Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Ҫак ӗҫе вара Асаил ывӑлӗ Ионафан, Феокана ывӑлӗ Езекия хӑйсем ҫине илнӗ, Месуллам, Левис, Савватей вӗсене пулӑшса пынӑ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Анчах ушкӑнӑмӑр йышлӑ, вӑхӑчӗ те хӗллехи вӑхӑт, эпир уҫӑ ҫӗрте тӑма пултараймастпӑр, ӗҫӗ вара пӗр-ик кун хушшинчех тумалли ӗҫ мар, мӗншӗн тесессӗн эпир ку ӗҫре ытла та ҫылӑха кӗрсе пӗтрӗмӗр; 12. ҫавӑнпа та ушкӑн пуҫлӑхӗсене лартса тухмалла, вара пирӗн ялсенче пурӑнакансем, ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем, палӑртса хунӑ вӑхӑтра ҫакӑнта 13. ҫав ялсен аслӑ ҫыннисемпе, тӳрисемпе килччӗр — ӗнтӗ ҫак ӗҫе пула хыпса илнӗ Турӑ ҫилли пирӗнтен сирӗлинччӗ, тенӗ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эппин, аттемӗрсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине аслӑласа, ҫылӑхӑрсемшӗн ӳкӗнӗр, 9. Унӑн ирӗкне тӑвӑр, ют халӑхсенчен, ютран илнӗ арӑмӑрсенчен уйрӑлӑр! тенӗ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
89. Вара Иехония — Израиль йӑхӗнчен тухнӑ Иоиль ывӑлӗ — кӑшкӑрса ярса каланӑ: эй Ездра! эпир, ҫак вырӑнти ют халӑхсен хӗрӗсене качча илсе, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр; акӑ кунта халӗ пӗтӗм Израиль: 90. Ҫӳлхуҫа умӗнче тупа тӑвар: санӑн тата Турӑ саккунне пӑхӑнса тӑракансенӗн шухӑшӗпе пӗр килсе, эпир хамӑрӑн ют халӑхсенчен илнӗ арӑмсене пурне те ачисемпе пӗрле каялла ярӑпӑр.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Священниксен йышӗнче священник ӗҫне туса тӑракансем, анчах йӑх-кӑк кӗнекинче тупӑнманнисем пулнӑ: Овдий ывӑлӗсем, Аквос ывӑлӗсем, Иадду ывӑлӗсем; ҫав Иадду ӗнтӗ Верзеллий хӗрне Авгийӑна качча илнӗ те — ӑна Верзеллий тесе чӗнме пуҫланӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн — тухса каймашкӑн — йӑхсем тӑрӑх ӑру пуҫлӑхӗсене, вӗсенӗн арӑмӗсене, ывӑлӗсемпе хӗрӗсене, чурисене выльӑх-чӗрлӗхӗпе пӗрле суйласа илнӗ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Вара ҫырусене илнӗ те Вавилона кайнӑ, хӑйӗн пӗтӗм тӑванне пӗлтерсе тухнӑ.61. И, взяв письма, отправился и пришел в Вавилон и объявил всем братьям своим.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Кир Вавилонран уйӑрса илнӗ пур савӑта та панӑ; Кир мӗн тума хушнине вӑл та тума хушнӑ: ҫав савӑтсене Иерусалима ярса пама каланӑ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Вара яш ача патшана каланӑ: хӑвӑн патшалӑхна йышӑннӑ кунхине панӑ сӑмахна — Иерусалим хулине ҫӗнӗрен туса лартма, 44. Иерусалимран илсе кайнӑ савӑтсене каялла тавӑрма пулнине — асна илсемччӗ, тата Кир мӗнле сӑмах панине те асна илсемччӗ: вӑл Вавилона тустарса тухнӑ хыҫҫӑн ҫав суйласа илнӗ савӑтсене ҫавӑнтах ӑсатма пулнӑччӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫакӑн хыҫҫӑн патшапа аслӑ улпутсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илнӗ, яш ачи вара чӑнлӑх ҫинчен кала пуҫланӑ.33. Тогда царь и вельможи взглянули друг на друга, а он начал говорить об истине.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗр-пӗрне хирӗҫ тапӑнса тухма каласассӑн та, ҫавна тӑваҫҫӗ вӗсем; вӗсене тӑшмансене хирӗҫ ярать пулсассӑн, вӗсем каяҫҫӗ, тусене, хӳмесене, пашнесене аркатаҫҫӗ, 5. вӗлереҫҫӗ, хӑйсем те вилеҫҫӗ, анчах патша сӑмахӗнчен иртмеҫҫӗ; ҫӗнтерес пулсассӑн, туртса илнӗ тупӑша та, ыттине те пӗтӗмпех патшана килсе параҫҫӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӗнсе илнӗ, лешӗсем вӗсем патне кӗнӗ.
2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Персипе Мидин пур аслӑ улпутне, пысӑк ирӗклӗ пуҫлӑхсемпе ҫарпуҫсене, ҫӗрсен пуҫлӑхӗсемпе канашҫӑсене чӗнсе илнӗ, 15. ӗнтӗ канаш тумалли пӳлӗме ларнӑ та мӗн ҫырнине вӗсем умӗнче вуласа панӑ.
2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Артаксеркс патшаран илнӗ ҫырӑва вуласа тухсассӑн, Рафимпа Самеллий ҫыруҫӑ тата вӗсемпе пӗр шухӑшлисем утлӑ ҫарпа, халӑх ҫарӗпе васкасах Иерусалима тухса кайнӑ та 31. хула тӑвакансене чарса лартнӑ.
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна Турӑ юратнӑ, Турӑ ӑна пӗтӗм Израиль патшине лартнӑ, анчах ют ҫӗртен илнӗ арӑмӗсем ӑна та ҫылӑха кӗртнӗ.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Тата ҫав кунсенче эпӗ Азот, Аммон, Моав хӗрӗсене качча илнӗ иудейсене куртӑм: 24. ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсен ҫур ачи-пӑчи азотла е урӑх халӑх чӗлхипе калаҫать, иудейла калаҫма пӗлмест.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Левитсем вуннӑмӗш пая илнӗ чухне вӗсен ҫумӗнче священник, Аарон ывӑлӗ, пулӗ: левитсем хӑйсен вуннӑмӗш пайӗнчен вуннӑмӗш пайне Турӑ Ҫуртне, пурлӑх управӑшӗсем валли уйӑрнӑ пӳлӗмсене, кайса хуччӑр, 39. мӗншӗн тесессӗн ҫав пӳлӗмсене Израиль ывӑлӗсен те, левитсен те парнелӗх ҫӑкӑр, эрех, ҫу кӳрсе тӑмалла.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Тата эпир ҫулсерен ҫӗрӗмӗртен илнӗ малтанхи ҫимӗҫе, тӗрлӗ йывӑҫсен малтанхи ҫимӗҫне Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кӳме пултӑмӑр; 36. саккунра ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, Ҫӳлхуҫамӑр Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракан священниксем патне тата хамӑрӑн малтанхи ывӑлӑмӑрсене, тата шултӑра, вак выльӑхсен малтанхи пӑрушӗсемпе путекӗсене илсе килме пултӑмӑр.
Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ывӑлӗсем килнӗ те ҫӗре хӑйсен аллине илнӗ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эсӗ вӗсене патшалӑхсемпе халӑхсем панӑ, инҫетри ҫӗрсене вӗсен чикки тунӑ, Ог ҫӗрне — Васан патшийӗн ҫӗрне — туртса илнӗ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.