗ.

Помоги переводом

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кирук амӑшӗ те ҫилленчӗк, ывӑлӗ ҫине сиввӗн пӑхать.

Помоги переводом

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Сиввӗн йӗплесе хӗмленекен куҫӗпе мана макӑл сӗртӗнсе илчӗ те сулахай йӗм пӗҫҫине чӗркуҫҫи таран хӑпартрӗ: ура сыппи ҫинчи ӳт тирӗ пӗр тӗлте самаях, шит тӑршшиех, виселеннӗ иккен.

Помоги переводом

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Сасартӑк унӑн «кӗмсӗртеттерсе уйран уҫлакан» чӗри ҫӗҫӗпе яшлаттарнӑ пек тирсе, сиввӗн ыратса кайрӗ — мучи, чарӑнса тӑрса, аллине чӗри тӗлне ярса тытрӗ, шӑлне ҫыртса, пилӗкӗнчен хуҫӑлса, питне-куҫне ытла та нушаллӑн тискерлетсе ячӗ.

Помоги переводом

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Чӗре сиввӗн пӑчӑртана-пӑчӑртана илет, кӑмӑлӑм ырӑ мар сисӗмпе савӑлланса хӗсӗнчӗ, хумханма пуҫларӑм: мӗн пулчӗ-ши ӑна?

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Туссемпе хутшӑну лайӑхах мар: сиввӗн калаҫнине, хӑвӑра мӑнӑрах тытнине ыттисем урӑхла ӑнланма пултараҫҫӗ.

С друзьями не всё гладко — некоторая холодность в разговорах и характерное для вас чувство превосходства над другими может быть воспринято неправильно.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ вӑл хӑйӗн пурнӑҫран уйрӑлас тӗлӗ пар лашаланнӑ хура эсрелӗн чуппи-сиккипех шӑхӑрса ҫывхарса килнине уҫҫӑнах туйса илчӗ, чӗри сиввӗн тире-тире кӑрнлатма пуҫларӗ, вара пурҫук вӑйне пухрӗ те, пыр тулли пӑвӑнса, тутӑх, хӑрӑлтӑк, тискер сасӑпа чуна ҫурса, хӑрушшӑн кӑшкӑрса ячӗ:

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑйӗн вырӑнне йӑпшӑна-йӑпшӑна таврӑннӑ чӗри сиввӗн тирсе кӑлт-кӑлт-кӑлт тапни те ӑна халӗ каҫхи ыйха путнӑ вӑрманта кӑвӑлтӑк шуйханчӑк кӑвӑлтатнӑн илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр пат чарӑнчӗ те, йӗнчесе, шалкӑм ҫапнӑ пек, шанк хытса тӑчӗ, чӗри шатӑр-шатӑр сиввӗн пӑчӑртанса-хӗсӗнсе илчӗ, чӗрен ҫыххи татӑлсах кайрӗ, тейӗн, куҫӗ тӗтреленсе килчӗ, урисем, ваткӑланса, лӗнчӗрех кайрӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр ӑшӗнчен йӗклӗ туйӑм ҫӗкленсе хӑвӑрӑлса тухрӗ, чикан майрисем ҫинелле вӗҫтернӗ куҫӗсем, ҫивӗчленсе, сиввӗн хӗмленсе илчӗҫ, анчах хӑй нимӗн те каламарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Куҫӗсем сиввӗн тӗлкӗшеҫҫӗ, мӑй шӑнӑрӗ палӑрмаллах малалла тухса карӑннӑ арҫыннӑн: ҫурӑмӗ ҫинчи ҫӑкӗ самаях мекӗрлентерекенскер пулас.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ревлен Петрович ҫинчен те сиввӗн калаҫать вӑл.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Аслӑ мастер ҫамрӑк ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Хӑюллӑ каччӑ пулас эсир, Ревлен Петрович, пӗрремӗш кунсенчех аслисем ҫинчен сиввӗн калаҫатӑр, — хӑй сисмесӗрех нумайлӑ хисепе куҫрӗ вӑл, — тен, эсир чӑкӑлтӑш, каялла чакаланма юратакан этем?

Помоги переводом

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Айтӑр, кӗрӗр, эппин, — каччӑ ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ Ваҫҫа.

Помоги переводом

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

— Ҫук, сывах, — терӗ сиввӗн.

Помоги переводом

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней