Поиск
Шырав ĕçĕ:
23. Тата кам танлашма пултарӗ Санӑн халӑхупа, Израиль халӑхӗпе? Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен Турӑ пӗртен-пӗр ҫак халӑха ҫеҫ Хӑй халӑхӗ тума пынӑ, Хӑвӑн ятна чапа кӑларса, Хӑвӑн халӑху умӗнче аслӑ та хӑрушӑ ӗҫ туса, ӑна Египет аллинчен туртса илнӗ, унти халӑхсене, вӗсен туррисене хӑваласа янӑ.
2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тарҫисене хушнӑ та Давид, лешӗсене вӗлернӗ вара, вӗсен аллисемпе урисене касса татнӑ, вӗсене Хевронри пӗве хӗррине ҫакса хунӑ.
2 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид вара Галаадри Иависра пурӑнакансем патне элчӗсем янӑ, вӗсен ҫапла каламалла пулнӑ: Саул хуҫӑра, [Ҫӳлхуҫанӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннине, тата унӑн ывӑлне Ионафана] пытарса, эсир ырӑ ӗҫ турӑр, ҫавӑншӑн сире Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ ҫитӗ, 6. сирӗншӗн Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхлӑ та шанчӑклӑ пултӑр; ҫапла тунӑшӑн эпӗ те сире ырӑ тӑвӑп; 7. халӗ ӗнтӗ аллӑрсем ҫирӗпленччӗр, хӑюллӑ пулӑр: Саул хуҫӑр вилчӗ, мана вара Иуда килӗ хӑйӗн патши пулма ҫу сӗрчӗ.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Филистимсем Саул тӗлӗшӗнчен мӗн туни ҫинчен Галаадри Иавис ҫыннисем илтнӗ те, 12. мӗнпур вӑйпитти ҫын кар хускалнӑ, вӗсем ҫӗрӗпе утнӑ, Саулпа унӑн ывӑлӗсен ӳчӗсене Беф-Сан хӳми ҫинчен антарса Иависа илсе ҫитернӗ, вӗсене ҫавӑнта ҫунтарса янӑ; 13. унтан, вӗсен шӑммисене пухса, Иависри юман айне пытарнӑ, ун хыҫҫӑн ҫичӗ кун типӗ тытнӑ.
1 Пат 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Нимӗн те ҫухалман вӗсен, пӗчӗкки те, пысӑкки те, ывӑлӗсенчен те, хӗрӗсенчен те, амаликсем ҫаратса туртса илнинчен нимӗн те ҫухалман; Давид пӗтӗмпех каялла тавӑрнӑ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давидпа унӑн ҫыннисем хулана пырса ҫитнӗ те — акӑ хулана ҫунтарса янӑ, вӗсен арӑмӗсене, ывӑлӗсемпе хӗрӗсене тыткӑна илсе кайнӑ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Давид тепӗр енне каҫнӑ та аякри ту тӑррине тӑнӑ; вӗсен хушши чылаях пулнӑ.
1 Пат 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Авигейӑна, Навал арӑмне, пӗр тарҫи ҫапла пӗлтернӗ: Давид пирӗн хуҫана сывлӑх сунма пушхиртен хӑйӗн ҫыннисене янӑ, анчах хуҫа вӗсемпе питӗ тӳрккес калаҫрӗ; 15. ҫав ҫынсем пире ырӑ ҫеҫ турӗҫ, вӗсем пире кӳрентермен, вӗсемпе пӗрле хирте ҫӳренӗ чухне пирӗн нимӗн те ҫухалман; 16. эпир вӗсен ҫывӑхӗнче кӗтӳ кӗтсе ҫӳренӗ чухне вӗсем пирӗншӗн ир те, каҫ та шанчӑклӑ хӳтлӗх пулчӗҫ; 17. апла мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑх: пирӗн хуҫана, унӑн пӗтӗм кил-йышне пурпӗрех инкек кӗтет, вӑл вара — усал ҫын, унпа калаҫма та ҫук, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид унта хӑйӗн ҫыннисене — вунӑ яш ачана — янӑ, яш ачасене вӑл ҫапла каланӑ: Навал патне Кармила хӑпарӑр та ӑна ман ятӑмран саламлӑр 6. тата ҫапла калӑр: «[сывӑ-и?] сана, санӑн килне, санӑн мӗн пуррине пурне те тӑнӑҫлӑх пултӑр; 7. эсӗ сурӑх ҫӑмӗ касни ҫинчен илтрӗм эпӗ. Акӑ санӑн кӗтӳҫӳсем пирӗн таврарах ҫӳрерӗҫ, эпир вӗсене кӳрентермерӗмӗр, вӗсем Кармил тӑвӗ ҫинче ҫӳренӗ вӑхӑтра вӗсен нихӑҫан та нимӗн те ҫухалмарӗ; 8. тарҫусенчен ыйт-ха, вӗсем те ҫапла калӗҫ; эппин, манӑн тарҫӑмсене кӑмӑл тусам: эпир ырӑ сунса килтӗмӗр; хӑвӑн чурусене тата Давид ывӑлна хӑвӑн аллу мӗн пама пултарнине парсамччӗ» тейӗр, тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид хӑйӗн ҫыннисемпе Кеиле кайнӑ, филистимсемпе ҫапӑҫнӑ, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне хӑваласа тухнӑ, вӗсене вӑйлӑ аркатнӑ, ҫапла вара Давид Кеильре пурӑнакансене ҫӑлса хӑварнӑ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Палӑртнӑ кунсем ҫитичченех Давид хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле кайнӑ та филистимсен икҫӗр ҫыннине вӗлерсе вӗсен хӗрринчи ӳтне касса илсе килнӗ, патша кӗрӳшӗ пулас тесе, ҫавна пурне те патша патне илсе пынӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Филистимсене хӑваланӑ хыҫҫӑн Израиль ывӑлӗсем каялла таврӑннӑ та вӗсен тапӑрне ҫаратса тухнӑ.53. И возвратились сыны Израилевы из погони за Филистимлянами и разграбили стан их.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара ӗнер-виҫӗмкун филистимсем патӗнче пулнӑ, вӗсен тапӑрӗнче тӑнӑ, вӗсемпе пӗрле ҫӳренӗ еврейсем те Саулпа тата Ионафанпа пӗрле пулнӑ Израиль ҫыннисем ҫумне хутшӑннӑ; 22. Ефрем тӑвӗ ҫинче пытанса пурӑннӑ Израиль ҫыннисем те, филистимсем тарнине пӗлсессӗн, хӑйсен халӑхӗ ҫумне хутшӑнса пӗрле ҫапӑҫнӑ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унтан татах малалла кайӑн та Фавор юманлӑхне ҫитӗн, ҫавӑнта сана Турӑ патне Вефиле каякан виҫӗ ҫын тӗл пулӗ: пӗри виҫӗ качака путекки, тепӗри виҫӗ ҫӑкӑр, виҫҫӗмӗшӗ пӗр такмак эрех йӑтса пырӗ; 4. вӗсем сана саламлӗҫ, сана икӗ ҫӑкӑр парӗҫ, эсӗ ҫавна вӗсен аллинчен илӗн.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вара вӗсем ҫапла тунӑ: пуҫласа пӑруланӑ икӗ ӗне суйласа илнӗ те вӗсене ҫар урапи кӳлсе янӑ, вӗсен пӑрушӗсене килӗсенче хӑварнӑ; 11. Ҫӳлхуҫа арчине тата ылтӑн шӑшисемпе мӑкӑль ӗренкисем тултарнӑ ещӗке ҫар урапи ҫине лартнӑ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӗсем чунран-чӗререн савӑнса ларнӑ вӑхӑтра акӑ ҫав хула ҫыннисем, аскӑнчӑксем, вӗсен килне ҫавӑрса илнӗ, алӑкран шакканӑ, ватӑ кил хуҫине каланӑ: ху патна илсе кӗнӗ ҫынна илсе тух-ха, эпир унпа хутшӑнасшӑн, тенӗ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хуҫи каланӑ ӑна: ҫук, вӗсем Израиль ывӑлӗсем мар, ют йӑх ҫыннисем, ҫавӑнпа вӗсен хулине кӗместпӗр, Гива хулине ҫитиччен каятпӑр, тенӗ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Самсон хыҫҫӑн Емегар, Енан ывӑлӗ, ҫӗкленнӗ, вӑл ют халӑх ҫыннисене ултҫӗр ҫын вӗлернӗ, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне те пӗтернӗ. Вӑл Израиле хӑтарнӑ.]
Тӳре 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ӑна каланӑ: ҫук, эпир сана ҫыхатпӑр ҫеҫ, унтан вӗсен аллине паратпӑр, вӗлерме вӗлерместпӗр, тенӗ.13. И сказали ему: нет, мы только свяжем тебя и отдадим тебя в руки их, а умертвить не умертвим.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Филистимсем Иудея ҫӗрне пынӑ, унта чатӑр карсах ларнӑ, вӗсен тапӑрӗ Леха теекен вырӑна ҫитиех тӑсӑлнӑ.9. И пошли Филистимляне, и расположились станом в Иудее, и протянулись до Лехи.
Тӳре 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.