Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сутса (тĕпĕ: сут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗтӗм таварне тенӗ пекех вӗсене сутса пурӑнать-ҫке вӑл, хӑйӗн суту-илӳ ӗҫне ҫавсемпе саплаштарса пырать: тутарсем ялӗпех Сахар лавккине ҫӳреҫҫӗ, мӗн кирлине йӑлтах унран туянаҫҫӗ.

Помоги переводом

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗлтӗр вӑл ӑна ӑйӑр туяннӑран кӑна сутса ячӗ.

Помоги переводом

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Сутса ямалла та» тенине илтсен, ушкӑнра тӑракан Панчук ҫавӑнтах вӗткеленсе ӳкрӗ, Энтрей патне хыпаланса пычӗ те: — Хамах каҫса илем-ха эпӗ ӑна, Энтрей.

Помоги переводом

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сирӗн ялта илекен тупӑнсанах сутса ямалла та…

Помоги переводом

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

– Вӑрнарсем хастарлӑхпа палӑраҫҫӗ, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнас тесе выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ усраҫҫӗ, сӗт сутса ҫемье бюджетне ӳстереҫҫӗ, – ырларӗ Любовь Семенова.

Помоги переводом

Паха сӗт сутаҫҫӗ, шыв хушмаҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10985-pa ... -khushmacc

Вӗсене илме Спаскавпа Ватрас пасарӗсене каяс — ытла аякра, усламҫӑсем сутса ҫӳренине сыхлас — ик-виҫ хут хаклӑрах ыйтаҫҫӗ.

Помоги переводом

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мана ав те лашапа улӑштарасшӑн ӗнтӗ, те урӑх япалашӑн сутса ярасшӑн.

Помоги переводом

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпир ӑпӑр-тапӑр сутса тырӑ илетпӗр-ҫке.

Помоги переводом

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сутса пӗтернӗ, — терӗ алӑка лапкӑшпех хупласа тӑракан шыҫмак вырӑс вӗсене ирӗксӗртен тенӗ пек сӑмах хушса.

Помоги переводом

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тырӑ сутса пуйса кайрӗ те Девлизер, чи чаплӑ бексемпе, эмирсемпе тавлашма, ӑмӑртма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Эп кайӑк сутса услам тӑвакан сутӑҫ мар», — терӗм те, кӳренчӗ, пушшех вӗчӗхме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Тусне тупрӗ-ши? // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 31–32 с.

Эх, Маюк, Маюк, туй пуласса кӗтетӗн, сана каччу сутса ӗҫет.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Ӑна сутса тунӑ укҫа ХФХна техникӑпа, оборудованипе тивӗҫтерме ҫитмест-и?

Помоги переводом

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

Асатте чутах сутса яратчӗ, тепӗр йытӑ ӳстерӗпӗр тет.

Помоги переводом

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Каҫхине пичче пасартан лашана сутса килчӗ, йӗвенпе хӑйӗнчен хӑварман.

Помоги переводом

Лашана сутни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫулла хӑяр сутсан е кӗркунне купӑста сутса укҫа тусан паратӑпах, халӗ, тупата туршӑн, пӗр пус та ҫук.

Помоги переводом

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫулленхи пек, Шӗшлӗрен ӗҫленӗшӗн пӗрене илсе, ӑна хӑма ҫурса сутса парӑма татӑпӑр, ҫӑнӑх илӗпӗр, тесе ӗмӗтленнӗччӗ, халӗ мӗн курӑпӑр-ха ӗнтӗ?

Помоги переводом

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ентрей пасарне кайса сутса ҫӑнӑх илсе килнӗ.

Помоги переводом

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ килте ҫук чух, эсӗ ҫӑмарта сутса эрех илсе Ҫтаппанпа Лариван Мӗтрине хӑналатӑн, тет, ҫавӑнпа вӗсем, эпӗ сана хӗнеме пуҫласан, пирӗн пата чупса килеҫҫӗ, тет.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Апат турттаракансем ӑна сутса ӗҫни те сахал мар иккен.

Случалось и такое, что повара и возницы продавали провиант и пропивали.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней