Поиск
Шырав ĕçĕ:
Юрату ҫинчен калаҫас кӑмӑл манӑн пӗтсе ларчӗ.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Кунта юрату ӗҫӗ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Шухӑшӗпе вӑл ҫӗнӗ питсӗрлӗх енне, ӗлӗкхи намӑсӗ енне туртӑнать: юрату савӑнӑҫне те, унӑн хуйхине те курса пӑхман телейлӗ Наталья Коршуновӑран Гришкӑна туртса илме шут тытать.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хаяр курайманлӑхпа хӗрӳ юрату ҫивӗтленсе ларчӗҫ ун чунӗнче.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Апла, пӗтрӗ пулать пирӗн юрату? — ыйтрӗ Григорий, хырӑмӗ ҫине чавсаланса выртса тата калаҫнӑ хушӑра чӑмласа нимӗрлентернӗ йытпырши чечекӗн хӗрлӗ чӑмлакне сурса кӑларса.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах та сасартӑк юрату юхӑмӗ пӗтӗм тӳсӗмлӗх пӗвине татса каять: Аксинья, урса кайса, унӑн питне, мӑйне, аллисене, кӑкӑрӗ ҫинчи хура та кӑтра хытӑ ҫӑма чуптума тытӑнать.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий ӳпремӗн те ачашшӑн, юрату кӑмӑлне пусӑрӑнтараймасӑр, ҫине тӑрсах ун тавра ҫаврӑнкалать.Григорий упорно преследовал ее своей настойчивой и ждущей любовью.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сехри хӑпнипе каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те вӑл, курах кайрӗ, хӑйӗн хӗрӗпе хайхи йӗкӗт ыталаннӑ та, ҫут тӗнчери мӗнпур свиткӑсене манса, юрату юрри юрласа тӑраҫҫӗ.
III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ӑшӑ кӑмӑл — юрату пуҫламӑшӗ пулать, тесе шутланӑ вӑл.
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Ҫакӑн пек вӑхӑтра, ман шутпа, чи хӗрӳ юрату пулать, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ Вера.— В такое время, как сейчас, по-моему, самая крепкая любовь бывает, убежденно продолжала Вера.
X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Марийкӑн сассине те питӗ лайӑх илтрӗ вӑл, Марийка юрату ҫинчен юрларӗ, ун юрри вара хӑйсем иртсе пыракан тӗнчепе пӗрлешсе каять, пурнӑҫ хаваслӑхӗпе Андрейӑн кӑкӑрӗ тӑвӑрланать.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Евсее, паллах, ҫак юрату историйӗ сахал интереслентернӗ, анчах вӑл чӑтӑмлӑн итлерӗ, кун каҫалла тахҫанах сулӑннӑ ӗнтӗ, кӗҫех каҫ та пулмалла.
X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Юрату мар, прицеп!
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Сӑлтавӗ паллӑ — юрату!
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл Барашкин пӗр чакмасӑр хӑй хыҫӗнчен ҫӳренисене, Катьӑн кӑмӑлне кайнине яланах пурне те пурнӑҫлама тӑрӑшнисене, Барашкинӑн чӗтресе тухакан тенор сассине тата унӑн кулленхи пекех, анчах та яланах пӗччен чӗрешӗн кӑмӑллӑ юрату сӑмахӗсене сасартӑк ырӑ енӗпе аса илнӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ҫакӑнта, вӑрҫӑн самай вучахӗнче ҫуралнӑ ҫамрӑк юрату, крокодил ҫӑварӗ умӗнче ларакан пӗчӗк кайӑк пек чӗтресе тӑнӑ.Здесь, в самом пекле войны, затрепетала молодая любовь, как птичка над крокодильей пастью.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ир енне вӑл лӑпланчӗ, эпир вара хайхи юрату тенӗ туйӑма пула мирлешрӗмӗр.К утру она успокоилась, и мы помирились под влиянием того чувства, которое мы называли любовью.
XXII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӑл темле урӑхла, таса, ҫӗнӗ юрату ҫинчен ӗмӗтленет ӗнтӗ, теттӗм эпӗ.
XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Урӑхла пулма та пултарайман, мӗншӗн тесен ӑна ачаранпах: тӗнчере ҫынна тивӗҫлӗ япала пӗрре ҫеҫ — юрату, — тесе вӗрентсе ӳстернӗ.
XIX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ман курайманлӑхӑн тапхӑрӗсем пирӗн юрату тенин тапхӑрӗпе пӗр виҫеллӗ те тӗрӗс пулса пынине эпӗ ун чухне асӑрхаман.
XVII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.