Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакна илтсен пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ; анчах та лавпа юнашар ерипен утса пыракан упӑшкан капӑр тумланнӑ арӑмне капла саламлани питех мар пек туйӑнчӗ пулас; хӗрлӗ питҫӑмартийӗсем ҫулӑмланчӗҫ, путсӗр йӗкӗт пуҫӗ ҫине вара, ҫумӑр пек, ятарласах суйласа илнӗ ятламалли сӑмахсем тӑкӑнма пуҫларӗҫ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӑл, вӑрӑмскер, хӑйӗн таварӗсене тиенӗ лав хыҫҫӑн ерипен утса пынӑ май, чиперккисене ҫаплах-ха хӑйсен кӑмӑлне килмен утӑпа виткелесех пынӑ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Утӑпа чӗркенӗ чӳлмек куписем, хӑйсене тӑвӑр тата тӗттӗм пулнӑран-и тен, кичемлӗн, ҫав тери ерипен малалла шӑвӑннӑ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫеҫ пӗр-пӗр яриех курӑнакан сӑрпа илемлетсе пӗтернӗ чашӑк е макитра, лав ҫинче тӳпеленсе выртакан ҫатан хушшинчен мухтанчӑклӑн курӑнса, илемлӗ те ӗрешлӗ япалашӑн каҫсах каякансен ытараймасӑр пӑхакан куҫӗсене илӗртнӗ.
I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Сталин, Юргинӑн ҫӗр тӗслӗ сӑрӑрах ырхан янахӗпе хура сухал шӑтса тухнӑ сӑн-питне, чирлӗ пирки ҫуталса тӑракан куҫӗсене курсан, ҫак аманнӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ пысӑк хӑрушлӑхра пулнине ӑнланчӗ: унӑн куҫӗсем самантрах тӗксӗмленчӗҫ, вӑл вара кровать патӗнчи пукан ҫине ывӑнса ҫитнӗ чухнехи пек ларчӗ те, Юргин пуҫӗ айӗнчи минтере ерипен кӑна тӳрлеткелесе: — Йывӑр-и? — тесе ыйтрӗ.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Ерипен тул ҫутӑлать.
XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Бригадӑн тата виҫӗ танкӗ йӗркерен тухрӗ, ыттисем боеприпассене пӗтерсе, ерипен вӑрмана таврӑнчӗҫ.
VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Бензин та, шыв та кирлӗ мар, ӗҫӗ ерипен те йӗркеллӗн пулса пырать!Не нужны ни бензин, ни вода, работа идет медленно и организованно!
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗтӗм залра ерипен алӑ ҫупрӗҫ.
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Калаҫма юлташ тупма та ӗлкӗрнӗ», — шухӑшларӗ Сергей, вара, вӗсене кансӗрлес мар тесе, алӑкне ерипен хупрӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ку тӗлте вӑл ерипен кулса ячӗ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Григорий Татьяна патне сыхлануллӑн утса пычӗ, ӑна ерипен, пӳрнисемпе кӑна тӗкӗнсе илчӗ; унӑн ҫаврӑнса тӑрса калаҫас килнӗ пулсан та, вӑл ҫавӑрӑнмарӗ, нимӗн те каламарӗ; ҫав кӑмӑла ҫиеле тухма ирӗк парасшӑн мар пулнӑ пекех унӑн пӗтӗм кӗлетки, уйрӑмах хулпуҫҫисем ытла ҫилленӳллӗн чӗтресе илнипе Григорий каллех каялла чакрӗ.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫак вӑхӑтра Татьяна, ерипен юрласа, лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа пусма тӑрӑх анчӗ.В это время Татьяна напевая песенку радостно спускалась по лестнице.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл чышкине вӑйлӑн сулласа илчӗ, анчах ӑна кӑкӑр ҫумне ерипен те ҫемҫен илсе пычӗ.Он сильно размахнулся кулаком, но к груди приложил его тихонько и мягко.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӳпере пур еннелле те ҫинҫе-ҫинҫе ҫипсем ярӑна-ярӑна иртеҫҫӗ, вӗсем хӑйсен ҫулӗ ҫинче мӗне тӗл пулаҫҫӗ, пурин ҫумне те ҫыпҫӑнаҫҫӗ; унта, ҫул ҫывӑхӗнче, вӗсем ҫӳллӗ татарнике сырса илнӗ те вӑл парашютпа пӗркенӗ пек; унта, авӑ, эрешмен картисем утӑ капанне сырса илнӗ — инҫетрен пас тытнӑ пек курӑнать; унта, авӑ, ҫӗр ҫийӗнчех ула курак вӗҫсе иртрӗ, унӑн хӳри патнелле тӑсса хунӑ шупка-тӗксӗм урисем ҫинче шурӑ лентӑсем явӑнса пыраҫҫӗ; унта, авӑ, ҫӗрелле ерипен вӗҫсе анса, эрешмен карти лаша ҫилхисене, тачанка ларчӑкне, ҫитменнине тата Дорофей хӑлхи ҫумне те ҫыпҫӑннӑ…
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл пӳлӗмрен тухса, хӑй хыҫҫӑн алӑкне ерипен хупрӗ.
XXVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫемҫе курӑк хушшинче нумай сехет хушши ларнипе тата вӑрмантан килекен сулхӑна туйса, Евсей ӳт-пӗве чӗтретнинчен ерипен хӑтӑлчӗ, лӑпланчӗ.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Татьяна йӗнер пуссисем чанкӑртатнине, старик ерипен ахлатса, йӗнер ҫинчен аннине, чӗлпӗре урапа ҫумне ҫыхнине илтрӗ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл, пӗтӗм вӑйӗпе ӑнне ҫухатасран сыхланса, тӗреклӗ хулпуҫҫийӗсемпе йывӑҫ турачӗсене сирсе пырса, ерипен малалла утнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Разведчиксем, ӳсӗр ҫынсем пек тайкаланса, ерипен малалла утнӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫак вӑхӑтра сарай ҫийӗнчи хӑйпӑтса кӑларнӑ хӑма шӑтӑкӗ патӗнче хурал тӑракан Бражников ерипен кӑшкӑрса янӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.