Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ыйтма (тĕпĕ: ыйт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
3. Иосафат хӑраса ӳкнӗ те мӗн тумаллине Ҫӳлхуҫаран ыйтма шутланӑ, вара пӗтӗм Иудея ҫӗрӗнче тип тытмалли ҫинчен пӗлтернӗ.

3. И убоялся Иосафат, и обратил лице свое взыскать Господа, и объявил пост по всей Иудее.

2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Иудея патшине, хӑвӑра Ҫӳлхуҫаран ыйтма янӑскерне, калӑр: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри эсӗ илтнӗ сӑмахсем пирки ҫапла калать: 19. Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинчен, унта пурӑнакансем ҫинчен каланӑ Манӑн сӑмахӑмсене, «вӗсене сехметпе ылхан ҫитӗ» тенине, илтнӗ хыҫҫӑн санӑн чӗрӳ ҫемҫелчӗ, эсӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашлантӑн та ҫири тумтирне туртса ҫуртӑн, Ман умӑмра йӗрсе ӳкӗнтӗн, ҫавӑнпа Эпӗ сана илтрӗм, тет Ҫӳлхуҫа.

18. А царю Иудейскому, пославшему вас вопросить Господа, скажите: так говорит Господь Бог Израилев, о словах, которые ты слышал: 19. так как смягчилось сердце твое, и ты смирился пред Господом, услышав то, что Я изрек на место сие и на жителей его, что они будут предметом ужаса и проклятия, и ты разодрал одежды свои, и плакал предо Мною, то и Я услышал тебя, говорит Господь.

4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Азаил хӑйпе пӗрле парне илнӗ, Дамаскра мӗн лайӑххи пур ҫавна — хӗрӗх тӗве ҫӗклеме пултарнӑ таран — илнӗ, вара Турӑ ҫыннине хирӗҫ кайнӑ, каланӑ ӑна: Венадад ывӑлу, Сири патши, санран ыйтма ячӗ: «ку чиртен сывалайӑп-ши эпӗ?» тет, тенӗ.

9. И пошел Азаил навстречу ему, и взял дар в руку свою и всего лучшего в Дамаске, сколько могут нести сорок верблюдов, и пришел и стал пред лице его, и сказал: сын твой Венадад, царь Сирийский, послал меня к тебе спросить: «выздоровею ли я от сей болезни?»

4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Гиезий патшана Елисей вилнӗ ачана епле чӗртни ҫинчен каласа панӑ хушӑра ҫав хӗрарӑм, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ачан амӑшӗ, хӑйӗн ҫурчӗпе ҫӗрӗ пирки патшаран ыйтма пуҫланӑ.

5. И между тем как он рассказывал царю, что тот воскресил умершего, женщина, которой сына воскресил он, просила царя о доме своем и о поле своем.

4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Ҫичӗ ҫултан ҫав хӗрарӑм Филисти ҫӗрӗнчен таврӑннӑ, хӑйӗн ҫурчӗпе ҫӗрӗ пирки ыйтма патша патне пынӑ.

3. По прошествии семи лет возвратилась эта женщина из земли Филистимской и пришла просить царя о доме своем и о поле своем.

4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Лешӗ каланӑ: ырӑ кӑмӑлпах; хуҫамӑм мана акӑ мӗн ыйтма ячӗ: «ман патӑма Ефрем тӑвӗ ҫинчен пророксен ывӑлӗсем иккӗн килчӗҫ; вӗсем валли пӗр талант кӗмӗл, улӑштарса тӑхӑнмалӑх икӗ тумтир парсамччӗ» терӗ, тенӗ.

22. Он отвечал: с миром; господин мой послал меня сказать: «вот, теперь пришли ко мне с горы Ефремовой два молодых человека из сынов пророческих; дай им талант серебра и две перемены одежд».

4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Вара Иосафат каланӑ: кунта Ҫӳлхуҫа пророкӗ ҫук-ши, ун урлӑ Ҫӳлхуҫаран ыйтма пулмӗ-ши? тенӗ.

11. И сказал Иосафат: нет ли здесь пророка Господня, чтобы нам вопросить Господа чрез него?

4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мӗншӗн эсӗ веельзевултан, Аккарон турринчен, ыйтма яратӑн? Ҫавӑншӑн выртакан вырӑну ҫинчен тӑраймӑн эсӗ, вилӗн» тет, тенӗ.

что ты посылаешь вопрошать Веельзевула, божество Аккаронское? За то с постели, на которую ты лег, не сойдешь с нее, но умрешь.

4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мӗншӗн эсир веельзевултан, Аккарон турринчен, ыйтма каятӑр?

что вы идете вопрошать Веельзевула, божество Аккаронское?

4 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Тӑван килӗнчен тухса кайнӑ чухне Ахса, Гофониил ӑс панипе, ашшӗнчен хӑй валли хир ыйтма шутланӑ та ашакӗ ҫинчен аннӑ.

14. Когда надлежало ей идти, Гофониил научил ее просить у отца ее поле, и она сошла с осла.

Тӳре 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Ашшӗ килӗнчен тухса кайнӑ чухне ӑна ашшӗнчен хир ыйтма канаш панӑ, вара вӑл ашак ҫинчен аннӑ.

18. Когда надлежало ей идти, ее научили просить у отца ее поле, и она сошла с осла.

Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Моисей хӑйӗн хуньӑшне каланӑ: халӑх ман патӑма Турӑ сутне ыйтма килет; 16. вӗсен мӗнле те пулин ӗҫ сиксе тухсассӑн, вӗсем ман патӑма килеҫҫӗ, эпӗ вара пӗринпе тепӗри хушшинчи тавӑҫа татса паратӑп тата [вӗсене] Турӑ йӗркисене, Унӑн саккунӗсене пӗлтеретӗп, тенӗ.

15. И сказал Моисей тестю своему: народ приходит ко мне просить суда у Бога; 16. когда случается у них какое дело, они приходят ко мне, и я сужу между тем и другим и объявляю [им] уставы Божии и законы Его.

Тух 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара Ҫӳлхуҫаран ыйтма кайнӑ.

И пошла вопросить Господа.

Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Пациентсем пирӗн пата пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ.

Помоги переводом

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Оля ҫурта суд урлӑ пайлама шухӑшланӑ. Икӗ хутлӑ пӳрте ҫурмалла пайлама йышӑнчӗҫ, эпӗ ӑна хамӑн ҫӗр ҫинче, уйӑхӗ-уйӑхӗпе Ҫурҫӗрте тар тӑкса пухнӑ укҫапа ҫӗклесе лартнине шута хумарӗҫ. Малтанах Оля 300 пин тенкӗ, пӳрт хакӗн ҫуррине, шыраса илесшӗнччӗ. Хапсӑннипе тем чухлӗ те ыйтма пулать-ха, анчах пирӗн пек аякри ялсенче ҫуртсем йӳнӗ. Экспертиза 140 пин тенкӗрен ытла илейменнине палӑртсан та Оля ҫырлахмарӗ, Шупашкартан урӑх специалистсене чӗнсе килчӗ. Вӗсем 92 пин тенкӗ ҫеҫ шутласа пачӗҫ. Ку укҫана тыттарӑттӑм та — илесшӗн мар. «Эпӗ хамӑн пая ывӑла ҫырса паратӑп», — тесе ҫӳрет-ха, анчах пуҫӗнче унӑн урӑх шухӑш.

Помоги переводом

Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Психологран пулӑшу ыйтма тивнӗ.

Пришлось обратиться к психологу.

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Пушшех те, ача пӗчӗккӗ чухне ыйтма кӑна пултарать, ҫынна шалтан пӗтӗмпех тултаракан кӑмӑл-туйӑм парнелеймест вӑл, савӑнӑҫ кӳни ҫителӗксӗр.

Более того, малыш может только спрашивать, он еще не может нести все полноту человеческих чувств, одной радости маловато.

Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней