Поиск
Шырав ĕçĕ:
45. Екрон хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласемпе ялсем, 46. Екронпа тинӗс хушшинчи, Азот таврашӗнчи пӗтӗм ял-хула, 47. Азот хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласемпе ялсем, Газа хулипе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласемпе ялсем — Египет юхӑм шывӗпе чикӗ шутланакан Аслӑ тинӗс таранчченех.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Адониседек — Иерусалим патши — Иисус Гай хулине туртса илсе ӑна тупаласа тӗп туни ҫинчен, Гай хулипе унӑн патшине те Иерихон хулипе унӑн патшине пӗтернӗ пекех пӗтерни ҫинчен, Гаваон ҫыннисем [Иисуспа тата] Израильпе килӗшӳ туса вӗсем хушшинче юлни ҫинчен илтсессӗн 2. сехӗрленсех ӳкнӗ, мӗншӗн тесессӗн Гаваон патша хулисенчен кая мар, Гайран та пысӑкрах хула [пулнӑ], ҫыннисем те унта харсӑр ҫынсем пулнӑ.
Нав 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: ан хӑра, ан сехӗрлен; вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑха ерт те Гай хули ҫине кай; акӑ Эпӗ санӑн аллуна Гай патшипе унӑн халӑхне, унӑн хулипе ҫӗрне паратӑп; 2. Иерихон хулипе унӑн патшине мӗнле пӗтертӗн, Гай хулипе унӑн патшине те ҫаплах пӗтер, анчах унӑн пурлӑхӗпе выльӑхӗ-чӗрлӗхне хӑвӑр хушшӑрта валеҫӗр; хула хыҫне ҫар пытарса тӑрат, тенӗ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Иисуса каланӑ: акӑ Эпӗ Иерихон хулипе унӑн патшине [тата унти] вӑйлӑ ҫынсене санӑн аллуна паратӑп; 2. вӑрҫа юрӑхлисем пурсӑр та пухӑнса хула тавра ҫаврӑнӑр, ун тавра [кунне] пӗр хутчен ҫаврӑнӑр; ултӑ кун хушши ҫапла туса тӑр; 3. саккун арчи умӗнчен ҫичӗ священник ҫичӗ юбилей трупи йӑтса пытӑр; ҫиччӗмӗш кунне вара хула тавра ҫичӗ хут ҫаврӑнӑр, священниксем трупа кӑшкӑртса пыччӑр; 4. юбилей мӑйраки кӑшкӑртса ярсассӑн, эсир трупа сассине илтсессӗн, пӗтӗм халӑх хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса ятӑр, вара хула хӳми тӗпӗ-йӗрӗпе ишӗлсе анӗ, вара [пӗтӗм] халӑх харпӑр хӑй тӗлӗнчен [хулана вирхӗнсе] кӗтӗр, тенӗ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Моисей ӗнтӗ Моав тӳремлӗхӗнчен Нево тӑвӗ ҫине, Иерихон хулипе тӗлме-тӗл ларакан Фасга теекен ту тӑррине улӑхнӑ та, Ҫӳлхуҫа ӑна мӗнпур Галаад ҫӗрне Дан таранах, 2. Неффалимӑн пӗтӗм [ҫӗрне], Ефремпа Манассиян [пӗтӗм] ҫӗрне, Иудӑн пӗтӗм ҫӗрне анӑҫ тинӗсне ҫитиех 3. тата кӑнтӑр енчи ҫӗршывпа Иерихон айлӑмӗнчи тӳремлӗхе, Пальма хулине, Сигор хули таранах кӑтартнӑ.
Аст 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Ҫӳлхуҫа вара Моисее шӑп ҫав кунхинех ҫапла каланӑ: 49. Моав ҫӗрӗнчи ҫак Аварим тӑвӗ ҫине, Иерихон хулипе тӗлме-тӗл ларакан Нево тӑвӗ ҫине хӑпар та Эпӗ Израиль ывӑлӗсене еткерлӗхе паракан Ханаан ҫӗрӗ ҫине пӑхса ил; 50. вара ху улӑхнӑ ту ҫинче, Аарон пиччӳ Ор тӑвӗ ҫинче вилсе хӑйӗн халӑхӗпе пӗрлешнӗ пек, эсӗ те вилсе хӑвӑн халӑхупа пӗрлеш: 51. Син пушхирӗнче, Кадесри Мерива шывӗ хӗрринче эсир Ман умӑмра ҫылӑха кӗтӗр, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Манӑн сӑваплӑхӑма кӑтартмарӑр, ҫавӑншӑн санӑн ҫапла вилмелле пулӗ; 52. хӑвӑн умӑнта эсӗ ӗнтӗ Эпӗ Израиль ывӑлӗсене паракан ҫӗре курӑн, анчах ху унта кӗреймӗн, тенӗ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эпир вара айлӑмра, Беф-Фегор хулипе тӗлме-тӗл, чарӑнса тӑтӑмӑр.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Аварим тӑвӗ патӗнчен кайсассӑн, Иордан шывӗ хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ; 49. вӗсем Иордан хӗрринче Моав тӳремлӗхӗнче Беф-Иешимоф хулипе Аве-Ситтим хули хушшинче тапӑр лартса чарӑнса тӑнӑ.
Йыш 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа вӗсене ҫав тӗлтен пӗтӗм ҫӗре салатса янӑ; вӗсем вара хулипе пашнине тума чарӑннӑ.8. И рассеял их Господь оттуда по всей земле; и они перестали строить город [и башню].
Пулт 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах ҫурхи ҫанталӑк нуши ҫакӑнпа кӑна вӗҫленмест-ҫке — водительсемшӗн нуша пуҫланчӗ: шӑтӑксӑр-ҫурӑксӑр ҫул хулипе те ҫук пуль, тупата!
Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Шӑчӑпа 4,70 м ҫӳллӗшне сиксе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ Анжелика Сидорова Мускав хулипе Чӑваш Ен командисене нумай очко кӳчӗ.
Пӗрисем — Мускавра, теприсем — Сочире // Юрий ПЛОТНИКОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Ҫав полигонра ҫӳп-ҫапа чавса чикессипе ҫыхӑннӑ ыйту тахҫантанпах ҫивӗч шутланакан Канаш хулипе Канаш районӗн йӑлари хытӑ каяшӗсене тирпейлеме пултармалли мая пӑхса тухма тӗллев лартатӑп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Укҫа тенӗрен, «ҫавра сӗтелре» пӗрремӗш шалу ӗҫлесе илесси ҫинчен сӑмах пуҫарсан вӗренӳ министрӗ студотрядри ӗҫ-хӗлне ӑшшӑн аса илмесӗр чӑтаймарӗ: - Ҫӗмӗрле хулипе Кӑмаша ялне ҫыхӑнтаркан ҫула сарма хутшӑннӑччӗ эпир.
Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№