Поиск
Шырав ĕçĕ:
19. Ангел ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ — Турӑ умӗнче тӑракан Гавриил, мана санпа калаҫма, сана ҫак ырӑ хыпара пӗлтерме янӑ; 20. ман сӑмахсене — вӑхӑчӗ ҫитсен вырӑна килес сӑмахсене — ӗненменшӗн акӑ эсӗ ҫав ӗҫ пулас кунччен чӗнейми, калаҫайми пулса пурӑнӑн, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Захария Ангела каланӑ: эпӗ ҫакна мӗнрен ӑнласа илӗп-ши? эпӗ ӗнтӗ ватӑ, арӑмӑм та ватӑлса ҫитнӗ, тенӗ.18. И сказал Захария Ангелу: по чему я узнаю это? ибо я стар, и жена моя в летах преклонных.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ангел ӑна каланӑ: ан хӑра, Захария: санӑн кӗллӳне илтнӗ, санӑн арӑму Елисавета сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Иоанн ятлӑ хурӑн; 14. санӑн савӑнса хӗпӗртемелле пулӗ; вӑл ҫуралнӑшӑн нумайӑшӗ савӑнӗ: 15. вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче аслӑ пулӗ; эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ, амӑшӗ варӗнчех Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланӗ; 16. Израиль ывӑлӗсене нумайӑшне хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫавӑрӗ; 17. вӑл Унӑн умӗн Илия хастарлӑхӗпе, хӑвачӗпе килӗ те халӑха Ҫӳлхуҫа умне тӑратма хатӗрлемешкӗн ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ, ӳкӗте кӗменнисене тӳрӗ ҫынсемпе пӗр шухӑшлӑ тӑвӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӗненнисем ҫак хӑватсене тӑвӗҫ: Ман ятӑмпа усалсене хӑваласа кӑларӗҫ, халиччен пӗлмен чӗлхепе калаҫӗҫ; 18. ҫӗленсене аллипе тытӗҫ; вӗлерекенни ӗҫсессӗн те, вӗсене сиен пулмӗ; чирлисем ҫине аллисене хурсан, вӗсем сывалӗҫ, тенӗ.
Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эсир кайӑр та Унӑн вӗренекенӗсене тата Петра ҫапла калӑр: Вӑл Галилейӑра сирӗнтен те маларах пулӗ; Хӑй каланӑ пек, эсир Ӑна ҫавӑнта курӑр тесе калӑр, тенӗ.
Мк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Иисус вилнӗ ӗнтӗ тенине илтсен, Пилат тӗлӗннӗ; вара ҫӗрпӗве чӗнсе илсе ыйтнӑ унран: вилни нумай пулать-и? тенӗ.44. Пилат удивился, что Он уже умер, и, призвав сотника, спросил его, давно ли умер?
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Иисуса хирӗҫех тӑракан ҫӗрпӳ Иисус ҫапла кӑшкӑрса янине, Унӑн сывлӑшӗ тухнине курсассӑн каланӑ: Ку Ҫын чӑнах та Турӑ Ывӑлӗ пулнӑ-мӗн, тенӗ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Пӗри тата чупса кайнӑ та, сӗрхе сӑхтарнӑ губкӑна патак вӗҫне тирсе, Иисуса ӗҫме парса каланӑ: чимӗр-ха, пӑхса тӑрар, Илия Ӑна антарма килмӗ-и, тенӗ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Унта тӑракансем хӑшӗ-пӗри ҫавна илтсессӗн: акӑ Илияна чӗнет, тенӗ.35. Некоторые из стоявших тут, услышав, говорили: вот, Илию зовет.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Тӑххӑрмӗш сехетре Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: Элои?! Элои?! ламма? савахфани?? тенӗ; ку вӑл: «эй Турӑҫӑм! Турӑҫӑм! мӗншӗн Эсӗ Мана пӑрахрӑн?» тени пулать.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Христос, Израиль Патши, халӗ хӗрес ҫинчен антӑр ӗнтӗ, эпир курар, вара ӗненӗпӗр Ӑна, тенӗ.32. Христос, Царь Израилев, пусть сойдет теперь с креста, чтобы мы видели, и уверуем.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Хӑвна Ху ҫӑл, хӗрес ҫинчен ан, тенӗ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Пилат вӗсене: мӗн усалли тунӑ-ха Вӑл? тенӗ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Пилат вӗсенчен тата тепӗр хут ыйтнӑ: апла хӑвӑр Иудея Патши теекеннине эсир мӗн тума хушатӑр мана? тенӗ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл вӗсене хуравласа каланӑ: сире Иудея Патшине кӑларса парам-и? тенӗ: 10. вӑл ӗнтӗ аслӑ священниксем Иисуса кураймасӑр тытса панине пӗлнӗ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пилат Унран татах ыйтнӑ: Эсӗ нимӗн те каламастӑн-и? куратӑн-и, Сана хирӗҫ мӗн чухлӗ айӑплав кӑтартаҫҫӗ? тенӗ.4. Пилат же опять спросил Его: Ты ничего не отвечаешь? видишь, как много против Тебя обвинений.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ӑна хуравласа каланӑ: эсӗ калатӑн, тенӗ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Пилат Унран ыйтнӑ: Эсӗ Иудея Патши-и? тенӗ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Петр вара хӑйне Иисус мӗн каланине, «автан икӗ хут авӑтиччен эсӗ Манран виҫӗ хутчен тунӑн» тенӗ сӑмаха, аса илнӗ те йӗрсе янӑ.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
71. Вӑл вара ҫине тӑрсах тупа тӑва пуҫланӑ: эсир калакан Ҫынна эпӗ палламастӑп, тенӗ.71. Он же начал клясться и божиться: не знаю Человека Сего, о Котором говорите.
Мк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.