Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тенӗ (тĕпĕ: те) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
29. Ҫавӑнпа Пилат вӗсем патне хӑй тухнӑ та: эсир Ку Ҫынна мӗн тӗлӗшпе айӑплатӑр? тенӗ.

29. Пилат вышел к ним и сказал: в чем вы обвиняете Человека Сего?

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑл туннӑ: ҫук, тенӗ.

Он отрекся и сказал: нет.

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫавӑн чухне каланӑ ӑна: эсӗ те Унӑн вӗренекенӗ мар-и-ха? тенӗ.

Тут сказали ему: не из учеников ли Его и ты?

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Иисус ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ лайӑх мар каларӑм пулсан, мӗн лайӑх маррине кӑтартса пар, аван каларӑм пулсан, эсӗ Мана мӗншӗн ҫапатӑн? тенӗ.

23. Иисус отвечал ему: если Я сказал худо, покажи, что худо; а если хорошо, что ты бьешь Меня?

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Вӑл ҫапла каласан, ҫавӑнта тӑракан тарҫӑсенчен пӗри Ӑна питӗнчен ҫупса ярса каланӑ: Эсӗ аслӑ священника ҫапла хуравлатӑн-и-ха? тенӗ.

22. Когда Он сказал это, один из служителей, стоявший близко, ударил Иисуса по щеке, сказав: так отвечаешь Ты первосвященнику?

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпӗ мӗн каланине илтнисенчен ыйт — вӗсем Эпӗ мӗн каланине пӗлеҫҫӗ, тенӗ.

Спроси слышавших, что Я говорил им; вот, они знают, что Я говорил.

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Иисус Петра каланӑ: хӗҫне йӗннине чиксе хур; Аттем панӑ куркана Манӑн епле ӗҫес мар? тенӗ.

11. Но Иисус сказал Петру: вложи меч в ножны; неужели Мне не пить чаши, которую дал Мне Отец?

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫапла ӗнтӗ, Вӑл «Эсӗ Мана панисенчен Эпӗ пӗрне те пӗтермерӗм» тенӗ сӑмах вырӑна килнӗ.

9. Да сбудется слово, реченное Им: из тех, которых Ты Мне дал, Я не погубил никого.

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Иисус ҫапла хуравланӑ: Эпӗ сире «Вӑл Эпӗ» тесе каларӑм-ҫке; Мана шыратӑр пулсассӑн вӗсене ан тивӗр, кайччӑр вӗсем, тенӗ.

8. Иисус отвечал: Я сказал вам, что это Я; итак, если Меня ищете, оставьте их, пусть идут.

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Лешӗсем: Назарет Иисусне, тенӗ.

Они сказали: Иисуса Назорея.

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ӑна ҫапла хуравланӑ: Назарет Иисусне, тенӗ.

5. Ему отвечали: Иисуса Назорея.

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Иисус Хӑйӗнпе мӗн пуласса пӗтӗмпе пӗлсе вӗсем патне тухнӑ та: кама шыратӑр? тенӗ.

4. Иисус же, зная все, что с Ним будет, вышел и сказал им: кого ищете?

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Эй тӳрӗ Аттемӗм! тӗнче Сана пӗлмерӗ; Эпӗ пӗлтӗм Сана, вӗсем те Мана Эсӗ янине пӗлчӗҫ; 26. Эсӗ Мана юратни вӗсенче те пултӑр тесе, Эпӗ вӗсен ӑшӗнче пулам тесе, Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм, тата та пӗлтерсе тӑрӑп, тенӗ.

25. Отче праведный! и мир Тебя не познал; а Я познал Тебя, и сии познали, что Ты послал Меня; 26. И Я открыл им имя Твое и открою, да любовь, которою Ты возлюбил Меня, в них будет, и Я в них.

Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Эсӗ пур этеме те Ун аллине панӑ, Хӑв панисене Вӑл пурне те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ патӑр, тенӗ.

2 Сказал: так как Ты дал Ему власть над всякою плотью, да всему, что Ты дал Ему, даст Он жизнь вечную.

Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Тӗнчере сирӗн асап тӳсмелле пулӗ; ҫирӗп тӑрӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм, тенӗ.

В мире будете иметь скорбь; но мужайтесь: Я победил мир.

Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Эпир халӗ куратпӑр ӗнтӗ: Эсӗ йӑлтах пӗлсе тӑратӑн, Сана Хӑвӑнтан ыйтни те кирлӗ мар; ҫавӑнпа ӗнтӗ Эсӗ Турӑ патӗнчен килнине ӗненетпӗр, тенӗ.

30. Теперь видим, что Ты знаешь все и не имеешь нужды, чтобы кто спрашивал Тебя. Посему веруем, что Ты от Бога исшел.

Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Эпӗ, Аттем патӗнчен тухса, тӗнчене килтӗм; халӗ, тӗнчене хӑварса, каллех Аттем патне каятӑп, тенӗ.

28. Я исшел от Отца и пришел в мир; и опять оставляю мир и иду к Отцу.

Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Вӗсем тата каланӑ: «кӑштахран» тесе мӗн ҫинчен калать-ха Вӑл? темӗн калать — эпир ӑнланмастпӑр, тенӗ.

18. Итак они говорили: что это говорит Он: "вскоре"? Не знаем, что говорит.

Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫавӑн чухне Унӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем пӗр-пӗрне каланӑ: «кӑштахран эсир Мана кураймӑр, тата кӑштахран Мана каллех куратӑр» тесе, мӗн ҫинчен калать-ха Вӑл пире? тата: «Эпӗ Аттем патне каятӑп» тет, ку мӗне пӗлтерет-ши? тенӗ.

17. Тут некоторые из учеников Его сказали один другому: что это Он говорит нам: вскоре не увидите Меня, и опять вскоре увидите Меня, и: Я иду к Отцу?

Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Кӑштахран эсир Мана кураймӑр, тата кӑштахран Мана каллех куратӑр: Эпӗ Аттем патне каятӑп, тенӗ.

16. Вскоре вы не увидите Меня, и опять вскоре увидите Меня, ибо Я иду к Отцу.

Ин 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней