Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сулса (тĕпĕ: сул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Астумаллах… — Анфиса Марковна вара, хӗр чухне хӑй юратнӑ юрра юрланӑ хушӑра чи ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрса яма хатӗрленнӗ чухнехи пек, сасартӑк пуҫне сулса илчӗ.

— Должны бы… — Анфиса Марковна вдруг встряхнула головой, будто собираясь, как в молодости, взять на высокой ноте любимую песню.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Пирӗн инженер-электрик Виктор Игнатьевич ун пек тума сӗнмест, — Кондратьев чӗнмесӗр тӑракан Виктор еннелле пуҫне сулса илчӗ, — эпӗ унпа пӗтӗмпех килӗшетӗп.

— Наш инженер-электрик Виктор Игнатьевич не советует, — Кондратьев кивнул на молчавшего Виктора, — и я с ним вполне согласен.

III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ку тӗлте Федор Лукич, хӗҫпе каснӑ пек, аллине сулса илчӗ те хӑйӗн шакла пуҫӗ ҫине шыв яма пуҫларӗ.

Федор Лукич на этом месте махнул рукой словно мечом разрезал и начал поливать воду на свою бритую голову.

XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Юрӗ-ҫке ӗнтӗ, — Сергей кӳренсе аллине сулса илчӗ.

— Ладно, уж, — обидевшись Сергей махнул рукой.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫапла, — Хворостянкин уссине пӗтӗрме чарӑнчӗ те аллине хыттӑн сулса илчӗ.

Так, — Хворостянкин оставил ус и сделал рукой сильный жест.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ой-ой-ой! — хӑраса та тӗлӗнсе илчӗ Умрихин, хӑй мӗн каланине Андрей ҫапах та илтет пулӗ-ха тесе, вӑл аллине сулса тепӗр хут кӑшкӑрса ячӗ:

— Ой-е-е-е-о! — ужаснулся Умрихин и, думая, что Андрей все же расслышит его, закричал, размахивая рукой:

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл Петя Уралец патнелле пӗшкӗнчӗ те, сулахай аллипе айӑккалла сулса илсе, ӑна хӑлхинчен хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ:

Он нагнулся к Пете Уральцу, махнул левой рукой и крикнул ему на ухо:

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Жигалова ҫӗклесе кайсан, салтаксем пӗр хушӑ вырӑнтан хускалмасӑр тӑчӗҫ, Осип Чернышев вара, пуҫне сулса илсе, сӑмах хушрӗ:

Когда Жигалова унесли, все солдаты с минуту еще стояли на месте, и Осип Чернышев, покачав головой, сказал:

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Ларӑрах, ларӑр! — аллипе сулса илчӗ те Юргин, хӳшше кӗмесӗрех ыйтрӗ:

— Сидите, сидите! — помахал рукой Юргин и, не входя в шалаш, спросил:

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Андрей Нургалее пуҫӗпе сулса кӑтартрӗ.

Андрей кивнул Нургалею:

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ярцев куҫӗсене кӑшт хупрӗ, пуҫне сулса илчӗ.

Ярцев прикрыл глаза, покачал головой.

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Э, вӗрентсе пыр! — автомачӗпе сулса илчӗ Умрихин.

— Э, учи! — отмахнулся автоматом Умрихин.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл Митман еннелле ҫара турачӗсемпе сулса илчӗ.

Она замахала на Митмана голыми ветками.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тӗппипех ҫунса кайнӑ кил вырӑнне сиксе тухсан, вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ те, аллипе сулса, сӑмахӗсене ҫилтен хӳтӗлесе, татах тепӗр хут кӑшкӑрчӗ:

Выскочив на пепелище, он обернулся и, махая рукой, еще раз закричал, защищая слова от ветра:

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл аманнисемпе чирлисем еннелле пуҫне сулса кӑтартрӗ.

Он кивнул на раненых и больных.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Пурӗпӗрех! — Ерофей Кузьмич ҫӗлӗкӗпе сулса илчӗ.

— Все одно! — Ерофей Кузьмич махнул шапкой.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл аллипе каялла сулса кӑтартрӗ, — ак ҫак этем йӑхӗн чуниллисене пӗр пӗрчӗ те ан лектӗр тесе ҫунтарса ятӑм!

Сжег, чтобы ни одного зерна не досталось, — он махнул рукой назад, — этим душегубам рода человеческого!

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ерофей Кузьмич еннелле аллипе сулса кӑтартрӗ:

Махнул рукой на Ерофея Кузьмича:

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Илтместӗн-им, пӗтӗм ялӗпе йытӑсем урса кайнӑ? — чӳрече еннелле пуҫне сулса кӑтартрӗ Ерофей Кузьмич.

Ерофей Кузьмич кивнул на окно: — Иль не слышишь, как по всей деревне собаки взбесились?

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл пылчӑк ҫинче выртакан пуртӑ еннелле пуҫне сулса кӑтартрӗ:

Он кивнул на топор, валявшийся в грязи:

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней