Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пантелей Прокофьевич мӑйӑхӗпе сухалне тураса якатрӗ, кӑкӑрне маттур йӗкӗт пек каҫӑртса хучӗ те, — уксахлани палӑрасран чӑлах урин пӳрне вӗҫӗсем ҫине тӗренсе, — тирӗке каялла илчӗ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Урӑлса ӗлкӗреймен генерал пӳрнисене сӗтел ҫумне тӗренсе тӑчӗ, стаканри шӑршлӑ кӑмӑшкана чӳхентерсе тӑкнӑ май, кашни пуплевнех виҫесӗр хытарса каларӗ:
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кошевой пӗр ҫакна кӑна илтрӗ: самантлӑха чарӑнса тӑнипе усӑ курса, тиха амӑшӗн хура ҫилли ҫумне тӗршӗнчӗ те, кайри урисемпе юр ҫине тӗренсе, тутипе нӑчлаттара-нӑчлаттара чӗчӗ ӗмет; тата Мишка тиха хӑйне татах ӗмӗртме хистесе тӗрткеленине кӗсре ҫурӑмӗ сиккеленинчен туйрӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Асӑрхамасӑр вырӑнсӑр сӑмах каласа ярасран хӑранӑ пек, аллипе вӑл ваттине кура мар хӑвӑрт тутине хупласа тытрӗ, сӗтел ҫумне тӗренсе тӑчӗ.
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
— Тӑр, ачам, тӑр! — кӑшкӑрать Прохор, юпана хулӗпе тӗренсе, — Эпӗ сана, мӑнтӑр эсреле, шыв тӑрӑх та ӑсатнӑ, пӗлетӗп сана, пӗлетӗп, кахал!
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Ҫемен сасартӑк хавхаланчӗ, аллисемпе тӗренсе ҫӗкленчӗ, куҫӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ.— Семен вдруг вздохнул, поднялся опершись руками, глаза сверкнули.
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Аллисемпе тӗренсе, Ҫемен минтер ҫинчен пуҫне ҫӗклерӗ.
XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Эсӗ ун патне ҫырса яр, хӑй сӑмахне пат татса калатӑр, — сӗмсӗррӗн сӑмах хушрӗ Мирон Григорьевич, аллипе канав хӗррине тӗренсе.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Лав ҫинче, чавсисемпе тӗренсе, пуҫне пиелесе ҫыхнӑ казак выртса килет, пуҫӗнче картузӗ ҫук, Вӑл, куҫне ӗшенчӗклӗн хупнӑ та, ҫӑкӑр чӑмлать, нимӗрленсе кайнӑ хура чӑмлакне сура-сура пӑрахать.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Петро, тӗреклӗ шупка-ҫӳрен учӗн ырҫи ҫине аллаппипе тӗренсе, пӗтӗм кӗлеткипе хыҫалалла ҫаврӑнчӗ, малалла кайнӑ май кулса тӑракан куҫӗсемпе Григорие пуҫӗнчен пуҫласа урине ҫити пӑхса тухрӗ, ӑна часах ытти палланӑ-палламан казаксен тусанлӑ ҫурӑмӗсем хупласа хучӗҫ.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Степан Григорий патне пычӗ те, йӗнер йӑранинчен ярса тытса, таччӑнрах ӑйӑрӑн аякки ҫумне тӗренсе тӑчӗ.Степан подошел к Григорию и, ухватившись за стремя, плотно прижался к потному боку жеребца.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Лаши, хураларах кайнӑ шӑлӗсене йӗрсе пӑрахса, ыратнипеле кайри урисем ҫине тӗренсе кукленчӗ, хӑлхисене лӑпчӑтрӗ.Конь прижимал уши, ощеряя коричневый навес зубов, приседал от боли на задние ноги.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Алли ҫине тӗренсе ҫаврӑнкалать, унӑн илемлӗ нӑкӑ-нӑкӑ мӑйӗ хӗрелет.Поворачивается, опираясь на руку; тугая красивая шея розовеет.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах, апла пулин те, урисемпе ҫӗре хытӑ тӗренсе, вӑл ӑна вилтӑпри ҫинчен тӗртсе антарчӗ.Вот, однако ж, упершись крепко ногами в землю, пихнул он его с могилы.
Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пысӑк йывӑҫ халӗ ҫав тахҫанхи вӑхӑтӑн палӑкӗ пек ларать, унӑн айӗнче, ҫурӑмӗпе йывӑҫ туни ҫумне тӗренсе, сухаллӑ та пӑхма тӗксӗм арҫын ларать.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Федор Лукич кӗпе тӑхӑнчӗ те, туя ҫине тӗренсе, арман патнелле уксахласа кайрӗ.А Федор Лукич надел рубашку и, опираясь на палку, захромал к мельнице.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Хӗрарӑм пулсан та, хӗҫ пекех касса татрӗ, — терӗ Петро Спиридонович, туя ҫине тӗренсе ҫӗкленнӗ май.— Баба, а отрубила как топором, — сказал Петро Спиридонович, опираясь на палку, поднялся.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Андрей Умрихин ҫумне пырса ларчӗ, — лешӗ урайӗнче, сылтӑм тӑнлавӗпе стена ҫумнелле тӗренсе, тӗлӗрсе ларать-мӗн.Андрей присел к Умрихину, — тот дремал, сидя на полу, прислонясь правым виском к стене.
IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл пуҫлӑхсем пек юлхав та кичем сӑнлӑ, куҫӗсене хупса, пуҫне пӗр алли ҫинчен теприн ҫине тӗренсе ларать.Он с выражением начальнической лени и скуки, закрыв глаза, переваливал голову с руки на руку.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Суккӑрӑн юлашки сӑмахӗсене хӗр хӑйӗн чӗри хӑвачӗпе сиссе илчӗ, ҫавна илтсессӗнех ӳкес марччӗ тесе, вӑл стенаран тӗренсе тӑчӗ.
XIII. Хаваслӑ курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.