Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хушшинчен (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йывӑҫсем хушшинчен арман ҫуначӗ пек урапана курсан, вӑл тӳрех, ҫулсӑрах утрӗ, помидор, сухан, купӑста, ҫамрӑк хӑяр шӑршисене туйса пычӗ.

Заметив между деревьями черный круг, он пошел к нему напрямик, уже ощущая свежий запах помидоров, лука, капусты, молодых огурцов…

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Савӑнӑҫлӑ куҫӗсемпе йӑлтӑртатакан груша ҫулҫисем ҫине, йывӑҫ турачӗсем хушшинчен курӑнакан кӑвакрах пӗлӗт татӑкӗ ҫине тахҫанччен пӑхса выртрӗ вӑл.

И долго смотрел на блестевшие листья груши, на голубой лоскуток неба в просвете листвы.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергее курсанах, васкаса сӗтел хушшинчен тухса, алӑ пачӗ вӑл.

Увидев Сергея, он торопливо вышел из-за стола и протянул руку.

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫулҫӑсем хушшинчен уйӑх ҫути сӑрхӑнса тухрӗ, ывӑлӗн ҫамкипе куҫӗсем ҫине ӳкрӗ.

Сквозь листья пробился свет луны и осветил его лоб и глаза.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Анфиса пуҫне ҫавӑрчӗ пулмалла», — тесе шухӑшларӗ вӑл, сӗтел хушшинчен тухса.

«Наверно, Анфиса его к себе приворожила», — подумал Сергей, вылезая из-за стола.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Машина площадь урлӑ каҫса пӗр тӑкӑрлӑка чӑмса кӗрсе кайсан, Сергей йывӑҫсем хушшинчен кивӗ, ҫумӑрсем шӳтерсе ислетнӗ хӑмӑш пӳрт ҫийне, ун тупинче пӗр анра ҫарӑк ӳснине асӑрхарӗ; тата хӑнасене кӗтсе яриех уҫнӑ ҫатан хапха, ҫӑра туратлӑ икӗ йӑмра, Сергей ача чухнех лартнӑскерсем, курӑнса кайрӗҫ; йӑмра турачӗсем ҫинчен ачасем груша пек ӳке-ӳке, станица урамӗсене шӑнкӑрав пек сассисемпе янӑратса, машинӑна хирӗҫ чупрӗҫ…

Только уже вблизи, когда машина пронеслась по площади и завернула в переулок, в просвете деревьев Сергей заметил старенькую, изъеденную дождями камышовую крышу, а на гребне ее желтый стебелек сурепки; и гостеприимно раскрытые ворота, сплетенные из хвороста; и две ветвистые белолистки, посаженные еще в ту пору, когда он был ребенком; с их ветвей, как груши, посыпались мальчуганы и побежали навстречу, оглушая станицу звонким криком…

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Пирӗн патшамӑр, — малалла калаҫать Хлопуша, — ҫавӑнпа аслӑ та, вӑл хӑй халӑх хушшинчен тухнӑ, халӑхшӑн тӑрать.

— Царь наш батюшка, — продолжал Хлопуша, — тем и велик, что он сам из народа и что для народа он первый заступник.

Портрет // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Ахаль халӑх хушшинчен патша пулма пултарать-и вара?»

— Да разве может так, чтобы царь — и вдруг из простого народа?»

«Ух!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Вӑл, йӗнер йӑрани ҫине тӑрса, хӗҫпе каснӑ пек турӗ те сыхланса пыракан венгереца улталарӗ, хӑй ҫав хушӑрах тепӗр май ҫаврӑнса, ӑна хул калакки хушшинчен хӗҫ вӗҫӗпе яшлаттарчӗ, унтан тата тепӗр хутчен мӑйӗнчен туртса касрӗ.

Привстав на стременах, он обманул бдительность венгерца ложным взмахом и, изменив направление удара, пырнул концом шашки, второй удар нанес в шею, где кончается позвоночный столб.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Астахов, чӗп-чӗр юн юхтарса, тӑшмансем хушшинчен сиктерсе тухрӗ.

