Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кӗленчи (тĕпĕ: кӗленче) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чао! — терӗ те пӳлӗмрен шампански эрех кӗленчи пӑкки пек тухса сирпӗнчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пакетран сӗтел ҫине ҫыртмаллисем кӑларса хучӗ, эрех кӗленчи, полиэтиленран тунӑ стакан кӑларса лартрӗ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Кам ятлама, ӳпкев тума хӑйтӑр халӗ ӑна алли каллех эрех кӗленчи патнелле кармашсан?

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр рюкзакӗн касакла ҫыхнӑ анине салтрӗ, ҫӗр ҫине ҫыртмалли юлашкисем (кӑлпасси таткипе тата икӗ пӗҫернӗ чӑх ҫӑмартипе кӑнтӑр апачӗ тунӑччӗ) хунӑ пӗр целлофан пакечӗ капӑртаттарса кӑларса хучӗ; тӳмисене вӗҫертсе, ҫиелти пӗр кӗсйинчен вӗретнӗ шывӗ ҫурри ҫеҫ юлнӑ пластик кӗленчи кӑларса лартрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пакетран пуҫланӑ эрех кӗленчи илчӗ, пластик пӑккине шӑлпа ҫыртса туртса кӑларса, хаяр шӗвеке пӗр сывламасӑр ҫур кӗленче таранах ланкӑртаттарчӗ, ӳпкери сывлӑшне тулалла вӑрӑммӑн вашкӑрттарса илчӗ те васкасах кӗленчене пӑкӑларӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Курӑсӑн: арӑмӗпе упӑшки ӗнтӗ «урапана эрех кӗленчи кӳлеҫҫӗ те, хӑпарса ларса, тилхепене ҫӑтӑр-ҫатӑр ярса тытса, картлаттара-картлаттара туртса «лашине» пӗр-пӗринпе тупӑша-тупӑшах хӑвалаҫҫӗ — катаччи чупаҫҫӗ».

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ун тӗпӗпе пӑрӑх иртет, хуранран тухса четвӗрт кӗленчи лартнӑ ҫӗрех тӑсӑлать вӑл.

Помоги переводом

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Хаяр карчӑк малтанах коньяк кӗленчи ҫине тинкерсе пӑхрӗ (ӗҫсе янӑ-и, яман-и терӗ пулас; коньякне эпир кӑштшар ҫеҫ тутаннӑччӗ), вара чашӑк-тирӗке йӑтса тухнӑ чух кӗскен ыйтрӗ:

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Шӑпах ҫав вӑхӑтра Евсей Антоныч сӗтел тумбочкинчен пуҫланӑ коньяк кӗленчи кӑларнӑччӗ.

Помоги переводом

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Шампански кӗленчи кӗмӗл витнӗ чиркӳ тӑрри евӗр ҫуталса ларать, пӗҫернӗ кӑвакал урисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ, тӗтӗмленӗ селедка ҫӑварне симӗс сухан хыпнӑ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Эрех кӗленчи, ҫимеллисем кӑларса хучӗ.

Помоги переводом

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Ҫӳлӗк хӗрринчи тулли четвӗрт кӗленчи ҫине сурчӑкне ҫӑтса пӑхса илчӗ Энтрей.

Помоги переводом

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуҫа кайсанах Нурулла хура кӗленчене ярса тытрӗ, кӗленчи ҫӑп-ҫӑмӑл иккенне туйсан, кӑмӑлсӑрланчӗ.

Помоги переводом

Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӗтел ҫинчи эрех кӗленчине кӗлеткисемпе хуплама пикенчӗҫ, анчах асӑрхамасӑр сӗтеле тайӑнтарса ячӗҫ те, ҫур литр кӗленчи, ҫӗре ӳксе, арканса кайрӗ.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Сӗтел ҫинче ҫур литр кӗленчи ларать.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

— Ҫыр, — чернил кӗленчи пырса лартрӗ вӑл ман ума.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Ирхи хӗвел сӗтел ҫине ӳкет, чернил кӗленчи кӗтесӗ ҫинче йӑлтӑртатать.

Помоги переводом

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл, шкап патне ҫӑмӑллӑн утса пырса, унтан грифельсем, линейкӑсем, аспид хӑмисем кӑларчӗ, вӗсене сӗтел ҫине хучӗ, унтан сӗтелтен кӑвак питлӗ журнал, чернил кӗленчи, ручка кӑларчӗ, пирӗн ятсене ҫырма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Умӗнче ҫур хӑпарту, шурӑ кулач, юнашар — пушӑ эрех кӗленчи.

Помоги переводом

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Киевран тӗрлӗ чир-чӗре сыватакан ҫветтуй шывӗ илсе таврӑнатӑп, тет, пӗр кӗленчи 10 пус, тет.

Помоги переводом

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней