Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эпӗ акӑ мӗншӗн хам имение хаклӑ ыйтас ҫук тесе асӑнтӑм, — терӗ Санин малалла, — эсир халӗ ют ҫӗршывра пурӑнатӑр, ҫавӑнпа сирӗн ахаль выртакан укҫа нумай пуль тесе шутламастӑп эпӗ, тата, юлашкинчен, кун пек чухне имение сутни е илни аванах та мар тетӗп, ҫавна та асра тытас пулать ман.
XXXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Ҫавӑн пек асра тытать вӗсене Таня ялан.
III // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Ҫакна асра тытса, ирӗкре каллӗ-маллӗ шухӑшласа пӑхмалла-ха.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ кашни кун тенӗ пекех шкула ҫӳретӗп, сӑмахсене ҫыпӑҫтарма, кӑштах вулама, ҫырма вӗрентӗм, хутламалли таблицӑна ултӑ хут ҫиччӗ вӑтӑр пиллӗк пулать тени таран асра тытатӑп, малаллине вӗренме ҫӗр ҫул тӑрмашсан та хал ҫитерессӗн туйӑнмасть.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Романист сюжета ӑста калӑплама, кӑткӑс та хумхантаракан лару-тӑрӑва ҫутатма, вулакан чунне хускатакан тӗлпулусемпе хутшӑнусем тата асра юлакан сӑнарсем тума пӗлнине те манса хӑварманччӗ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑйӗн произведенийӗсенче писатель ҫӗршывӑмӑр чапӗпе тӗрекӗшӗн ӗҫпе те кӗрешӳпе мала тухнӑ коммунистсемпе комсомолецсен асра юлакан йышлӑ сӑнарӗсене ҫырса кӑтартрӗ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫамрӑк чух юханшыв ҫинче ӗҫленине асра тытса, писатель «Элнет» драмӑра мул хуҫисем сулӑ юхтаракансен ҫичӗ хут тирне сӳсе пурӑннине, юрлӑ ҫынсен ӗмӗртен килекен асапне ҫырса кӑтартнӑ, «хура халӑх» хушшинче социаллӑ килӗшӳлӗх нихӑҫан та пулманнине, чухӑнсем пусмӑрҫӑсене мӗн авалтан курайманнине палӑртнӑ.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хама мӗн пулассине эпӗ пӗлместӗп, анчах Д. вилнӗ хыҫҫӑн та ӑна, унӑн ӗҫне асра тытӑп.Я не знаю, что со мною будет, но я и после смерти Д. останусь верна его памяти, делу всей его жизни.
XXXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ҫакна асра тытма ыйтатӑп: законсем пӑрахӑҫа тухман!
XXX // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Инсаров хӑрушлӑхра пулнине илтнӗ Шубин курма пычӗ; Инсаровӑн ҫӗршывӗнчи ҫынсем — болгарсем килчӗҫ; вӗсенчен иккӗшне Берсенев палласа илчӗ, вӗсем, никам кӗтмен ҫӗртен дачӑна пырса кайса, ӑна тӗлӗнтерсе хӑварнӑччӗ; пурте вӗсем чӗререн пулӑшасшӑн пулчӗҫ, хӑшпӗрисем, Берсеневпа ылмашса, чирлӗ ҫын патӗнче ларма хатӗррине пӗлтерчӗҫ; анчах Берсенев, Еленӑна панӑ сӑмаха асра тытса, вӗсемпе килӗшмерӗ.
XXVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Апат хыҫҫӑн ман пата Шубин пычӗ те; акӑ ҫак тата лешӗ (вӑл сан ятна калама пултараймасть) — иккӗшӗ те практикӑлла ҫынсем, анчах пӑхӑр-ха, мӗнле уйрӑмлӑх; лере чӑн-чӑн чӗрӗ пурнӑҫ идеалӗ, кунта — тума тивӗҫлӗ ӗҫе асра тытни те мар, ӗҫри тӳрӗлӗх, тухӑҫсӑр ӗҫченлӗх», терӗ.
XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Асту, кӑвакарчӑнӑм; хуйхӑ пулнӑ, хуйхӑ пӗтрӗ — асра та ҫук, турӑ каҫартӑр!Помни же, голубка: была печаль, сплыла печаль, и помину ей нет, Господи, помилуй!
XVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Нимле талант та ҫук, поэзи ҫук, питӗ нумай ӗҫлеме пултарать, асра тытасси пысӑк, ӑсӗ тӗрлӗ енӗпе аталанман, чылаях та мар, анчах тӑнлӑ та ҫивӗч; типчак та вӑй, тата хамӑр хушӑра каласан, сӑмах-юмах унӑн кичем Болгарийӗ ҫинчен хускалса, хӗрсе кайсан, калаҫма та пултарать.
XII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Акӑ тата Соколов, Соколов лейтенант, хӑйӗн чунӗнче тем пулса иртет пулин те, комбата асра тытса, ун патне ҫырусем ҫырать: дивизионра пурте ӑна юратнине, асрах тытнине пӗлтерет…
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӑл халь мана ялан асра тытӗ, чӗрӗ чух хӑй мана юратнине пӗлтерменшӗн ӳкӗнӗ.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пурпӗрех, пулсан та эс хӑраххӑн, Ҫуратан асра Тӑван Ҫӗре.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Анне ҫеҫ ялан юлать асра, Чунӑмра…
1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Хамӑр ҫынсене вӗсем, вырӑс сӑмахне илсе ҫитерсе, шанчӑк параҫҫӗ, вӑй кӗртеҫҫӗ, хӑйсене асра тытни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.Принесут им русское слово, надежду и веру в то, что их помнят.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Ӗмӗрлӗхех асра тыт хӗрӗх пӗрремӗш ҫулхи октябрӗн вунулттӑмӗшне.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Паянхи куна асра тыт.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.