Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл Павела паллаймарӗ, каялла ҫаврӑнчӗ те: — Генька, кунта сан патна килчӗҫ, — тесе чӗнчӗ.Она не узнала Павла и, оборачиваясь назад, крикнула: — Генька, тут к тебе!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пӳрте Стёша кӗчӗ, Павела сывлӑх сунчӗ, Артёма анкартине кайса, темскер тума чӗнчӗ.В комнату вошла Стеша, поздоровалась с Павлом, позвала Артема на гумно помочь что-то перенести.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Жаркие Аким телефон патне чӗнчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Мюльреди тӑна кӗрсессӗнех Гленарвана хӑй патне чӗнчӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Роберт Толинене хӑйпе выртма чӗнчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ирландец умӗнче парӑмра юлас мар тесе, Гленарван пурне те апат тума чӗнчӗ.Гленарван, не желая остаться в долгу у ирландцев, пригласил всех обедать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсен ячӗсене ыйтса пӗлмерӗ, вӗсем камне те асӑнмарӗ кил хуҫи, Гленарванпа унӑн юлташӗсем хӑй патне ҫитичченех вӗсене чун чӗрипе савса тараватлӑн ҫапла чӗнчӗ:
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Анчах каҫхи апатри пулас меню начартан та начар, ҫавӑнпа вӑл Роберта «кӳршӗри вӑрмана» сунара кайма чӗнчӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тепӗр вунӑ минут иртсен ученый, вӑлах тата повар, хӑйӗн тусӗсене «гуанакӑн филейӗпе» — вӑл ӑна ҫапла чевчен ят пачӗ — тӑраниччен ҫисе хавхаланма чӗнчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӑл хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗн ҫыннисене пулӑшӑва чӗнчӗ, хӑйӗн мӗнпур пек укҫине парса карап туса хучӗ, вара, хӑйпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсенчен команда пуҫтарса илсе, Лӑпкӑ океанӑн пысӑк утравӗсене пӑхса ҫӳремешкӗн кайрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Мария Яковлевна, алӑка шакканине илтсе, ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те кӗме чӗнчӗ.Мария Яковлевна обернулась на стук в дверь, приглашая войти.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ӑна комсомолӑн хулари пухуне чӗнчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл пӗтӗм ҫӗршыва ҫавӑрса илнӗ кӗрешӳ ҫинчен каласа, ҫамрӑксене коммунистсен партийӗ тавра пӗрлешме чӗнчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Уҫӑ алӑк патне ҫитсен, Артём миххине лартрӗ те: — Павка! — тесе чӗнчӗ.У раскрытой двери Артем сбросил с плеч мешок, позвал: — Павка!
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Тоня хӑнасене пӳлӗме чӗн, сире чей кӗтет, — чӗнчӗ балкон ҫинче тӑракан Тоньӑн амӑшӗ.— Тоня, приглашай гостей в комнату, вас ожидает чай! — позвала стоявшая на балконе мать Тони.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Ӑҫтан илтӗн пӑшална? — чӗнчӗ ӑна Павка.
Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑхӑт хӑй еккипе шунӑҫемӗн Коля Светӑна пӳртре пӑчӑ тесе урама уҫӑлма чӗнчӗ.
Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив
— Серёжа! — ерипентерех чӗнчӗ ӑна Натка.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
— Алька, — шӑппӑн тенӗ пекех чӗнчӗ Сергей, — эсӗ чим-ха, тӑр ӗнтӗ…— Алька, — почти шёпотом попросил Сергей, — ты, пожалуйста, вставай…
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Лагере анса Алька патне кӗмесӗрех, инженер телефон патне кайрӗ те нумайччен тата ҫине тӑрсах Севастопеле чӗнчӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.