Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗрача: «Ҫырӑр», тесенех вӑл хӑйӗн сӑмсине чернил кӗленчи ӑшне чикрӗ те, сӑмса ҫинчен хут ҫине чернил тумласа ӳксен, питех те хӑраса ӳкрӗ.
Сенкер ҫӳҫлӗ хӗрача Буратинона пӑхса вӗрентсе ӳстересшӗн // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Анчах ҫыннӑн алли айӗнче, ҫамрӑк курак ҫинче пысӑк револьвер выртатчӗ, унтан инҫетерех мар — картус, унпа юнашар тата кӑшт ҫеҫ пуҫланӑ эрех кӗленчи, унӑн пушӑ тутийӗ симӗс курӑксем ӑшнелле кӗрсе кайнӑччӗ.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Паллах, фермӑсене тасатнӑ, шӑлнӑ, юлашкинчен Йӑкӑната литр кӗленчи ӑшне сӗт тултарса панӑ, вара пӗтӗмӗшпе илсен, пурте кӑмӑллӑ пулнӑ.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Вӗсем курма ӗмӗтленнӗ ҫӗрпе хуҫалӑх тӗлӗк ҫеҫ пулчӗ, тӗлӗкӗ вара тӗлӗк пекех иртсе кайрӗ, чӑннипе вӗсем ҫӗрпӳрте, кӗленчи ваннӑ хӑрах чӳречеллӗ пӗчӗк пӳлӗме ҫеҫ лекрӗҫ.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫав хушӑрах тата тепӗр лампа кӗленчи ӳкрӗ те, вӑл та сӳнчӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Мучи пир хутаҫран ҫӑкӑр, вунна яхӑн хӗрлӗ помидор, пӗр татӑк «брынза» текен бессараби чӑкӑтне тата провански ҫу кӗленчи туртса кӑларчӗ.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
— Малтан эсир мана Франци корольне хӗрес тытма хистене сӑлтавсем пирки калӑр, — терӗ вӑл, куҫхаршине ҫӗклентерсе тата пӳрнипе чернил кӗленчи ҫине кӑтартса, — унтан ҫав походӑн уйрӑмлӑхӗсене ӑнлантарса парӑр, — хушса хучӗ вӑл, аллаппипе тем тытас пек сулса ярса, — юлашкинчен, ҫак поход Европӑри государствӑсене пӗтӗмӗшпе, — терӗ вӑл тетрачӗсемпе сӗтеле сулахай енчен ҫапса, — тата уйрӑмах Франци королевствине мӗн таран усӑ е сиен кӳнине кӑтартӑр, — вӗҫлерӗ ыйтӑвне, пуҫне сылтӑмалла пӑрса, сӗтеле сылтӑм енчен ҫапса илчӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Куҫлӑхӗн мӑкӑрӑлса тӑракан кӗленчи айӗнчи куҫӗсем ҫеҫ кӑмӑллӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ унӑн.Только глаза его за выпуклыми стеклами очков светились как-то по-особенному мягко.
Чочой пулӑшрӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
— Э-э… эсӗ нумайӑшне астумастӑн, — терӗ те хӗрарӑм, сак ҫинчен тӑрса, эмел кӗленчи илсе пычӗ.— Э-э… ты многого не помнишь, — сказала женщина и, поднявшись с нар, принесла пузырек с лекарством.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Унӑн кӗленчи ҫук.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Вӑл алӑка хупсанах, Владимир Ильич ҫӗнӗрен чернил кӗленчи майлаштарать, хӑйӗн ӗҫне малалла тӑвать.А Владимир Ильич слепил новую чернильницу и продолжал писать дальше.
193-мӗш номерлӗ камера // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Владимир Ильич чернил кӗленчи тӑвать ҫавнашкал.
193-мӗш номерлӗ камера // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Поликей шкапа уҫса кӗленчене лартрӗ те ҫӑварне пушӑ ҫурштоф кӗленчи хыпса ӳпӗнтерчӗ, анчах эрехӗ пӗр тумлам та пулман.Поликей открыл шкафчик, поставил бутылку и опрокинул в рот пустой штофчик; но водки не было.
III // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
— Тӗрлӗ енне уйрӑлса кайрӗҫ, — терӗм эпӗ, конфетне чернил кӗленчи патне каялла шутарса.— Разъехались в разные стороны, — ответил я, отодвигая конфету к чернильнице.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫил вӗрнипе чӳрече кӗленчи чӗтресе сас кӑларать.
Тухса кайнӑ кун // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Валери лапка ҫинчен чернил кӗленчи илчӗ те Шурике шӑпах юнлӑ вырӑнтан кисточкӑпа сӗрсе тухрӗ.Валерий взял с лавки пузырек чернил и кисточкой помазал Шурика прямо по крови.
Ваҫка пиччӗшпе паллашнӑ хыҫҫӑнхи ӗҫсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Вӑл та эрех ӗҫрӗ, куҫлӑх кӗленчи витӗр унӑн куҫӗсем ялтӑраҫҫӗ кӑна.
Коростелевпа ирттернӗ пӗрремӗш ир. — Хӑнара // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
— Ҫӑкӑр-тӑвар сирӗн, ӗҫмеллийӗ пирӗн, — терӗ матрос хӗвӗнчен эрех кӗленчи кӑларса.— Ваша хлеб-соль, наша шнапс, — сказал матрос, вытаскивая из-за пазухи новый штоф.
XVIII сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Матросӑн хӗвӗнче кукуруза кучанӗпе пӑкӑланӑ эрех кӗленчи курӑнать, пуҫлӑхӗн хулӗ хушшинче вара питӗ вӗттӗн авӑртнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ хӑпарту пур.
XV сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Самолет пушшех те ҫӳлерех хӑпарать те мӗлке вара аялта юлакан тинӗсӗн сӑрӑ-кӑвак кӗленчи ҫинче палӑрми пулать.
Юлашкинчен калани // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.