Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пултаратпӑр (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрлӗ сукмаксемпе утсан, эпир аслӑ ҫула та ҫухатма пултаратпӑр.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ҫаксене пурне те эпир, хамӑр ҫине тӑрсан, тума пултаратпӑр!

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпир ҫийӗнчех калаҫса татӑлма пултаратпӑр.

Очень может быть, что мы немедленно сговоримся.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

«Кунта икӗ ҫул-йӗр пур. Пӗр енчен эпир регион шайӗнче ыйтӑва уҫӑмлатма пултаратпӑр, тепӗр енчен илес пулсан централизациленӗ майпа таварсене туянма пултарайратпӑр. Федераци кирлӗ пек мӗнпур хатӗрсене илсе ҫитерме витӗм кӳрейрет. Пурне те хӑвӑрӑн палӑртнӑ ыйтусемпе ӗҫсене хӑвӑртлатса пурнӑҫа кӗртсе пыма хушатӑп», — тесе каланӑ регион Пуҫлӑхӗ.

Помоги переводом

Наци проекчӗсен мероприятийӗсене пурнӑҫламалли контрактсен 70 процентне ҫирӗплетнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/05/12/naci ... yatisemshn

Тул ҫутӑличчен, тӑватӑ алӑпа выляса, эпир пирӗнпе вӗсен хушшине тӑпра купи ҫӗклесе хума пултаратпӑр.

До рассвета, играя в четыре руки, мы поставим между собой и им земляной вал.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Кунта ҫырса кӑтартни пӗтӗмпех — тӗп-тӗрӗс, юлашкинчен вара эпир Энхеридионӑн вырсарни кунсерен вулакан вӑрттӑн ҫичӗ кӗллинчен пӗрне илсе кӑтартма пултаратпӑр:

Все, описанное здесь, — истинно, и в заключение можем мы привести одну из семи тайных молитв Энхеридиона, читаемую по воскресеньям:

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.

Ҫӗршыва захватчиксенчен ирӗке кӑларнӑ ополчени ҫыннисен паттӑрлӑхӗ, – патриотлӑхӑн хавхалантаракан чаплӑ тӗслӗхӗ, ӑна асра тытса эпир ку чухнехи чи кӑткӑс чӗнӳсем ҫине те тивӗҫлӗн хурав пама пултаратпӑр.

Подвиг ополченцев, освободивших страну от захватчиков, – это воодушевляющий пример патриотизма, следуя которому мы сможем достойно ответить на самые сложные вызовы современности.

Михаил ИГнатьев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/11/04/news-3700894

Пӗрле эпир хамӑр республикӑна вӑйлӑ, лайӑх аталаннӑ тата социаллӑ тӗллевӗллӗ региона – пурӑнма чи лайӑх вырӑна – ҫавӑрма пултаратпӑр!

Вместе мы сделаем нашу республику сильным, развитым, социально ориентированным регионом – лучшим местом для жизни!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Енчен те кирлӗ пулсан эпир ҫав калӑпӑша ӳстерме те пултаратпӑр.

Если возникнет необходимость, мы совместно с Государственным Советом Чувашской Республики готовы эту сумму увеличить.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49

Эпир тем те пӗр курма пултаратпӑр.

Нам предстоит приключение.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эсир… эпир ӗнтӗ, паян кирек мӗн те тума пултаратпӑр… пултаратӑр терӗ.

Сегодня мы можем делать решительно все, что хотим.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эпир пурте вилме пултаратпӑр.

Мы можем умереть все.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.

Ҫакнашкалах эпир халӗ Рейн хӗрринчи хуласенчен пӗринче выртма пултаратпӑр, Ырӑ Шанчӑк сӑмсахӗнче, Иоллостон-паркри хырсен хушшинче е Аляскӑри юр ӑшӗнче…

Равно можем мы сейчас лежать в одном из прирейнских городков, на мысе Доброй Надежды, среди сосен Иоллостон-парка или снегов Аляски.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 276–284 с.

— Эпир малашне ун тухӑҫне 2000 центнер таран ӳстерме пултаратпӑр.

Помоги переводом

Ял кӳлли аслӑ // Василий Алентей, А. Андреев. «Капкӑн», 1962, 1№.

Эпир ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ Чӑваш Ен пирӗн пуҫарупа пуҫланӑ «Раҫҫейӗн тӗрӗллӗ карти» проекта пурнӑҫа кӗртмелли вырӑн пулса тӑнипе мӑнаҫланма пултаратпӑр.

Мы можем гордиться тем, что именно Чувашия – край ста тысяч узоров – станет местом воплощения проекта «Вышитая карта России», который реализуется по нашей инициативе.

Культура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/03/25/glava-chu ... aet-c-dnem

Тахӑшӗ, — хӑшӗ, ас тумастӑп, — ҫапларах каласа хучӗ: ҫулталӑкран е икӗ ҫултан ҫӗр ҫинче эпир ҫеҫ юлма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен ҫапӑҫакансем хӑйсен хӑрушла ӑслайӗсемпе пӗр-пӗрне вӗлерсе пӗтересси иккӗлентермелле мар.

Кто-то, — не помню, кто именно, — сказал, что очень может быть, через год или два мы останемся единственными жителями на земле, так как воюющие, несомненно, уничтожат друг друга своими чудовищными изобретениями.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

— Шуйттанпа тупа тӑватӑп: сире шӑпа яртарса палӑртма, килӗшменнисенчен малтанхиннех вара пуҫне персе аркатма пултаратпӑр.

— Клянусь чертом, вы стоите того, чтобы вызывать вас по жребию и первому отказавшемуся размозжить голову.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Эппин, эпир ӑна вӑхӑтлӑха та пулин арестлеме, следстви пуҫарма пултаратпӑр.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпир вара пӗр пусшӑнах пуҫа ҫухатма пултаратпӑр

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кирлех-тӗк, эпир сана ҫакӑнтах персе пӑрахма та пултаратпӑр

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней