Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сирӗн (тĕпĕ: эсир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Прокуратура сотрудникӗсен умне уйрӑм требованисем лартаҫҫӗ, вӗт тунӑ преступленисемшӗн наказани парасран пӑрӑнса юлма май паман принцип тухӑҫлӑн пурнӑҫланасси ытларах чухне сирӗн професси ӑсталӑхӗнчен тата компентентлӑхӑртан килет.

К сотрудникам прокуратуры предъявляются особые требования, ведь от вашего профессионализма и компетентности, честности и порядочности во многом зависит эффективность реализации принципа неотвратимости наказания за совершенные преступления.

Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1556241

Сирӗн ӗҫри пысӑк ӑсталӑхӑр тата служба тивӗҫне чунтан парӑнса тӑни Чӑваш Енре пурӑнакансене яланах ырлӑх кӳрсе тӑччӑр, власть органӗсем, общество институчӗсем прокуратурӑпа тухӑҫлӑн хутшӑнса ӗҫлени вара тӗрӗслӗхпе саккунлӑх тата право йӗркин принципӗсене шанчӑклӑн хӳтӗлеc ӗҫӗн никӗсӗ пулса тӑтӑр.

Пусть ваш высокий профессионализм и верность служебному долгу всегда служат на благо жителей Чувашии, а эффективное взаимодействие органов власти, общественных институтов с прокуратурой будет залогом надежной защиты принципов справедливости, законности и правопорядка.

Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=3173826

Сире тата сирӗн ҫемьӗрсене ырлӑх-сывлӑх, телей!

Здоровья, счастья, благополучия вам и вашим семьям!

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1341505

Пирӗн хальхи обществӑра сирӗн ӑстӑнӑрпа туса хатӗрленӗ ӗҫсемпе мӗн пур ҫӗртех анлӑн усӑ кураҫҫӗ.

В нашем современном обществе нет такой сферы, где бы ни использовались разработки вашего интеллектуального труда.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1341505

Сирӗн талантӑрпа пултаруллӑ ӗҫӗр ӳлӗм те малалла аталанма пулӑшакан паха пуянлӑх пуласса шанса тӑратӑп.

Уверен, ваш талант и созидательный труд и в дальнейшем будут важнейшим ресурсом для поступательного движения вперед.

Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3196749

- Пӗлетпӗр, хӑш-пӗр вӗчӗрхенӳллисемшӗн сирӗн ӳсӗм картлашки ҫӳлелле хӑвӑрт куҫакан эскалатор е лифт пекех туйӑннӑ...

Помоги переводом

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Сирӗн ку енӗпе мӗнлерех?

У вас по этому поводу как обстоят дела?

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

- Сирӗн кӗрхи культурӑсем те самай пысӑк лаптӑк йышӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Культура ҫурчӗн ертӳҫи Юлия Федорова хӑй те тӗрлесе (каҫхине ҫутатакан фосфор ҫипсемпе те усӑ курать) ҫамрӑксен тематикипе ҫыхӑннӑ еплерех картинӑсем тунине курасчӗ сирӗн.

Помоги переводом

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Юратнӑ аннем мӗн тери хӗпӗртенине курасчӗ сирӗн!

Помоги переводом

Асанне пек пуласчӗ // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

«Ҫунса каяс килет-и сирӗн?» — ҫынсене ҫапла хӑратса ҫӳренӗ вӑл», — каласа кӑтартрӗ Владимир Катырев.

Помоги переводом

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Сирӗнпе тата та ҫывӑхлантӑмӑр, канма килӗр пирӗн пата, халӗ Крым сирӗн», – ҫулла канма килмешкӗн йыхравлать ҫемьене Симферопольте пурӑнакан иккӗмӗш сыпӑкри пичче Андрей.

Помоги переводом

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

– Чылай ачана пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратма лекнӗ сирӗн.

Помоги переводом

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

– Аҫӑр-аннӗр сирӗн шухӑш-кӑмӑлӑра мӗнле йышӑнчӗ?

Помоги переводом

Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

- Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, сирӗн чун киленӗҫӗ сахал мар.

— На сколько я знаю, у вас немало душевной услады.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

«Сирӗн пыл сӗре тутлӑ!» — теҫҫӗ хуларан килнӗ ҫынсем те.

Помоги переводом

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

— Вулакана сирӗн ҫемйӗр пирки каласа хӑварни те кӑсӑклӑ пулӗ.

Помоги переводом

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Йӑнӑш утӑм тунӑ граждансене саккуна пӑхӑнса пурӑнмалли пурнӑҫа тавӑрасси ытларах чухне сирӗн тӑрӑшулӑхӑртан, чӗрӗр ӑшшинчен, пысӑк хӑюлӑхӑртан тата ҫирӗп кӑмӑлӑртан килет.

Во многом от ваших стараний, от теплоты вашего сердца, личной смелости и стальной воли зависит возвращение к законопослушной жизни оступившихся граждан.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/12/Pozdra ... jeva_s_Dn/

Сирӗн ӗҫ пур чӑвашшӑн та усӑллӑ пулӗ.

Ваша работа будет полезной для каждого чуваша.

Чӑваш чӗлхин икӗ чӗлхеллӗ корпусӗ хута кайнӑ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11776.html

Пӗлетпӗр, туятпӑр, ӑнланатпӑр: нихӑҫан та ҫӑмӑл пулман сирӗн пурнӑҫӑр, утас ҫулӑр тумхах-чӑрмавсӑр иртмен, анчах эсир нихӑҫан та парӑнман, пуҫа усман.

Помоги переводом

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней