Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хирӗҫлеме (тĕпĕ: хирӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хирӗҫлеме пултараймарӑм эпӗ.

Мне нечего было возразить.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ав, Людмила Ильинична, хучӗсене айккинелле сирсе, пуҫне ҫӗклерӗ, хӑйне хирӗҫлеме никам та ан хӑйтӑр тенӗ пек, сӑмахсене татса, калаҫа пуҫларӗ.

Людмила Ильинична подняла от бумаг глаза, и голос у Людмилы Ильиничны был четкий, определенный, не допускающий никаких возражений.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Вӑл пирӗн демократилле влаҫа хирӗҫ контрреволюцилле элек сарать, — хирӗҫлеме пӑхрӗ ватӑ Сунь.

Ведь эта старая посудина против нашей демократической власти контрреволюцию разводит, — попытался возразить старый Сунь.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Смолин, тутине вашаватлӑн култарса, старик ҫӑмахне итленӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл Люба ҫине пӑха-пӑха илнӗ, калӑн, — вӑл ӑна ашшӗне хирӗҫлеме чӗнет тесе.

Смолин слушал речь старика с вежливой улыбкой на губах и бросал Любови такие взгляды, точно приглашал ее возразить отцу.

XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ывӑлӑм, — теттӗм эпӗ ӑна хирӗҫлеме хӑтланса, — эсӗ ҫавӑн пек тӗл пени — питӗ лайӑх, анчах эсӗ пурӗ те вунулттӑра кӑна-ҫке!

— Сыночек мой, — пробовала я возражать ему, — это хорошо, что ты такой, но ведь тебе только шестнадцать лет!

Ҫула тухма хатӗрленни // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

— Мана кунта хирӗҫлеме хӑтланаҫҫӗ текен сас-хураран хумханать хула паян.

— Город возбуждён слухом о том, что сегодня мне здесь намерены противоречить.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

«Хирӗҫлеме хӑяймастӑп», — хуравларӗ вӑл йӑвашшӑн.

«Ничего не имею против», — ответила кротко.

Ҫав ҫӗрлех // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Чӑн та, хирӗҫлеме ҫеҫ тӑр — ҫапать.

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Павӑл каллех хирӗҫлеме пуҫларӗ.

Павле опять стал возражать.

38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫук, хирӗҫлеме юрамасть манӑн. Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах татса памалла!» — мӗлтлетсе иртрӗ Павӑл пуҫӗнче.

Но нет — я не должен возражать. Быстрей надо решать, быстрей…» — проносилось у Павле в голове.

17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вара ку шухӑш хирӗҫлеме ҫук витӗмлӗ тесе шутласа, калаҫӑвӑн вӗҫне тухас тӗллевпе ҫапла хушса хучӗ:

И, считая этот аргумент неотразимым, бабушка прибавила, чтобы прекратить разговор:

XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗсене ҫӗр хӑвӑлӗ умне лартсан ҫеҫ хӑш-пӗрисем хӑйсене кунта хӑварнишӗн хирӗҫлеме тытӑнчӗҫ.

Только когда носилки опустили перед пещерой, раненые заволновались, им было страшно остаться здесь одним.

8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӑл хирӗҫлеме те пӑхрӗ, кунта та хӑйӗн сӑпайлӑхӗпе ҫепӗҫлӗхне самантлӑха та пӑрахмарӗ: чӗтрекенскер, тытӑнчӑклӑ чӗлхипе пире «вӑй-хала усӑсӑр тӑккалани» ҫинчен ӑнлантарчӗ.

Он потихоньку отбрыкивался, но и тут не терял своей вежливости: заикаясь и дрожа, он объяснял, что мы «неразумно тратим силы».

«Харсыр» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Тӗлӗнмелле, «пулӑҫӑсенчен» пӗри те коменданта хирӗҫлеме тытӑнса пӑхмарӗҫ, хӑйсем хирӗҫлени усӑсӑр пулнине пӗтӗм команда ӑнланнӑ пек туйӑнчӗ.

Странное дело, никто из «рыбаков» не пытался возражать коменданту, точно вся команда молчаливо признала сопротивление бесполезным.

V // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.

Эпӗ хирӗҫлеме хӑтланса пӑхрӑм, анчах тавлашу пӗртан пулмарӗ.

Я пробовал возражать, но спор оказался неравным.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

— Ачасемпе килӗштереймест вӑл… — хирӗҫлеме пикенчӗ Жуков.

— Не поладит он с ребятами… — начал было Жуков.

42 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

— Кук пек хӑтланма кам ирӗк панӑ сире? — хирӗҫлеме тытӑнать Мария Ильинична.

— Какое вы имеете право? — возмущённо воскликнула Мария Ильинична.

Сокольникире пулса иртнӗ тамаша // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.

Ҫапла ӗнтӗ ӑҫта унта хирӗҫлеме — Николай Юрьевичӑн арӑмне кил-йыш нуши-тертне ирӗклӗнех хӑйӗн ӗнсийӗ ҫине тиенӗшӗн мӗн виличчен тав туса пурӑнмалла.

Так что какое там восставать — Николай Юрьевич должен по гроб жизни быть благодарен ей за то, что она добровольно взвалила на свои плечи все многотрудные семейные заботы и хлопоты.

10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Альбина Альбертовна ҫак хирӗҫлеме ҫук чӑнлӑхпа час-часах усӑ курать.

 — Альбина Альбертовна частенько пускает в ход этот неотразимый довод.

10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Тинкерсе пӑхсан та аран палӑрмалла нӳрӗ пӑнчӑсене кӳлленчӗксем тет-ха Альбина Альбертовна, анчах пӑнчӑсем кӑна тесе хирӗҫлеме ан та шутла: енчен те Альбина Альбертовна ҫуталса выртакан паркет ҫинче кӳлленчӗксем курнӑ-тӑк, пӗлсе тӑр, вӗсем чӑнласах та кӳлленчӗксем, урӑх темӗн мар.

Лужами Альбина Альбертовна называла едва различимые невооруженным глазом влажные пятнышки, но не вздумай и заикаться насчет пятнышек: если Альбина Альбертовна видела на блестящем паркете лужи, — значит, там и были именно лужи, а не что другое.

10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней