Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сиввӗн сăмах пирĕн базăра пур.
сиввӗн (тĕпĕ: сиввӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫавӑн пирки калатӑп мар-и вара? — сиввӗн пӑхрӗ Ҫтаппан.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Пӗлетпӗр эс мӗнлерех тунсӑхланине! — кӑвак симӗс куҫне сиввӗн йӑлкӑштарчӗ Маринэ.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Варламовсен пӗр хӗрача пур пек астӑватӑп, ӑна ӑҫта чикрӗ тата Верук? — сиввӗн тӑрӑхласа ыйтрӗ вӑл.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Аренда вӑл — феодализм! — сиввӗн касса татрӗ Кермӑн.

Помоги переводом

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эп, кулак ывӑлӗ, сӑхӑ куҫлӑскер, сана ӑнсӑртран сӗртӗнсе тикӗт пек варалама пултаратӑп, ҫавна пӗлтерет, — сиввӗн хуравларӗ Сулагаев.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Карчӑк шанман пек Таранов ҫине сиввӗн пӑха-пӑха илчӗ, унӑн кашни хусканӑвӗнчех хӑйӗнчен темшӗн йӗрӗнни сисӗнчӗ те, хуларан килнӗ арҫын вӗриленсе кайрӗ, кӑткӑ тӗмӗ ҫине ҫарамас кӗрсе выртнӑ пек канӑҫсӑррӑн, асаплӑн йӑшӑлтаткаларӗ:

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сиввӗн ыйтать-ха тата, вара хӑвна темле ирсӗр ӗҫ тунӑ ҫын пек туятӑн: «Эп ӑнсӑртран вӑрӑ мар-и, плагиат мар-и?»

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Уйӑх ҫутинче унӑн пичӗ сиввӗн курӑнчӗ.

Помоги переводом

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

— Эсӗ ҫавӑн пек ҫын иккенне пӗлменччӗ эпӗ, — сиввӗн, тутине чӑмӑртаса каларӗ Анюк.

Помоги переводом

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Мана яланах шӑлсӑр карчӑк, пӗр вӗҫсӗр хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса ҫӳрекенскер, уҫса кӗртетчӗ, анчах ман ҫине сиввӗн пӑхмастчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Мана, ҫак шухӑш пуҫа килсен, сасартӑк питӗ кичем пек пулса кайрӗ, пӗр кӗске самантлӑха тӗнче пуш-пушах та сиввӗн курӑнса илчӗ.

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ӑнлантӑр-и, малтанхи — шӑла ҫыртса, сиввӗн каларӑм.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Мӗн калаҫӑвӗ пултӑр сирӗн манпа? — куҫ харшийӗсем айӗн сиввӗн пӑхнӑ ун ҫине Горячкин.

Помоги переводом

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Урпаш ҫинчи тӗксӗм кӑвак питлӗ пӗве ӳт-пӗве пӑрлантарас пек сиввӗн йӑлтӑртатать.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Каярах юлтӑн пуль, Караҫӑм, — ӑна сиввӗн пӳлчӗ Мамарланов.

Помоги переводом

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Вӑл манпа нихҫан та сиввӗн калаҫманччӗ, — кулянса юлчӗ Севет инке.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кашниех вӗсем сиввӗн пӑхаҫҫӗ пек.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ку мӗнле ӗҫкӗ-ҫикӗ сирӗн, Кирилл Федотович? — сенкер куҫӗпе Кирике сиввӗн пӑраларӗ вӑл.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унӑн халь, Мамарлановпа сиввӗн калаҫнӑ хыҫҫӑн, тӑван тавралӑхри хӑй пӗлекен, хӑйне пӗлекен ҫынсемпе тӗл пуласах та килмест: кашниех тиркессӗн, кашниех тӑрӑхласа кулассӑн туйӑнать.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ҫынна айӑпласа ан тӑр кунта! — сиввӗн пӳлчӗ ӗне сӑваканскерне Аркаш.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней