Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кив тӗнче тытӑмне тӗп тӑватпӑр, Аркататпӑр чура сӑнчӑрне.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Шӳрпе ҫинӗ хыҫҫӑн Лукьяныч Паша инкене: — Пар ҫав вӑрра манӑн кив кӑҫатта, — терӗ.После щей Лукьяныч сказал тете Паше: — Отдай этому ворюге мои старые валенки.
Ӑнланма май ҫук япала // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
9 ҫула ҫитсен вӑл кив тимӗр татӑкӗсем пуҫтарса, пӗчӗк урапапа тимӗр-тӑмӑр лавкине кайса сутнӑ.В девять лет он собирал старое железо и возил его на тележке в скобяную лавку.
2. Райт килйышӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Уксах-чӑлахсемсӗр, ыйткалакансӑр пуласлӑх ҫине ҫак хӗвелӗмӗр самӑр сысна аҫи пек йӑраланса тухиччен, пӗр вунӑ юлташӑмпа вилеп те сарӑмсӑр, ҫӗрсех пӗтӗп эп кив хӳме ҫумӗнче.
Поэзи ҫинчен фининспекторпа калаҫни // Петӗр Хусанкай. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 78–87 с.
Кӗнӗ ҫын ҫар ҫыннисем тӑхӑнакан кив плаща хыврӗ, сӑмса тутрипе питне шӑлкаласа илчӗ, тӑнлавӗ ҫинчи самай кӑвакарнӑ ҫӳҫне якатрӗ, кресло ҫине ларса туртса ячӗ те каллех тӑрса шкапсем лартса тултарнӑ пӳлӗмре уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Ман сӑввӑм вӑл амурлӑ-лирӑллӑ сунар уххи пек мар вӗҫсе ярӑнса иртӗ, нумизмат патне якалнӑ кив укҫа ҫитнӗ пек мар, сӳнсе хупланнӑ ҫӑлтӑрсен ҫути пек мар вӑл ҫитӗ.
Пӗтӗм сасӑпа // Петӗр Хусанкай. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 3–11 с.
Унӑн Гундуровкӑри именийӗнчен инҫе мар Этелек, Кив Якаль, Ҫӗнӗ Якаль, Сухари-Матак, Уштел, Микушкел, Шӗнтӗ, Сепперел, Йӗкӗр Ҫӑл ятлӑ чӑваш ялӗсем пулнӑ (ҫав ялсем халӗ Куйбышев облаҫӗнчи Сергиевск тата Исаклӑ районӗсене кӗреҫҫӗ).
Н. Г. Гарин-Михайловский ҫинчен // Хӗветӗр Уяр. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 158–163 с.
Делегатсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса калаҫаҫҫӗ, кив пурнӑҫа хурласа, ҫӗнни ҫитнишӗн савӑннине палӑртаҫҫӗ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Элексей ашшӗн кив вити пур, туй хыҫҫӑн ӑна юсаса станоксене ҫавӑнта куҫаратпӑр.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Кив витесем ӗҫе юрӑхлине Хусантан килсе тӗрӗслемен.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Вӗсем элле кив пӳрте шывпа ҫуса тасатасшӑн-и?
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Калаҫу хушшинче вӑл амӑшӗ еннелле ҫаврӑнса: — Ҫапах та эсӗ кив сало панӑ. Эмелшӗн пӗр вунӑ ҫӑмарта та пулин хушса памалла, — терӗ.
3 // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 3–53 с.
Ҫавӑнпа та ун пултарулӑхӗ те иккӗлле пулса пырать — кив тӗнчене критикленӗ ҫӗрте, ун ҫӑпан-юханӗсене кӑтартнӑ ҫӗрте вӑл калама ҫук вӑйлӑ, ҫав вӑхӑтрах лайӑххине ҫирӗплетнӗ ҫӗрте, усала хирӗҫ лайӑххине кӑларса тӑратнӑ ҫӗрте те самаях вӑйсӑр.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Пӑшалӗ те унӑн тахҫанхи кив берданкӑ анчах, ҫирӗм утӑма ҫывхарсан та чупса ҫитсе перет.И ружьё-то у него — бердана какая-то допотопная, вся в дырьях, на двадцать шагов с подбегом бьёт.
Каҫхи вӑрман вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 102–106 с.
Ҫӗнӗ пурнӑҫшӑн ҫӗре кар тӑрса сухалӑпӑр, пӗтӗм кив ҫумкурӑка — хамӑр тӑшмансене — суха пуссинчен тасатас тесе, ӑна, ҫӗре, пӗрле сӳрелесе кӑпкалатӑпӑр!
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кив арӑм ватӑлмасть, тесе шутлатӑн-им?
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Сергей Ставрополе кайса ҫӳренӗ вӑхӑтра Ҫемен ватӑ Семененковсене ҫӗнӗ нӳхреп алтса пачӗ (кив нӳхрепӗ вӑйлӑ ҫумӑрта ишӗлсе аннӑ), ӑна тӑпрапа витрӗ, ҫиелтен кӗл сапрӗ, пусӑ тасатрӗ, ҫӗнӗ ҫатан карта тытрӗ, кукуруза пухма сапетка ҫыхрӗ.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Парӑр мана пӗр-пӗр кив утиял е кӗрӗк пекки.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Каллех пур ӑпӑр-тапӑра кив кӗнекесем тӑрӑх вӗрентеҫҫӗ пулмалла.
Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Пит вӑраха кайрӗ-ҫке ҫав кив ӗҫ…
Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.