Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ вӗсем ҫинчен мӗнле шутлатӑп, — вӗсем шӑпах ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ те, — ҫӗнӗ ӑрури йӗркеллӗ ҫынсем пекех, вӗсенчен ытла мар.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Илемлӗхӗн пӗрремӗш ыйтӑвӗ акӑ мӗнре пулать: япаласене ӳкерсе пама пӗлесси, вӗсем вулакан умне хӑйсем чӑннипе мӗнле, ҫавӑн пек тухса тӑччӑр.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов уншӑн кирлӗ пулман: Рахметов Вера Павловнӑпа Лопухов ҫинчен калакан шухӑшсенче, государьӑм, манӑн санран пытарса тӑмалли нимӗн те ҫук, Лопухов хӑй те хӑй ҫинчен ҫавӑн пекех шутланӑ, кӑшт вӑхӑт иртсен Вера Павловна та хӑйпе Лопухов ҫинчен ҫавӑн пекех шухӑшланӑ пулӗччӗ.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера ӑна тав туса ирттерсе янӑ-яманах курнӑ пулӗччӗ; ҫапла вара, тенӗ Лопухов, Вера Павловна патне Рахметова ярса эпӗ пӗртте сиен курмастӑп, Рахметов мана ятлать ӗнтӗ унта, анчах мана часах Вера Павловна хӑй те ятла пуҫлать ӗнтӗ; пачах урӑхла, мана Вера Павловна ытларах хисеплеме пуҫлӗ: эпӗ Рахметов унпа мӗн ҫинчен калаҫассине малтанах пӗлнине, ҫавӑн пек калаҫма та хамах хушнине тата мӗншӗн хушнине те вӑл часах тавҫӑрса илӗ, вӑл акӑ ҫапла шухӑшласа илӗ: «епле ырӑ кӑмӑллӑ ҫын вӑл, эпӗ уншӑн малтанхи кунсенче хуйхӑрнисене пусарас тесе вӑл малтанах тӑрӑшнӑ; ӑна ятланӑшӑн эпӗ Рахметов ҫине ҫиллентӗм пулин те, Рахметов чӑн каланине эпӗ ун чухнех ӑнлантӑм вӗт; хам эпӗ ӑна тепӗр эрнесенчен тавҫӑрса илнӗ пулӑттӑм, анчах вӑл ун чухне маншӑн пит кирлех пулман пулӗччӗ, эпӗ унсӑрах лӑпланса ҫитнӗ пулӑттӑм; ҫав шухӑшсене мана пирвайхи кунах каласа панӑ пирки ман ӑшӑм пусӑрӑнчӗ, атту вӑл эрнипе те пусӑрӑнас ҫукчӗ.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑн ҫинчен вӑл пурин ҫинчен те шухӑшланӑ; йӗркеллӗ ҫынсене мӗн ятламалли пур, ҫавӑн ҫинчен вӗсем пӗтӗмпех хӑйсем шухӑшлаҫҫӗ, — ҫавӑнпа вӗсем, государьӑм, йӗркеллӗ ҫынсем те ӗнтӗ, — ҫакна пӗлмен-и вара эсӗ? йӗркеллӗ ҫынсем мӗн шухӑшланине пӗлес тӗлӗшпе эсӗ, государьӑм, чӑнах та питӗ пултарусӑр вара?
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл сире унчченхн пекех ҫавӑн ҫинчен систерме шутламан пирки эсир пӗрмаях: «эпӗ капла вӗлеретӗп ӑна», тесе шухӑшланӑ, ахаль пулсан, нимӗн те пулман пулӗччӗ, ҫапла сире вӑл нумай хуйхӑ кӑтартнӑ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир ҫав вӑхӑтрах виҫсӗр те, ҫулталӑк каялла пурӑннӑ пекех, питӗ лӑпкӑ пурӑнма пултарнӑ, е пурте пӗр хваттере куҫма, е урӑхла куҫса вырнаҫма, е мӗнле май килнӗ, ҫавӑн пек майлашса, нимӗн тулашмасӑр-тумасӑр пурӑнма, ӗлӗкхи пекех виҫҫӗн пӗрле чей ӗҫме, ӗлӗкхи пекех виҫҫӗн пӗрле оперӑна ҫӳреме пултарнӑ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Апла мар пуль ҫав, е калаҫасса калаҫнӑ пуль те, ҫав сӑмахсене илтнӗ пулин те, пӗр-пӗрне ӗненмен, ӗненессе вара акӑ мӗншӗн ӗненмен: ытти япаласем ҫинчен, тен, ҫак япала ҫинчен те, вӗҫӗмсӗрех урӑхла калаҫнине илтнӗ; ахаль пулсан, мӗнле ҫавӑн чухлӗ асапланнӑ-ха эсир?
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ ӑна сире мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ мухтама пултаратӑп.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл сире хӑвӑр мӗнле шухӑшлас тенӗ, ҫавӑн пек шухӑшлама чӑрмантарнӑ пулсан, — ҫак вӑл ытла та киревсӗр ӗҫ пулнӑ пулӗччӗ, ҫавна тума унӑн хӑй пачах урӑхла шухӑшланӑ пек курӑнмалла пулнӑ пулӗччӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑн пек вӑйлӑ туйӑмсем питӗ сайра тӗл пулаҫҫӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сирӗн ҫав тери вӑйлӑ туйӑм ҫуралнӑ, ҫавӑнпа вара эсир тем пек хирӗҫ тӑни те кӑлӑхах пулнӑ; анчах та вӑл туйӑм ҫавӑн пек вӑйлӑ пулни каллех ӑнсӑртран пулнӑ-ҫке-ха.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сире ҫавӑн ҫинчен систерни уншӑн усӑллӑ пулман пулӗччӗ, ун чухне эсир ун интересӗсемпе килӗшмен туйӑма хирӗҫ тӑрасси вӑйсӑрланнӑ пулӗччӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах, вӑл ним шухӑшламасӑрах тунӑ, анчах ҫавӑн пек ним шухӑш тытмасӑр тӑвакан ӗҫсенче палӑрать те ӗнтӗ ҫын сӑн-сӑпачӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та ӑна ҫавӑн пек асӑрхаманшӑн айӑп тумасан та пурпӗрех каҫарма ҫук.Но если не винить его за то, что он не замечал, это все-таки не извиняет его.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир иксӗр те лайӑх ҫынсем, анчах та, Вера Павловна, сирӗн характер пулса ҫитсен, ача чухнехи темӗнле паллӑ мар енӗсене ҫухатса, паллӑ енӗсене тупсан, — ҫавӑн чухне вара Дмитрий Сергеичпа эсир пӗр-пӗрне питех юраманни палӑрнӑ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сирӗн ҫав туйӑм пурпӗрех пулмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен эсир те, Дмитрий Сергеич та ҫавӑн пек ҫынсем: ун пек мар-тӑк, вӑл пурпӗрех урӑхла палӑрнӑ пулӗччӗ; кунта тӗп туйӑм эсир тепӗр ҫынна юратса пӑрахни мар вӗт, ку вӑл кайран пулнӑ; тӗп туйӑм — сире хӑвӑрӑн унчченхи пурнӑҫ килӗшми пулни.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ эсир, Вера Павловна, эпӗ савӑнӑҫлӑ пулнине куртӑр, ман яланах ҫавӑн пек пулас килет, эпир ӗнтӗ пӗр-пӗринчен нимӗн те пытарса тӑмарӑмӑр, — апла пулсан, эпӗ мӗншӗн тӗксӗм ҫӳрени вӑрттӑнлӑх пултӑр ӗнтӗ, — эпӗ тӗксӗм пулни манран хамран килмест вӗт.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чарӑн-ха ҫавӑн тӗлне ҫитсен, чарӑн та шутласа пӑх-ха — тавҫӑрса илейместӗн-и. Мерцалова килчӗ, хуйхӑрчӗ, йӑпатрӗ, мастерской ӗҫне хаваслӑнах тытӑнӑттӑм, анчах та пултарайӑп-ши, ҫавна пӗлместӗп, терӗ, унтан каллех хуйхӑрма, йӑпатма пуҫларӗ, япаласене майлаштарма пулӑшрӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов ҫухалнӑранпа ҫулталӑк иртсен Кирсановӑн пӗр пӗлӗшӗ ҫул ҫинче Венӑран Мюнхина кайнӑ чухне вагон ҫинче пӗр вырӑс ҫамрӑкне тӗл пулнӑ, — ҫав ҫамрӑк каланӑ тӑрӑх, вӑл мӗнпур славян ҫӗршывӗсене ҫаврӑнса тухнӑ, пур ҫӗрте те мӗнпур классемпе ҫывӑх паллашнӑ, халӑхӑн тӗп сийӗсен ӑнланӑвӗсене, йӑлисене, пурнӑҫри мелӗсене, йӑла учрежденийӗсене, мӗнле пурӑннине лайӑх пӗлсе ҫитес тесе, кашни ҫӗршыврах ҫителӗклӗ вӑхӑт хушши пурӑннӑ, хуласенче те, ялсенче те пурӑннӑ, ялтан яла ҫурран ҫӳренӗ, унтан вара ҫавӑн пекех румынсемпе тата венгерсемпе паллашнӑ, Ҫурҫӗр Германие ҫаврӑнса тухнӑ (утпа та, ҫурран та ҫӳренӗ), унтан вара каллех кӑнтӑра, Австрин нимӗҫсем пурӑнакан провинцийӗсене ҫитнӗ, ун чух вӑл Баварине кайнӑ, унтан — Швейцарине, унтан Вюртембергпа Баден урлӑ Францине каять, Францине те ҫаплах ҫаврӑнса тухать, Францирен вара ҫавӑншӑнах Англине кайса унта тепӗр ҫул курса ҫӳрет; ҫав ҫул кӑшт пушӑ вӑхӑт юлас пулсан, вӑл испанецсене те, итальянецсене те кайса курать, ал ҫитеймесен вара — юлтӑр ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл ытлашши «кирлех» мар, леш ҫӗршывсене курасах «пулать» — мӗншӗн курмалла-ши? — «шухӑшламашкӑн кирлӗ»; тепӗр ҫултан ун, кирек мӗнле пулсан та, Ҫурҫӗр Америкӑри штатсене ҫитмелле, вӗсене ун питӗ курмалла, урӑх пӗр ҫӗршыва та унӑн ҫавӑн пек курмалла «мар», унта вӑл нумайлӑха юлӗ, тен, пӗр ҫулталӑк ытлараха, тен, хӑйӗн валли ӗҫ тупас пулсан, ӗмӗрлӗхех юлӗ, анчах та пӗр виҫӗ ҫул пурӑнсан, вӑл Раҫҫее таврӑнӗ, мӗншӗн тесен халех мар, тепӗр виҫӗ-тӑватӑ ҫултан Раҫҫейре пулма «кирлӗ» пек туйӑнать.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.