Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ака сăмах пирĕн базăра пур.
ака (тĕпĕ: ака) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн районта хӑйтытӑмлӑх кунне ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уявларӗҫ.

Помоги переводом

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Мӗншӗн тесен ӑна ака уйӑхӗн вӗҫнелле ҫеҫ акатпӑр, кун тӑршшӗ ахалех вӑрӑм.

Потому что сеем только к концу апреля, долгота дня и так длинная.

Арпус ӳстерсе пaхар-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.04.21, 15№

Ҫак кунсенче Шупашкар спорт аэробикин тӗп хули пулса тӑчӗ: ака уйӑхӗн 13-17-мӗшӗсенче пирӗн республика ҫӗршыв чемпионатне йышӑнчӗ.

Помоги переводом

Илемлӗ спорт тыткӑнлать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Ака лаптӑкӗсен тытӑмӗнче тӗп пая - 50% - пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем йышӑнаҫҫӗ, 40% - выльӑх апачӗлӗх культурӑсем, ытти - ҫӗрулми, техника культурисем тата пахчаҫимӗҫ.

Помоги переводом

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн Экономика политики, агропромышленноҫ комплексӗ тата экологи енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ларӑвӗ иртрӗ.

Помоги переводом

Кашни ҫӗр лаптӑкӗ усӑ кӳтӗр // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Елчӗк районӗнче пулчӗ.

Помоги переводом

Елчӗксем тырпул тухӑҫне ӳстересшӗн // А.ВАСИЛЬЕВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн суйлавӗн малтанхи сасӑлавне хутшӑнас текенсен заявленийӗсене ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Депутат хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

- Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен кӑмӑл пуррисем пурте сасӑлава хутшӑнма документсем тӑратма пултарнӑ.

Помоги переводом

Депутат хӑйӗн сӑмахӗшӗн яваплӑ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

24. Ака вӑхӑчӗ ҫитсессӗн, ҫӗр ӗҫченӗ хӑйӗн ҫӗрне сухалать ҫеҫ-и, сӳрелет ҫеҫ-и?

24. Всегда ли земледелец пашет для посева, бороздит и боронит землю свою?

Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

21. Елисей кайнӑ та икӗ вӑкӑрне пуснӑ, унтан ака пуҫне ҫунтарса аш ӑшаланӑ та ӑна ҫынсене валеҫсе панӑ, лешӗсем ