Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

урисем (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл бархат мар, вӑл помидор ани; акӑ эсир хӗвел ҫутинче йӑлтӑртатса выртакан цинкран тунӑ ҫулҫӑсем куратӑр, вӗсем тӗл-тӗл кӑвакарнӑ, кӗл сапнӑ пек, анчах вӑл цинк та мар, кӗл те мар, вӑл купӑста йӑранӗсем; акӑ тата шупка кӗрен пустав куратӑр эсир — пустав та мар вӑл, хӗрлӗ кӑшман ани анчах… йӑрансем хушшинче шыв юхса выртать — ансӑр шыв юххисем пур пахчасене те тӗрлесе пӗтернӗ; унта та кунта, хурал пек, пысӑк, ҫӑмламас тӑлӑп тӑхӑннӑ юмансем тӑраҫҫӗ; ав унта пӗчӗк пӳрт курӑнать, лере хӳшӗ е чалӑш урисем ҫинче лупас ларать.

Это вовсе не бархат, а густая помидорная ботва; вот блестящие на солнце цинковые листы, местами серые, точно посыпанные золой, а ведь это и не цинк и не зола, а капустные гряды; вот бледно-розовое полотно — нет, это не полотно, а свекольная ботва на грядке; между грядами течет вода — узкие ручейки исчертили все поле; то там, то сям, как стража, стоят кряжистые дубы в кудлатых папахах; чернеет домишко, балаган, а дальше — навес на кривых ногах…

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл, йывӑҫ тӗмӗсене умӗнчен сире-сире, Сергей патнелле асӑрханса утса пычӗ, урисем сывлӑм шывӗпе йӗпенчӗҫ.

Она шла к Сергею, осторожно обходя кусты, и босые ее ноги были мокрые от росы.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хӑй кӗҫӗн лейтенант погонӗсене ҫакнӑ, ҫӗнӗ гимнастерка тӑхӑннӑ та чӗн пиҫиххипе туртса ҫыхнӑ, кӑкӑрӗ урлӑ, «Ылттӑн Ҫӑлтӑр» медальпе виҫӗ ӗрет орден хӑйӑвӗсем ҫумӗнчен, портупея анать; ансӑр пӗҫӗллӗ ҫӗнӗ бриджи тӑхӑннӑ, тусанланса пӗтнӗ атӑ: кунчисене ура пакӑлчи таранах антарнӑ, ҫавӑнпа та унӑн урисем кавалерист урисем пек кӑшт кукӑр курӑнаҫҫӗ.

На нем была гимнастерка с погонами младшего лейтенанта, подпоясанная ремнем с портупеей; на груди — медаль «Золотая Звезда» и три полоски орденских ленточек; новенькие бриджи, запыленные сапоги со сдвинутыми до щиколоток мягкими голенищами придавали его высокой фигуре стройный вид.

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ылтӑнӑм, аллисем, урисем!..

— Головушка моя, рученьки, ноженьки!..

«Кунта вӗсем, кунта» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Мӑйӗсене малалла тӑснӑ, ҫилхисем ҫилпе выляҫҫӗ, урисем юра чак-чак кӑна тутараҫҫӗ.

Шеи вперед, гривы по ветру, ногами по снежному месиву цок-перецок.

Ҫуна // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

(Унӑн урисем шыҫса кайнӑ, ҫавӑнпа вӑл, вӗсене аран хускатса, кустӑрмач ҫинчи пек ҫеҫ шӑвӑнкаласа ҫӳрет).

(У нее пухли ноги, ходила она, редко их переставляя, ровно на колесиках катилась).

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урисем чӗркуҫҫи таран канавра, хӑй месерле выртать.

Ноги по колено в канаве, сам лежит на спине.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем ӑна чӗрӗлле тытасшӑн пулчӗҫ, анчах вӑл лашине кайри урисем ҫине чӗввӗн тӑратрӗ те, пӗтӗм кӗлеткипе авкаланса, аллинчи хӗҫне ҫапса ӳкеричченех вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫрӗ.

Его хотели взять живьем, но он, подняв на дыбы коня, вихляясь всем телом, отбивался шашкой до тех пор, пока ее не выбили.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нимӗҫ учӗсен урисем кӑптӑртатса пыни — пӑр ҫунӑ евӗр чӗрене пыра-пыра тӑрӑнать.

Градом по сердцу — топот немецких коней.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урисем кӑвакарчӑнӑнни пек хӗрлӗ-ҫке, — тесе кулса ячӗ Крючков.

— У ней ноги красные, как у гулюшки, — засмеялся Крючков.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пулемет казаксен пуҫӗ ҫийӗн, татти-сыпписӗр сапаласа, пульӑсем шӑхӑртать; пульӑсем малти тата утсен урисем айӗнчи тусана мамӑк татӑкӗ пек таткаласа ҫӗклентереҫҫӗ.

Пулемет без передышки стлал над головами казаков веером разбегающийся визг пуль; они рвали впереди и под ногами лошадей ватные хлопья пыли.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лашасен урисем чӗркуҫҫи таранах хура-хӑмӑр пылчӑк ӑшне путаҫҫӗ, ҫӳлтен, кӗпер ҫинчен, казаксем ҫине хытӑ турпассем шурӑ тӗк евӗр тӑкӑнаҫҫӗ.

Буро-черная грязь выше колен забирала ноги лошадей, сверху с моста сыпались на казаков белые перья сосновых щепок.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн сасси йӗнер чӗриклетнипе тата ут урисем кӑптӑртаттарнипе хутшӑнса, Григорин нимӗн шухӑшсӑр тӗлӗрӳне салатса ямасӑрах мӑкӑртатать.

Голос его мешался с хрустом седла, копытным стуком, не нарушая обволакивающей бездумной дремы Григория.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий сӑрӑ чӑмакка евӗр Франьӑна икӗ казак аллисем ҫине йӑтса ҫӗкленине курчӗ (хӗрӗн урисем, юбка айӗнчен шӗвӗр кӗтеслӗн мӑкӑрӑлса тухса, нимӗн хускалмасӑр ҫакӑнса тӑраҫҫӗ).

Григорий видел, как двое подняли серый сверток — Франю (у нее, выпирая под юбкой острыми углами, неподвижно висели ноги).

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсен сивӗпе ҫутӑлса тӑракан кӗрхи ҫулҫӑ евӗр ҫутӑ-хӗрлӗ урисем шывра кӗренленсе пыраҫҫӗ.

Лапы их розовели в воде, оранжево-красные, похожие на зажженные морозом осенние листья.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Урисем ҫӳллӗ, пакӑлчакӗсем тӗрӗс, кӑкӑрӗнчен пӑхма та селӗм.

Высокий на ногах, бабки правильные, и в грудях хорош.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл лашисенчен те ытларах чӗтрет, ҫак самантра хӑйӗн урисем кӑкӑр ӗмекен ача урисем пекех тӗрексӗррине туять.

Он дрожал больше, чем лошади, чувствовал, что на ногах он так же слаб сейчас, как грудной ребенок.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пирвайхи тӑкӑрлӑкалла пӑрӑнчӗҫ Григорийӗн ӳсӗр урисем.

В первый переулок направил Григорий пьяные свои шаги.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ апла та капла: «Тархасшӑн ӳкӗте кӗрӗр, тетӗп, урисем унӑн парне илес тиханни пек, анчах утасса автан юрттипе утать вӑл… утти автанӑн пек унӑн», тетӗп.

Я так, я сяк: «Войдите, говорю, в положение, что у него ноги, как у призового жеребца, но ходит он петушиной рысью… проходка у него петушиная».

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пӗтӗмпех пӑрахӑҫларӗҫ, — урисем пӑсӑлнӑ, теҫҫӗ.

— Как есть, вчистую, — порченый, говорят, на ноги.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней