Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Асра сăмах пирĕн базăра пур.
Асра (тĕпĕ: асра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та эсӗ ӳлӗм асра тыт: вӑрланӑ япалапа тутӑ пулаймӑн, вӑл апат пыра ларать.

Но ты запомни на всю жизнь: «Ворованным сыт и богат не будешь».

Ҫӑмарта ӑшалани // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 25,27,29 с.

Хӑй начар ӗҫленипе вӑл хӑйӗн ҫемйине вӗлермелли приговор ҫине алӑ пуснине кашни ҫын асра тытса тӑтӑр.

Пусть каждый запомнит: если работает плохо, то этим он подписывает смертный приговор всей своей семье.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫак икӗ хура тӗс шутра, вӗсене асра тыт.

Эти два чёрные пятнышка в счёт, держи их у себя в уме.

Иккӗшӗ шурӑ, виҫҫӗмӗш — юр пек // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 41–44 с.

— Ҫакна асра тыт, механик.

— Вот-вот, запомни, механик.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Катьӑн витӗр пӑхакан кӑвак куҫӗ, пурҫӑн пек ҫӳҫӗ, ҫӳхе тути, тулли пичӗ, пӑртак сарлакарах сӑмси асра тӑрса юлнӑ… вӑя вӗсене пурне те пӗрле пуҫтарса пӑхасшӑн пулчӗ, анчах урӑх нимӗн те аса илеймерӗ.

Память сохранила Катины искрящиеся глаза, шелковистые волосы, сочные губы, выпуклость скул, несколько широковатой нос… но когда он пытался соединить все это вместе, ничего не получалось.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Эппин, атьӑр-ха, вӗсен ӑс-хакӑл халалне яланах асра тытса пурӑнар.

Так давайте оставаться верными их духовному завету.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Уҫӑлӑх, таса чунлӑх, уҫҫӑнлӑх — акӑ пирӗн тӗп принципсем, Чӑваш Енре патшалӑхпа муниципалитет влаҫӗ гражданла обществӑпа хутшӑнса ӗҫленӗ чухне вӗсене яланах асра тытать.

Открытость, честность, публичность — вот главные принципы, на которых всегда будет строиться взаимодействие государственной и муниципальной власти с гражданским обществом в Чувашии.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Ачасем, Хӗл Мучирен парне ыйтнӑ чух ҫакна асра тытӑр: мучин кӑмӑлне кура ытлашши ан хапсӑнӑр — ӗмӗтсӗрленни никама та илем кӳмест.

Ребята, просить дорогой подарок, пусть даже у Деда Мороза, некрасиво — жадность не красит человека.

Хӗл Мучи парни // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 52,56 с.

Хальхи пек йывӑр кунсенче ҫакна ялан асра тытмалла.

Особенно в наши тяжелые дни.

XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Такси хуларан тухсан, ун пуҫне асра юлман тӗлӗк татӑкӗ пек, тӑн килсе кӗчӗ: Таня таврӑннӑ та чӳрече ҫӗмрӗккине асӑрханӑ…

Когда такси выехало за город, к нему, как обрывок незапомнившегося сна, пришло: вернулась Таня и увидела разбитое окно.

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Темӗнле квершлага персе ӳкернӗ унта, бремсберг (янӑравлӑран юлчӗ ку сӑмах ман асра) тӑрӑх «ӑмӑрткайӑк янинчен» каҫса кайсах кулчӗҫ, хӑраса ӳкнӗ плитовойсем мультяжкӑллӑ (пӗр-пӗр шӗвек пулас) вагонеткӑсем ҫинех хӑпарса кайнӑ.

Какой-то там квершлаг сбили, и все искренне смеялись над тем, как по бремсбергу (запомнил звучное слово) «орла пустили», а перепуганные плитовые залезли в вагонетки с мультяжкой (очевидно, жидкость такая).

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Пит-куҫӗ Егорычӑн пӗрре курсах нумайлӑха асра юлмаллискер.

Лицо у Егорыча было одним из тех, что запоминаются с первого взгляда, сразу и надолго.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Асра юлнӑ шавлӑ пуху хыҫҫӑн Аниҫҫе Черемшанкӑра вӗсем ҫине пурте урӑхларах пӑхнине асӑрхама пуҫларӗ.

После памятного бурного собрания Анисья стала примечать, что все в Черемшанке будто по-другому начали смотреть на них.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӳртри япаласем тахҫантанпах асра юлнӑ, анчах тӗлӗнмелле — вӗсем пурте; мачча пӗрени ҫине ҫапса хунӑ тимӗр ункӑ та (ун ҫинче тахҫан Корней ачасене сиктерсе ҫывӑрттарнӑ сӑпка ҫакӑнса тӑнӑ), алӑк патӗнчи пӗрене ҫине ӗмӗрлӗхех ҫапса хунӑ тутӑхнӑ ҫекӗл те (ӑна тахҫанах, Корнейӑн хӑйӗн лаша пулнӑ чухнех ҫапнӑ, ҫекӗлӗ ҫине хӗлле лаша таврашӗ ҫакнӑ) мачча ҫинчи тусан витӗр курӑнакан краҫҫын лампи ҫунса хуратнӑ ҫаврашка та; кӗтесри тахҫан сенкер сӑрӑпа сӑрланӑ, халӗ сӑрӗ сӗвӗнсе пӗте пуҫланӑ ҫӳлӗк те (юлашки ҫулсенче ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, турӑшсене илсе, унта хӑйсен кӗнекисемпе тетрачӗсене хунӑ) — ҫаксем пур-те куҫа ҫӗнӗлле курӑнаҫҫӗ.

Было удивительно, что все открывалось будто заново, хотя хранилось в памяти давным-давно, — и ввинченное в потолочную балку железное кольцо, на котором когда-то висела детская люлька, баюкавшая его ребятишек, и ржавый крюк, навечно вбитый в стену около порога еще в ту далекую пору, когда у Корнея была своя лошадь и на крюк зимой вешали сбрую, и проступивший даже сквозь пыль на потолке обгорелый кружок от керосиновой лампы, и облезлая, когда-то крашенная голубой краской полка в углу, куда в последние годы, сняв иконы, сыновья и дочери складывали свои учебники и тетради…

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Акӑ тата мӗн ҫитмест! — хуравларӗ Лиза, юриех ку шухӑш асра та пулман пек туса.

— Вот еще чего не хватало! — с вызывающей беспечностью ответила Лиза.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑт ҫакна асра тыт эсӗ унта, ӑнлантӑн-и?

Вот в таком разрезе и действуй там, понял?

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Асра юлнӑ ҫав кунран пуҫласа вӑл, сӑмах панӑ пек, Лузгина урӑх нихҫан та пӗр сӑмахпа та тӗкӗнмен.

С этого памятного дня он словно дал зарок — ни единым словом никогда не задевать Лузгина.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӑван кӗтесри ҫуркунне майӗпен манӑҫса, асра шупкалса пынӑ, Константин ҫӗнӗ пурнӑҫпа пурӑнма пуҫланӑ.

Постепенно весна в родных краях началя забываться, блекнуть и памяти, и новая жизнь заслонила ее…

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пирӗн Лузгина та вӑхӑтра асӑрхаттармалла, картран ан тухса кайтӑр вӑл, Мрыхин пултараймасть пулсан, юрӑхла парторг тупмалла, анчах чи малтан пире, кунта пӑхса тӑма мар, ертсе пыма лартнине асра тытмалла.

Мы обязаны вовремя предупредить и таких, как Лузгин, чтобы он не забывался, и найти подходящего парторга, если Мрыхин не справляется, но, главное, помнить, что нас сюда поставили не наблюдателями, а руководителями.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫав асра юлнӑ кун хыҫҫӑн Иннокентий Ксение качча тухма пӗрре ҫеҫ мар ыйтнӑ, анчах вӑл унашкал пысӑк утӑм тума темӗншӗн нимӗнле те пултарайман, ниепле пысӑк сӑлтав пулман пулин те, Ксени васкаман, хӑйӗнне хӑй темскер ҫаратасран хӑранӑ пек, темскер кӗтнӗ…

После памятной прогулки Иннокентий не раз делал ей предложение, но она почему-то никак не могла решиться на такой серьезный шаг, и, хотя не было к тому никакой веской причины, Ксения медлила, чего-то ждала, точно боялась в чем-то обокрасть себя…

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней