Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ку каҫ карчӑк хытӑ ҫывӑрса кайнӑ та, ҫурҫӗрти автансем авӑтнине илтсен, ыйхӑ тӗлӗшпе шурӑмпуҫ автанӗсем авӑтаҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ.Старуха сквозь сон услышала крик полуночных петухов и приняла их за зоревых.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кайма пуҫтарӑннӑ чух Ҫемен хӑй шухӑшӗсене Анфисӑна каласа пачӗ, Анфиса та ҫаплах шухӑшланӑ иккен…
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл пурнӑҫа тӗрӗс ӑнланакан ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа пурне те тӗплӗн шухӑшланӑ.Он был здравомыслящим человеком, поэтому все тщательно обдумывал.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шӑршӑ персе тӑракан помидор йӑранӗ ҫине пӗшкӗнсен, Ҫемен хӑвӑртрах каҫ пуласса кӗтсе, Анфисӑпа пӗрле киле таврӑнасси ҫинчен, шыв хӗрринчи вӑрман ҫине уйӑх тухасси ҫинчен шухӑшланӑ…
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Параськӑпа Евсей хӑйсен патне хваттере кӗнӗ ҫынпа савӑнса ҫеҫ ҫӳренӗ, Ҫеменӗ вара текех пысӑк ӗҫ ҫинчен шухӑшланӑ, ун пысӑк ӗҫе тытӑнса нумайччен пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлес килнӗ…
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Каччипе пӗрле пулмасан, ӑҫта пулмалла вӑл ҫак таранччен?» — шухӑшланӑ Тимофей Ильич, ку шухӑш ӑна кӳрентернӗ.
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тимофей Ильич та, Ниловна та кун пирки нимех те шухӑшлама пултарайман; «Параськӑпа Евсей ҫула май кӗрсе тухас терӗҫ пуль», — тесе шухӑшланӑ вӗсем.
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ӑна вуланӑ чухне аванах туятӑн — фронтри ҫынсем тылри ҫынсем епле пурӑнни, епле ӗҫлени ҫинчен шухӑшланӑ…
XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл Ставрополе каймалли ҫинчен шухӑшланӑ май Рубцов-Емницкие вӑрҫса илчӗ.Он думал о поездке в Ставрополь и мысленно ругал Рубцова-Емницкого.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Савӑнӑҫлӑ шӑв-шав пуҫланса кайрӗ, пурте пӗр харӑс Саввӑна саламланӑ хушӑрах, кашниех хӗвелпе пиҫнӗ, Ылтӑн Ҫӑлтӑрлӑ палламан ҫамрӑк ҫын ҫине пӑхса илсе, хӑйӗн ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: ҫав ӑслӑ та пысӑк япала ҫинчен Саввӑна ҫак герой каламан-ши, тенӗ, ҫак герой пуҫласа яман-ши ку ӗҫе?
XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫемен ҫакна ӑнланса илчӗ, вӑл ҫӗрле, Анфиса питӗнчен чуптуса кайнӑ хыҫҫӑн, шухӑшланӑ шухӑшӗсене каласа пама, хӑйӗн чунне уҫса пама хатӗрленнӗччӗ кӑна…
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Йывӑрланнӑ хура пӗлӗтсем пӗтӗм хире ҫавӑрса илчӗҫ, типсе кайнӑ вӗри ҫӗр ҫине епле майлӑрах выртӑпӑр-ши тесе шухӑшланӑ пек, питӗ аяла анса, хуллен шурӗҫ.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кун каҫа виҫӗ колхозра та пулса курма шухӑшланӑ Сергей.Сергей стоял и раздумывал: за день решил побывать во всех трех колхозах.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ниловна хӑйӗн сӑпай чунӗпе ҫавна шухӑшланӑ: вӑрҫӑ пӗтнӗ, халӗ ӗнтӗ савӑнса кӑна пурӑнмалла; киле ҫамрӑк кин кӗртесчӗ, Сергейӗн трактор бригадин бригадирӗ пуласчӗ, сухаласчӗ те акасчӗ Кубань шывӗ ҫывӑхӗнче, унта шывра темӗн чухлӗ пула кӗшӗлтетет, шурӑмпуҫ килнӗ чух ҫӑтӑл-ҫӑтӑл пулла тетелпе сӗрсе кӑларма мӗнле аван…
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ывӑлӗ герой пулнӑшӑн, кӑкӑрӗ ҫинче медальсемпе орденсем пулнӑшӑн та савӑнать вӑл (ҫапла пулмалла та ӗнтӗ, тесе шухӑшланӑ телейлӗ амӑшӗ!).
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Гришатка пуҫне пӗшкӗртнӗ, Рейнсдорп каллех лӗпкерен чӗлӗмӗпе шаккать пулӗ тесе шухӑшланӑ вӑл.Гришатка нагнул, думал, что Рейнсдорп снова трубку начнет выбивать о темя.
Вавилӑпа ыттисем // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Ывӑлӗ тухӗ тесе шухӑшланӑ вӑл хӑй ӑшӗнче, ҫав самантра кинӗ патне пыма ӗмӗтленнӗ.Он-то думал, дескать, сын выйдет, а он тем часом к снохе прилабунится.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫулла хӗвел тухса хӗвел аничченех пӳрт умӗнчи тӑпрас ҫинче ларнӑ, туйипе ҫӗре чӗркеленӗ, пуҫне чиксе уҫӑмсӑр сӑнлӑхсем, шухӑш татӑкӗсем, манӑҫлӑх тӗттӗмлӗхӗ витӗр тӗксӗммӗн кӑна ҫуталса килекен асаилӳсем ҫинчен шухӑшланӑ…
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
«Ҫапла ҫав, Левко, пӗр сӑмах ҫеҫ каламалла сан, вара пурте эс шухӑшланӑ пек пулать.— Да тебе только стоит, Левко, слово сказать — и все будет по-твоему.
I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫак кунсенче Сталин пирӗн ҫарсен пулас контрнаступленийӗ ҫинчен нумай шухӑшланӑ.В эти дни Сталин много думал о предстоящем контрнаступлении наших войск.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.