Астахов прорвал кольцо и выскочил, истекая кровью.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫулатӑп та, — ответлерӗ поляк, кӑшласа пӗтернӗ мундштук вӗҫне чӗлхипе хыпашлакаласа тата пӗр пӳрнине пиҫиххи хушшинчен кӑларса.

— Косю, — ответил поляк, заплетая языком за обгрызенный мундштук, и выпростал один палец из-за пояса.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӗтел хушшинчен тухсан, чӗлӗм туртма алӑк патнелле утнӑ чух, асӑрхамасла перӗннӗ пек пулса, вӑл ик-виҫ хутчен сӑпкана сулласа илчӗ, унтан сухалне сӑпка чатӑрӗ айне чиксе: — Казак-и? — тесе ыйтрӗ.

Встав из-за стола и отправляясь к двери курить, будто невзначай раза два качнул люльку; просунув под положок бороду, осведомился: — Казак?

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, татах ише-ише, аллипе чӗнсенчен тытать, анчах тевӗшсем пӳрне хушшинчен шӑвӑнса тухаҫҫӗ; тата тепре ҫулса тытрӗ те вӑл — ӑнсӑртран урипеле ҫӗре шӑйӑрттарса илчӗ.

Григорий заплывал, хватал, но поводья выскальзывали из пальцев; как-то схватил — и внезапно черкнул ногами землю.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Следователь, казак дворянӗсем хушшинчен тухнӑ ҫамрӑк чиновник, портфелӗнче чакаланса, ыйтма тытӑнчӗ:

Следователь, молодой, из казачьих дворян чиновник, роясь в портфеле, спросил:

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Куҫӗсем Петро ҫине ҫитсе тӑрӑнсан тин вӑл ухмаха ернӗ пек кулма чарӑнчӗ: Петро кӗрлесе хумханса тӑракан ушкӑн хушшинчен енчен енне сулланкаласа тухрӗ те, юн сурса пӑрахса, урапа айне тӑсӑлса выртрӗ.

Оборвала сумасшедший смех, наткнувшись глазами на Петра: качаясь, выбрался он из колыхавшейся, гудевшей гущи и лег под возом, харкая кровью.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сӗтел хушшинчен тухнӑ чухне тахӑшӗ Григорий енне пӗшкӗнчӗ те унӑн атӑ кунчийӗ ӑшне пӗр ывӑҫ вир кӗрпи ячӗ.

Когда выходили из-за стола, кто-то нагнулся над Григорием, всыпал за голенище сапога горсть пшена.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шухӑшларӗ: «Халӗ эсӗ питех те мӑнкӑмӑллӑн, тӗм хушшинчен хур ами пӑхнӑ пекех, пӑхатӑн, хӗрне качча пама тӑрсассӑн, акӑ епле пӑхӑн — ун чухне эпӗ курӑп-ха… ун чух, акӑ, аванах пӗтерӗнкелӗн!»

Подумал: «Глядишь зараз дюже гордо, как гусыня из кошелки, а вот придется дочек выдавать замуж — тогда я по-гля-жу-у… небось тогда запрядаешь!»

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр пек тӗссӗр хӗрсен ушкӑнӗ хушшинчен хӗрри питех те сарлака шлепке тӑхӑннӑ патша майри хӑйпе хӑй кӑмӑлланса пӑхать.

Из круга бесцветно одинаковых дочерей самодовольно глядела императрица в широкополой шляпе.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан сӗтел хушшинчен тухрӗ, сӑхсӑхса илчӗ.

Степан вылез из-за стола, перекрестился.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӗнтӗрле каркаланнӑ пӗркеленчӗк йӗрсем хушшинчен ҫутӑ куҫсем пӑхаҫҫӗ.

Светлыми, в кружеве морщин, глазами глядит.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней