Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эпӗ триумф кӳме пултаракан вӑрҫа ертсе пыма ҫеҫ килӗшме пултарӑп, — тесе ответленӗ Цезарь хӑйӗн тусӗсене.
XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Костя мӗн пуласса малтанах пӗлсе тӑма пултарнипе тӗлӗнтеретчӗ, нумай чухне ман унпа килӗшме кӑна тиветчӗ.
II // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.
Хӗвелӗ те ҫав тери хаваслӑн ҫутатать, Маруся та ҫав тери хӗрӳллӗн ӳкӗтлет, — хӗрачасен ирӗксӗрех килӗшме тиврӗ:Солнце светит так весело, Маруся уговаривает так горячо, что девочки решают:
Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Анчах плебейсен пурнӑҫӗ ҫав патрицисене пӗтерсен ҫеҫ лайӑхланма пултарать; олигархсем пуҫ пулса тӑнине пӗтермешкӗн халӑхпа килӗшме тӑрӑшас пулать, анчах халӑха хӑйне ҫирӗп тыткаламалла, тимӗр пек ҫирӗп вӑйпа, пысӑк авторитетпа ертсе пырас пулать.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эсир унпа килӗшме тӑрӑшӑр, вӑл часах лӑпланакан тата самокритикӑлла ҫын.Постарайтесь помириться с ним, он человек сходчивый и самокритичный.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Халь ак, Брка Макҫӑмпа калаҫнӑ вӑхӑтра, Павӑл ун ҫине тимлӗн пӑхса ларчӗ, хӑй ӗҫне шанса тӑракан ҫак лӑпкӑ ҫын ӑна ытларах та ытларах килӗшме пуҫларӗ.
38 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫапах та кусемпе килӗшме пулать-ха.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Ҫакна Павӑл та асӑрхарӗ пулас, Раҫҫейри ирӗклӗх, партизансен кӗрешӗвӗн тӗллевӗпе четниксен сутӑнчӑкла ӗҫӗ ҫинчен каласан, вӑл, хресченсене хӑйпе килӗшме, хӑй сӑмахӗсене ҫирӗплетсе партарма тӑрӑшса, вӗсене ыйтусем пама пуҫларӗ.
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Кунсӑр пуҫне, ан манӑр, эпӗ хамӑн шӑпапа килӗшме ӗлкӗртӗм ӗнтӗ.И, кроме того, не забудьте, что я уже успел примириться со своей участью.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Павӑл планӗпе те килӗшме пултараймасть вӑл.
17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Юлташа хам килӗшме пуҫланине туйсанах, ӑна эпӗ Иван Иваныч князь патӗнче апатланни тата хамӑн ҫӑмӑл урапа пурри ҫинчен систеретӗп.
XXXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эсӗ ман пата ачасем пирки ҫырса тахҫанхи тавлашӑва тепӗр хут хускататӑн: вӗсене шкула вӗренме ярассипе килӗшме сӗнетӗн.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ах, ma bonne tante, — атте ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илсе, ырӑ сасӑпа ответлерӗ княгиня, — сирӗн ку тӗлӗшпе шухӑшӑр епле пулнине аванах чухлатӑп ӗнтӗ; анчах ку ыйтура пӗрин пирки сирӗнпе килӗшме пултараймастӑп: ун пирки эпӗ, мӗн чухлӗ шухӑшласан та, мӗн чухлӗ вуласан та, мӗн чухлӗ ҫынсемпе канашласа пӑхсан та, ҫавах пурнӑҫра хам сӑнаса курни мана ачасене хӑратма кирлине ӗнентерсе ҫитерчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пысӑк та яштака пӳ, вӗтӗ утӑмсемпе хӑйне манер утни, хулпуҫҫисене сиктеркелес йӑла, яланах йӑл-йӑл кулакан пӗчӗк куҫсем, пысӑк курпун сӑмса, темӗнле майсӑррӑн, ҫапах тӑпӑл-тӑпӑл хупӑнакан тӗрӗсех мар тутасем, калаҫӑвӗнчи ҫитменлӗх — пӑшӑлтатарах калаҫасси, ҫап-ҫутӑ кукша пуҫ — акӑ ман аттен сӑнӗ-пичӗ эп астӑвасса, — ҫак сӑн-питпе ӗнтӗ вӑл ырӑ ят сарма тата телейлӗ этем вырӑнӗнче шутланма кӑна мар, пурне те пӗр сиктермесӗр (мӗнпур сийсенчи кирек мӗнле ятпа-пурлӑхпа пурӑнакан ҫынсене), уйрӑмах хӑй юрама шутланисене, килӗшме те пӗлнӗ.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫемҫешкесем кӑна, хӑйсем мӗн тӑвас тенине пӗлмен, хӑйсен кӑмӑлӗ мӗн хушнине тума вӑй ҫитереймен ҫынсем кӑна ун пек тума килӗшме пултараҫҫӗ.
7 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Коммунистсем, ватӑ, лайӑх коммунистсем, пӗр-пӗринпе килӗшме пултараймаҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, тен, пӗр-пӗрне курайми те пулаҫҫӗ, тесе вӑл ниепле те шутлама пултарайман.
3 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Уча сӗнӗвӗпе килӗшме пултараймарӗ вӑл.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Килӗшме хӑтланни ӑнӑҫсӑр пулса тухнӑшӑн Павӑл хӑйне хӑй питех те ҫилленчӗ.Павле уже сердился на себя за свою неудачную попытку примирения.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Эпӗ унӑн сӗнӗвӗпе килӗшме пултараймастӑп.
1 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Анчах Сергей Стеклов, хӑйӗн отрядӗнчи ачасен пурнӑҫӗ йӗркеллӗ пултӑр тесе яланах тӑрӑшаканскер, паллах, ҫакӑн пек «ӑнсӑртран пулакан хурлӑхсемпе» килӗшме пултарайман.Но всевидящий Сергей Стеклов не мог, разумеется, мириться с такими «стихийными бедствиями».
54 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.