Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

вӗҫҫӗн сăмах пирĕн базăра пур.
вӗҫҫӗн (тĕпĕ: вӗҫҫӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Театр площачӗ патне ҫитес умӗн пӗр салтак икс курпунлӑ тӗвене вӗрен вӗҫҫӗн ҫавӑтса пынине сасартӑк асӑрхарӗҫ артистсем.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вара Ниночкӑна ал вӗҫҫӗн ҫӗклесе ташлакаларӗ те кухньӑна чей ӗҫме кайрӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вара пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑтса кӑларчӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кулак теме, эп тарҫӑ вӗҫҫӗн пурӑнман-ҫке?

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫын вӗҫҫӗн епле усрӑн ӗне?

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соня, Софушка! — мӗн каланине хӑй те тавҫӑрса илеймесӗр, Соньӑна ал вӗҫҫӗн ҫӗклесе вырӑн ҫине ӳкерчӗ Богданов.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сире те, хӗрарӑм вӗҫҫӗн юлнӑскере, чунтан хӗрхенетӗп, — терӗ ҫурт хуҫи.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вара пӗрне алӑ вӗҫҫӗн ҫӗклесе пӑхрӗ те: — Пырать, пилӗк кӗренке таять те пулӗ, — терӗ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Урай варринче ҫав тери сӑнсӑрлатнӑ ҫын вилли выртать — аялти кӗпе вӗҫҫӗн кӑна.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Подрясника — ҫиелти тумтире — тӗркелесе ҫыхнӑ, хӑй кӗпе вӗҫҫӗн кӑна юлнӑ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӗттӗм… кӑштах ҫутатам, — терӗ те Павлуш, стена ҫумӗнчи хунартан стеарин ҫуртине кӑларса алӑ вӗҫҫӗн тытрӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапла вӗт, Ниночка? — алӑ вӗҫҫӗн ҫӗклесе, питӗнчен чуптуса илчӗ ӑна Эльгеев.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа паян та, ирхи кӗлӗ тӑвас вырӑнне вуншар хут лапчӑна-лапчӑна ларса, упражненисем турӗ, ҫур пӑт таякан кире пуканӗсене алӑ вӗҫҫӗн ҫӳлелле ҫӗклерӗ, мӑйне унталла-кунталла пӑркаларӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра Матильда, пӗчӗк Петьӑна алӑ вӗҫҫӗн ҫӗклесе тӑнӑскер, кӑшт ҫеҫ унпа ҫапӑнмарӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Миша арӑмне алӑ вӗҫҫӗн ҫӗклесе антарчӗ те крыльца патнелле ҫавӑтса утрӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫитменнине тата, Марье аппан Чашламара хӑйӗн ҫӗр пур, ӑна та ҫын вӗҫҫӗн кӑна ӗҫлеттерсе пурӑнас пулать.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ӗҫӗ ҫапах нумай: кӗлтине турттарас пулать, авӑн хурса типӗтес пулать, ҫапса пуҫтарма та ҫын вӗҫҫӗн кӑна туса пырас пулать.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вара Миша ӑна ал вӗҫҫӗн ҫӗклесе кравать ҫине илсе кайса вырттарчӗ.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ ҫеҫ мар — пурте сисрӗҫ: эсир чӑваш апатӗнчен йӗрӗнетӗр, кукӑль таткине те пӳрне вӗҫҫӗн ҫеҫ тытса ҫикелетӗр.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫын вӗҫҫӗн ҫеҫ пурӑнатӑп.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней