Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл Илле кунне аса илчӗ: устрицӑсемччӗ, ананасчӗ, дупельччӗ; халӗ акӑ хулӑн сӗтел ҫитти, уксуспа ҫу кӗленчисем, вӗсене те пробкӑпа мар, хутпа пӑкӑланӑ; турилккесем ҫинче пысӑк хура ҫӑкӑр татӑкӗсем, хуҫӑк авӑрлӑ вилккӑсем выртаҫҫӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Вӑл аса илӳ мана савӑнтармасть, чуна ыраттарать.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫук, Андрей, ан аса илтер, ан хускат, тархасшӑн! — чӑнласах пӳлчӗ ӑна Обломов.— Нет, Андрей, нет, не поминай, не шевели, ради Бога! — серьезно перебил его Обломов.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Парка, сирене аса илӗн те хускалма тытӑнӑн…
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл аса ан илтертӗр тесе, Обломов аллипе сулчӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ҫук, кала, аса илтер: эпӗ унпа ӑна тӗрӗс ҫул ҫине кӑларасшӑн тӗл пултӑм, ҫав ҫӗнӗ ҫул ҫинче ӑна пиллетӗп!
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эрех тата? — сасартӑк аса илчӗ Обломов.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн типе пӗлмен куҫҫульне, кулленхи чӑрмавӗсене, куҫ хупмасӑр ҫӗр ирттернисене вилӗм ҫеҫ пӗтерме пултарӗччӗ пулин те, Агафья Матвеевна вилӗм ҫинчен аса илес пулсан, хӑраса ҫӳҫеннӗ пулӗччӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак пурнӑҫ урокӗ гениллӗ хозяйкӑна тепӗр чухне ним чухлӗ те ӑс парайман пулӗччӗҫ, нимле майпа та ӑна тавҫӑруллӑ тӑваяс ҫукчӗ, анчах халӗ вӑл, чӗри-ӑсӗпе ӑнланса, йӑлтах тавҫӑрса илчӗ те… хӑйне качча тухнӑ чухне парнеленӗ ахаха аса илчӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Алӑ пуснӑ чух Обломов ку укҫасем тӑлӑх ачасемшӗн пулӗҫ тенӗччӗ, анчах кайран, тепӗр кунне, урӑлса ҫитсен, ҫак ӗҫе вӑтанса аса илчӗ те манма тӑрӑшрӗ, кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗпе тӗл пуласшӑн пулмарӗ, Тарантьев кун пирки сӑмах тапратсан, Обломов хваттертен тухса каяссипе, яла куҫассипе хӑратрӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫӳҫенсе чӗтремерӗҫ, куҫӗсем мӑнкӑмӑллӑн ҫунмарӗҫ: ҫав уйсемпе сӑртсем ҫинчен манса, хӑйне алӑ паракана аса илсен, Ольга хӑйӗн пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ хуллен юхса аннине туйрӗ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц хӑйӗн вилнӗ ашшӗн пӳлӗмне, Герц вариацийӗсене, князь галерейине, кӑвак куҫсене, пудрӑланӑ сарӑ ҫӳҫсене аса илчӗ — ҫаксене пурне те Ольгӑн питӗ ҫепӗҫ сасси хупласа хучӗ: Ольга юррине Штольц ӑсӗпе туйрӗ…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тата хӑвӑра юратни хур пулнине, Обломова ҫӑлма май килменнине, кӑштах йӗрес йӑлӑра аса илӗр-ха… йӗрмелӗх мӗн чухлӗ сӑлтав!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫамрӑк арҫынпа хӗрарӑм пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ пулсан е ват ҫынсем юрату ҫинчен аса илеҫҫӗ пулсан ҫеҫ, Ольга Сергеевна, — туслӑх лайӑх япала.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Мӗншӗн… эпӗ юратрӑм?» тунсӑхласа асапланчӗ Ольга, вара паркри ире аса илчӗ: ун чухне Обломов тарасшӑнччӗ, вӑл тарсан — ман пурнӑҫӑм кӗнеки яланлӑхах хупӑнӗ, тесе шухӑшлатчӗ Ольга.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан, пур йывӑр шухӑша манса, каллех хӑйӗн тусӗ умӗнче чӗререн савӑнать, калама ҫук илӗртӳллӗ, кӑмӑллӑ, уҫӑ чунлӑ пулать анчах хӑйӗн пуласлӑхӗ ҫухални, илӗртӳллӗ пылак ӗмӗчӗсем татӑлни, пурнӑҫ илемӗ шанса кайни, телее тивӗҫсӗр ӑмсанни ҫинчен аса илет те — каллех пӑшӑрханать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга Соничкӑна аса илчӗ: иккӗмӗш юрату пирки вӑл мӗн калӗччӗ-ши?
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ырӑ ятлӑ мӑнаккӑшсем, ватӑ хӗрсем, тӗрлӗрен ӑслӑ хӗрарӑмсем, юлашкинчен писательсем, «юрату уйлавҫисем» каланине аса илчӗ — пур енчен те: «хӗрарӑм чӑннипе пӗрре кӑна юратать», тенине ҫеҫ астурӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц кӑшт хускалсанах, хӑй ҫинчен аса илтерсенех, сӑмах хушсанах, Ольга хӑраса ӳкет, хӑш чух кӑшкӑрса ярать: Штольц кунтине, е аякрине, е тӳррипе — Штольц ҫут тӗнчере пуррине вӑл манни курӑнсах тӑрать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кам та пулин ӗлӗк палланисенчен манӑн менельник кунне аса илчӗ пулӗ, — терӗ Обломов.— Кто-нибудь из прошлогодних знакомых вспомнил мои именины, — сказал Обломов.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956