Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӑмӑлрах (тĕпĕ: ҫӑмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗлетӗн-и, мана ҫӑмӑлрах пулатчӗ… — хумханса пуҫларӗ Джесси, — сана ҫав тери хӑратнӑ тӗрӗслӗхе тӳссе ирттерме ҫӑмӑлрах пулатчӗ, ҫавна мар.

— Знаешь, мне легче было бы, — взволнованно ответила Джесси, — легче было бы мне снести ту правду, которой ты так боялся, чем эту.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.

— Тинех эпӗ — кунта! — савӑнса итлерӗ Готорн Элдӑн шанчӑклӑ, чӗрӗ сассине; ӑна халӗ тата та ҫӑмӑлрах.

— Наконец то я здесь! — услышал он с восхищением верные и живые звуки голоса Элды, полного страстного облегчения.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.

— Халӗ мана ӗҫлемешкӗн чылай ҫӑмӑлрах.

— Работать мне теперь будет легко.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Капла ҫӑмӑлрах.

Помоги переводом

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Клаусон шыва чыхӑна-чыхӑна ҫӑтать, хӑйне ҫӑмӑлрах пулнӑран йӗнине те асӑрхамасть, ҫав вӑхӑтрах ӑшӗ пӑтранать, мӗншӗн тесен вар-хырӑмӗ, сивӗ шӗвекӗн пысӑк калӑпӑшӗнчен писнӗскер, нумай нӳрӗк йышӑнасса шалтан хирӗҫлет.

Клаусон, захлебываясь, глотал воду, не замечая, что плачет от облегчения, соединенного с тошнотой, потому что желудок, отвыкнув от большого количества холодной жидкости, противился вначале непомерному количеству воды.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

Ҫӗрлехи сулхӑнра чылай ҫӑмӑлрах.

Прохладная ночь содействовала облегчению.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

Ҫӗрле кӑштах ҫӑмӑлрах туяҫҫӗ, анчах хӗвел ҫӗкленсенех шхунӑн ултӑ матросӗ, Гетчинсон тата унӑн пулӑшуҫи Ревлей шывран тухмаҫҫӗпе пӗрех, акулӑсем килсе лекесрен асӑрханса бортран пӑрахнӑ канатсенчен тытса тӑраҫҫӗ.

Ночью было немного легче, но с восходом солнца все шесть матросов шхуны, Гетчинсон и его помощник Ревлей почти не вылезали из воды, держась за канаты, переброшенные через борт, на случай появления акул.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.

Самай ҫӑмӑлрах… а-ах!…

Значительно легче… ох.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Калаҫнӑ чух вара ҫӑмӑлрах пек.

Когда говоришь — легче.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Анчах ӑна манран чылай ҫӑмӑлрах лекрӗ.

Но ей все же было легче, чем сейчас мне.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.

Общество пурнӑҫӗнче те ҫавӑн майлах мар-и: вӑл вӑрӑ-хурахран, ултавҫӑсенчен, бюрократсенчен, ытти йӑх-яхран тасалтӑр кӑна, ытти енчен тӳрех нимех те улшӑнмасан та, пурӑнма савӑкрах, нумай ҫӑмӑлрах.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивинпа пӗрле пыракан милиционерсем кӑна мар, лашасем те савӑнӑҫлӑрах пулса кайрӗҫ, ҫӑмӑлрах утаҫҫӗ, пуҫӗсене хаваслӑн уха-уха илеҫҫӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӑхпа ҫав йывӑра ҫӗнмешкӗн ҫӑмӑлрах, ҫавӑнпа юлашки пус-тенке пӗр кассӑна хыватпӑр, ӗҫ кал-калрах кайтӑр тесе, триер та, молотилка та, ытти хатӗрсем те туянас тетпӗр.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сире, хӗрӗмпе иксӗре, малашне пурӑнма ҫӑмӑлрах тӑвас пирки те сӑмах татӑп вӗсемпе.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хайхи, чӑнах та, пурӑнма капла ҫӑмӑлрах пек туйӑнчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, кооператива ҫаратма та ҫӑмӑлрах иккен, укҫи ялан тимӗр ещӗкре унӑн.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ушкӑнпа вара нушана, йывӑра ҫӗнтерме ҫӑмӑлрах.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах ӑна та халӗ кӑштах ҫӑмӑлрах ӗнтӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вулакана ӑнланма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе, кунта ҫакна каласа хӑвармалла.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах вӗсене йӗркелес тесен, пирвай паянхи кооперативсемпе юлташлӑхсене вӑй илтермелле, мӗн ӗмӗртен уйрӑммӑн ӗҫлесе пурӑнма хӑнӑхнӑ хресчене ушкӑнра меллӗрех те, ҫӑмӑлрах та иккенне ӗнентермелле.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней