Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Соломон, хӑйӗн ашшӗ Давид хушнине пурӑнӑҫа килтерсе, ҫапла тунӑ: священниксен Турӑ Ҫуртӗнче черетпе ылмашӑнса ӗҫлесе тӑмалла пулнӑ, левитсен те черетпе ӗҫлемелле пулнӑ, вӗсен, харпӑр кун йӗркине пӑхӑнса, Турра мухтаса, священниксем ҫумӗнче ӗҫлесе тӑмалла пулнӑ, тата кашни хапха патӗнче черетпе хурал тӑма хуралҫӑсем уйӑрнӑ, мӗншӗн тесессӗн Турӑ ҫынни Давид хушса хӑварнӑ йӗрке ҫапла пулнӑ.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗрсессӗн, — ӗнтӗ ҫылӑха кӗмен ҫын ҫук, — Эсӗ ҫилленсе вӗсене тӑшман аллине парсассӑн, тыткӑна илнисем вӗсене ҫывӑхри е аякри ҫӗре кайса ярсассӑн, 37. вӗсем унта, тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗрте, тӑна кӗрсе ӳкӗнсессӗн, тыткӑна лекнӗ ҫӗрте Сана: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫ турӑмӑр, эпир айӑплӑ» тесе кӗлтума тытӑнсассӑн, 38. хӑйсене тыткӑна илсе кайнӑ ҫӗрте пӗтӗм чун-чӗрипе Сан енне ҫаврӑнсассӑн, ҫапла Эсӗ вӗсен ашшӗсене панӑ хӑйсен ҫӗрӗ еннелле, Эсӗ суйласа илнӗ хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса йӑлӑнсассӑн, 39. вӗсенӗн кӗллине илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара вӗсем мӗн ыйтнине, вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ, Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн умӑнта мӗн ҫылӑха кӗнине каҫарсамччӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Санӑн халӑху Эсӗ кӑтартса янӑ ҫулпа хӑйӗн тӑшманӗсене хирӗҫ вӑрҫа тухсассӑн, Эсӗ суйласа илнӗ ҫак хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса Сана кӗлтунӑ чухне 35. илтсемччӗ тӳперен вӗсен кӗллине, вӗсем мӗн ыйтнине, вара вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Выҫлӑх пулать-и ҫӗр ҫинче, мур чирӗ пулать-и, вӗри ҫил пулать-и, тырра вутпуҫҫи тивет-и, хӗрлӗ шӑрчӑк е хурт килсе хуплать-и, халӑха тӑван ҫӗрӗ ҫинчех тӑшман хӗсме пуҫлать-и е урӑх мӗнле те пулин синкер, мӗнле те пулин чир пулать-и, 29. пӗр-пӗр ҫын е Хӑвӑн пӗтӗм Израиль халӑхӗ — хӑйсен инкекне, хӑйсен хурлӑхне туйса — аллисене ҫак Ҫурт енне тӑссассӑн, вӗсен кӗллине, вӗсем тархасланине 30. илтсемччӗ Эсӗ тӳперен — Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара каҫарсамччӗ, Эсӗ кирек хӑш ҫынна та ун чӗри мӗнлине пӗлсе, унӑн пӗтӗм ӗҫне кура тавӑрса пар, мӗншӗн тесессӗн этем ывӑлӗсенӗн чӗрине пӗр Эсӗ анчах пӗлетӗн, — 31. ҫапла вӗсем Эсӗ аттемӗрсене панӑ ҫӗр ҫинче мӗн пурӑннӑ таран, мӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Санран хӑраса тӑччӑр, Санӑн ҫулупа ҫӳреччӗр.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Сӑваплӑ пӳлӗмри священниксене, кирек хӑш ушкӑнӗнчисене те, пурне те тасалӑх тивлечӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа вӗсем унтан тухнӑ; 12. виссон тӑхӑннӑ юрӑҫӑ левитсем — Асаф, Еман, Идифун тата вӗсен ывӑлӗсемпе тӑванӗсем — пурте парне вырӑнӗн тухӑҫ енче кимвалсемпе, псалтирьсемпе, цитрӑсемпе тӑнӑ, вӗсемпе пӗрле трупа кӑшкӑртакан ҫӗр ҫирӗм священник тӑнӑ, 13. пурте вӗсем — юрлакансемпе трупа кӑшкӑртакансем, Ҫӳлхуҫана пӗр кӗвӗллӗн мухтаса та аслӑласа тӑраканскерсем — пӗр ҫын пек пулнӑ; ӗмӗр ырӑлӑхлӑ Ҫӳлхуҫана мухтаса трупасемпе кимвалсен, ытти кӗвӗ сӑпрайӗсен сасси кӗрлесе кайсассӑн, Ҫурта, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, пӗлӗт кӗрсе тулнӑ, 14. ҫавӑнпа ӗнтӗ священниксем кӗлӗре тӑма пултарайман: Турӑ Ҫуртне Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тулнӑ.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Каштисем вӑрӑм пулнӑ, вӗсен вӗҫӗсем сӑваплӑ пӳлӗмренех курӑнса тӑнӑ, анчах тулаллах тухса тӑман; вӗсем мӗн паянхи кунчченех ҫавӑнта.
2 Ҫулс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Соломон ҫапла вара Турӑ Ҫурчӗ валли кирлӗ пур япалана та туса ҫитернӗ: ылтӑн парне вырӑнӗ, парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтелсем, 20. таса ылтӑнран тунӑ ҫутаткӑҫсемпе вӗсен лампадисем, йӗрке тӑрӑх, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм умӗнче ҫутмаллискерсем, 21. ылтӑнран, чи таса ылтӑнран, тунӑ чечексемпе лампадӑсем, 22. чи таса ылтӑнран тунӑ ҫӗҫӗсемпе тӗтӗркӗчсем, алтӑрсемпе ӑскӑчсем, Турӑ Ҫурчӗн алӑкӗсене вара — Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли шалти алӑксене тата сӑваплӑ пӳлӗме кӗмелли алӑксене — ылтӑнран тунӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тата вӑл сапансем тунӑ, вӗсем ҫине лартма ҫӑвӑнмалли савӑтсем тунӑ; 15. пӗр тинӗс, ун айӗнчи вуникӗ вӑкӑр, 16. чарасемпе калаксем, ченӗҫкесем, вӗсен пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрӗ — ҫакна пурне те Хирам-Авий Соломон патшана Турӑ Ҫурчӗ валли якатса ҫутатнӑ пӑхӑртан туса панӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Виҫҫӗмӗш ҫарпуҫӗ Иодай священник ывӑлӗ Ванея пулнӑ, вӑл, чи аслӑ пуҫлӑх, виҫҫӗмӗш уйӑхӑн уйрӑмне ертсе пынӑ, унӑн уйрӑмӗнче те ҫирӗм тӑватӑ пин ҫын пулнӑ; 6. Ванея — вӑтӑр паттӑртан пӗри тата вӗсен пуҫлӑхӗ, ун уйрӑмӗнче хӑйӗн ывӑлӗ Аммизавад пулнӑ.
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Левитсемех, вӗсен тӑванӗсем, Турӑ Ҫуртӗнчи хаклӑ япаласене тата халалланӑ япаласен управӑшӗсене пӑхса тӑнӑ; 21. вӗсем Герсон ывӑлӗн Лаеданӑн ывӑлӗсем пулнӑ.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫак ҫынсем — хапха хуралҫисен пуҫлӑхӗсем, вӗсем — кил-йыш пуҫӗсем, вӗсен тӑванӗсемпе пӗрле Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫлемелле пулнӑ.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давидпа ҫарпуҫсем ӗнтӗ Асаф, Еман тата Идифун ывӑлӗсене ятарлӑ ӗҫ валли уйӑрса илнӗ: вӗсен псалтирьпе цитра каласа, кимвал ҫапса Турра аслӑламалла пулнӑ; ҫав ӗҫе тӑвакансенӗн йышӗ: 2. Асаф ывӑлӗсенчен: Заккур, Иосиф, Нефания тата Ашарела; ывӑлӗсене Асаф хӑй ертсе пынӑ, кӗвӗ сӑпрайӗсене вӑл патша вӗрентнӗ пек каланӑ.
1 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кусем — левитсен, вӗсен ӑрӑвӗсен ывӑлӗсем.
1 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫакӑ ҫынсене ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче ӗҫлеме суйласа илнӗ, ҫав ӗҫе вӗсен черетпе, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри Аарона халалласа хӑварнӑ йӗрке тӑрӑх туса тӑмалла пулнӑ.
1 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Надавпа Авиуд хӑйсен ашшӗнчен маларах вилнӗ, вӗсен ывӑл пулман, ҫавӑнпа та священник ӗҫӗсене Елеазарпа Ифамар ӗҫленӗ.
1 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Давид вара Израиль ҫӗрӗ ҫине аякран килнӗ ҫынсене пуҫтарма хушнӑ, вӑл вӗсен хушшинчен чул касакансене суйласа илнӗ те ҫавсене Турӑ Ҫурчӗ валли чул чутлама тӑратнӑ.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Гад вара Давид патне пынӑ та каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: суйласа ил: 12. е виҫӗ ҫул хушши выҫлӑх, е виҫӗ уйӑх сана тӑшманусем йӗрлесе ҫӳрӗҫ, сана вӗсен хӗҫӗ ҫитӗ; е виҫӗ кун хушши ҫӗр ҫинче Турӑ хӗҫӗ, мур чирӗ тата Израильре пур тӗлте те тӗп тӑвакан Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ҫӳрӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Давид вара Иоава тата халӑх хушшинчи пуҫлӑхсене ҫапла каланӑ: кайӑр та Израиль ҫыннисене Вирсавияран пуҫласа Дан таран шутласа тухӑр, унтан мана пӗлтерӗр, эпӗ вӗсен йышне пӗлсе тӑрам, тенӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сири ҫыннисем, Дамаскра пурӑнаканскерсем, Сува патшине Адраазара пулӑшма ҫитнӗ, анчах Давид вӗсен ҫирӗм икӗ пин ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давид пинпӳсемпе, ҫӗрпӳсемпе тата мӗнпур ҫулпуҫпа канашланӑ та 2. пӗтӗм Израиль халӑхне пуҫтарса ҫапла каланӑ: эсир килӗшсессӗн тата ҫакна тума Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн ирӗкӗ пулсассӑн, хамӑрӑн ытти тӑванӑмӑрсем патне ҫынсем ярар, пӗтӗм Израиль ҫӗрне ҫитчӗр, ҫавӑн пекех священниксемпе левитсем патне те, вӗсен хулисене, вӗсем пурӑнакан пур вырӑна та ҫынсем ярар — пурте пирӗн пата пуҫтарӑнччӑр; 3. вара Туррӑмӑр саккунӗн арчине хамӑр пата куҫарса килӗпӗр, ӗнтӗ Саул вӑхӑтӗнче эпир ӑна мансах пурӑнтӑмӑр, тенӗ.
1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.