Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

урисем (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урисем, пружина пек талпӑнса ӑна сӑрт тайлӑмнелле ывтӑнтарчӗҫ.

Ноги, пружинисто отталкиваясь, несли его к спуску…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗҫӗсене йӗннисенчен кӑларса тытнӑ казаксен аллисем хӗрелсе хуралнӑ, куҫӗсем сивӗпе шывланнӑ, урисем кӳтсе хытӑрканӑ…

У казаков чернели, сходились с пару сжимавшие эфесы обнаженных палашей руки, от холода слезились глаза, коченели ноги…

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Урисем ҫинҫе, вӑйлӑ, пакӑлчак шӑммисенче ним кӑлтӑк ҫук, чӗрнисем юханшыври ҫӗпре-амӑш чулӗ пек яка.

Ноги тонкие, сильные, бабки безупречны, копыта обточены, как речной голыш.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах Солдатов ҫаплах ятлаҫса кӑшкӑрашрӗ те, Мишкӑн хӗрӳлӗхӗ сӳнчӗ, урисем ҫеҫ, лӗнчӗрех кайса, чӗтреме пуҫларӗҫ, ҫурӑмӗ енне тата хул айӗсене пӑтӑр-пӑтӑр тар тапса тухрӗ.

Но Солдатов продолжал выкрикивать ругательства, и Мишка потух, лишь ноги хлипко задрожали, да пот проступил на спине и под мышками.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Атарщикӑн урапа тукунӗ пек авӑнчӑк урисем Мишкӑна хаваслантарса ячӗҫ.

Колесом изогнутые ноги атарщика развеселили Мишку.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка унӑн мӑкӑрӑлчӑк ҫурӑмӗпе кукӑр урисем ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Мишка глядел на его нераспрямленную спину и резко выгнутые ноги.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗр аллӑ ҫухрӑм утса ывӑннӑ урисем итлеми пулнӑ.

Натруженные за полтораста верст ходьбы ноги отказывались служить.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хытах чупайман пулин те, урисем ҫинче ҫирӗп тӑнӑ.

Держится на ногах крепко, хотя и бегает пока тихо.

Коньки // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Урисем ҫеҫ сарӑла-сарӑла кайнӑ.

Только ноги у него разъезжаются.

Коньки // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Хӑмпӑланнипе тата ывӑннипе урисем сураҫҫӗ.

Гудят от волдырей и усталости ноги.

Куҫни // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Александровӑнне йӗмне антарчӗҫ, ҫара кутлӑскерне сак ҫине тӑсса вырттарчӗҫ, пӗр казакӗ урисем ҫине улӑхса ларчӗ (аллисене сак айӗнчен ҫыхса хучӗҫ), иккӗшӗ, пӗрер ывӑҫ ҫӳҫе хулли тытса, сакӑн икӗ енне тӑчӗҫ.

С Александрова спустили штаны, разложили голоштанного на лавке, один казак сел на ноги (руки связали под лавкой), двое с пучками таловых хворостин стали по бокам.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пилӗк минута яхӑн Мишка ни вилӗ, ни чӗрӗ утса пычӗ, хӑлхинче темскер янласа йӳҫрӗ, урисем типӗ ҫӗртех явӑнса чӑлханчӗҫ.

Минут пять шел Мишка, не чуя тела, звон колыхался в ушах, на сухом вязли ноги.

XXXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелковӑн пысӑк та йывӑр кӗлетки, чалӑшса илсе, аялалла туртӑнса анчӗ, урисем ҫӗре ҫитсе перӗнчӗҫ.

Все большое грузное тело Подтелкова, вихнувшись, рванулось вниз, и ноги достали земли.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӑна ура ҫине туртса тӑратрӗҫ, анчах вӑл тепӗр хут ҫӗре тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ: вӗри тутисемпе казаксен аттисене, — хӑйне питӗнчен тапакан атӑсене чуп туса, казаксен урисем хушшинче хырӑмпа шурӗ, антӑхса кайса, хӑрушшӑн хӑркӑлтатрӗ:

Его подняли на ноги, но он упал опять; ползал в ногах казаков, прижимаясь спекшимися губами к их сапогам, к сапогам, которые били его по лицу, хрипел задушенно и страшно:

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан вӑл ҫывӑхри салтакӑн винтовкине ярса илчӗ те, урисем хӑрушла чӗтренине туйса, пӳлӗнчӗклӗн хашӑлтатса, кӑшкӑрас, чӗнес, каялла тавӑрас тесе асапланнипе сӑнран хуралса, Анна хыҫҫӑн чупса кайрӗ.

Выхватил винтовку у ближнего солдата, — чувствуя в ногах страшную дрожь, побежал за Анной, задыхаясь, чернея от великого и бессильного напряжения кричать, звать, вернуть.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан вӑл сасартӑк утне хӑрах еннелле туртса пӑрчӗ те, лаши, кайри урисем ҫинче кукленсе, каялла пӗтӗрӗнсе ҫаврӑнчӗ.

Он с такой силой крутнул коня, что тот присел на задние ноги.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр тӑсланкӑ салтакӗ, ҫӳҫӗ ут ҫилхи пек ҫамки ҫинелле усӑнса аннӑскер, хӗҫне урисем хушшинче ҫапкалантарса, сурӑх карти еннелле утса кайрӗ.

Один — верзила со свалявшимся, как лошадиная грива, чубом, цепляясь за шашку ногами, пошел на овечий баз.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Кур, Анна, утатӑп, — хӑй тӗллӗн хӑвӑрт утса кайма тӑчӗ вӑл: анчах урисем кӗлетке йывӑрӑшне чӑтма пултараймарӗҫ, урай ури айӗнче йӑтӑнса аннӑ пек пулчӗ.

— Смотри, Анна, иду! — пытался пройтись независимо и быстро, но ноги не выдерживали тяжести тела, рвался из-под ступней пол.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Типӗ турат пек хытса кайнӑ урисем ун лӗнчӗрех кайрӗҫ: халӗ вӑл пачах ҫӗнӗрен утма вӗренчӗ.

Высохшие в былку ноги подламывались; он заново учился ходить.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗтӗм вӑйран вӑл кайри урисем ҫинче тӗрев тупма пикенчӗ; анчах малтисем вӗҫерӗнсе кайса шыва путма пуҫласанах, пӑр кайри урисем айӗнче те катӑлса тухрӗ.

Изо всей силы она упиралась задними ногами, но передние уже провалились — были в воде, под переступавшими задними ломалось крошево льда.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней