Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чӑнах та, вӑл ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ те, урисене ташланӑ пек вӑтанчӑклӑн сиктеркелесе илсе, питӗ шел, анчах урӑх юлма пултараймастӑп, пуринчен кирли ӗҫсем — хамӑн магазина васкатӑп, ыран вырсарникун, — терӗ вӑл малалла, — ҫавӑнпа та, Леноре фраупа тата Джемма фрейлейнпа килӗшсе, эпӗ Содена уҫӑлса ҫӳреме кайса килес терӗм, унта эпӗ ют ҫӗршыв господинне те чӗнетӗп, эсир, пирӗнпе пырса, пирӗн кану кунне илемлетме хирӗҫ мар пуль тесе шанасшӑн эпӗ.
VIII // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эпӗ татах кӑшкӑртӑм, унтан тата тепре, виҫҫӗмӗш хут, вӑрман тӑрӑх унталла-кунталла чупатӑп, чӗнетӗп, а-у! тетӗп — нимӗнле сас та ҫук; вата Джим ҫухалнӑ.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫапла, вӑл Апторповсем патне каятӑп терӗ, вӗсене сирӗн ҫуртӑра туянма аукциона килме чӗнетӗп терӗ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Ҫук, сирӗн величество (ют ҫынсем ҫук чух эпӗ ӑна яланах ҫапла чӗнетӗп).— Нет, ваше величество (я всегда его так называл, если никого чужих не было.)
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Атту эпӗ Ктрин аппана чӗнетӗп, чӗнетӗп — вӑл шарламасть.
Ҫиччӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Чӗнетӗп.
Пӗрремӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Чӗнетӗп.
Пӗрремӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив
Эпӗ сана чӗнетӗп.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Акӑ, эпӗ проводника кӑшкӑрса чӗнетӗп те ҫитменнине тата ӑна ҫав сумкӑна та паратӑп!А я вот возьму крикну проводника да еще передам ему и эту сумку!
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Эпӗ халех поезд начальникне чӗнетӗп те, вӑл этем чӗриллӗ ҫын пулсан, сан валли ҫемҫе вырӑн тупса паратех.Я позову сейчас начальника поезда, и если он человек с сердцем, то мягкое место он тебе устроит.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Арӑма алӑпа сулса чӗнетӗп.
Текерлӗк // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 51–53 с.
«Сережа!» тесе чӗнетӗп эпӗ ӑна, ӗҫ тума чӗннӗ пек.
Ылтӑн ҫаран! // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 21–22 с.
Эпӗ сана вӑл молебента пулма чӗнетӗп тесе ан шухӑшла эс: вӑл пӗтнӗ ӗнтӗ, анчах та отец Алексей…Ты не воображай, что я зову тебя присутствовать на этом молебне: уж он кончен; но отец Алексей…
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Офицер господасене те тархасласах чӗнетӗп.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
— Отряд командирӗсем, Федя сана та, ҫӗр пӳрте кӗме чӗнетӗп, — терӗ те Зимин, халӑх хушшинчен тухрӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Эпӗ ӑна ҫынран уйрӑм Лайӑх аппа тесе чӗнетӗп, мӗншӗн тесен вӑл хӑй ҫынран уйрӑм, мӗншӗн тесен ун ҫумӗнче, таврашӗнче мӗн пур — йӑлтах чи лайӑххи.
Лайӑх аппа // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 14–18 с.
— Пирӗн йыш хушӑннӑ ятпа, кам ман апатран йӗрӗнмест, ҫавсене пурне те хам пата чӗнетӗп!
20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Халех исполком ларӑвне пыма чӗнетӗп сире.
XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Гектартан икҫӗр аллӑ пӑт тулӑ — ҫапла пулать ман сӑмахӑм Сталин юлташа, ыттисене те ман пек пулма чӗнетӗп, — терӗ вӑл.
XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Анюта чӗнме хушрӗ, эпӗ те чӗнетӗп.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.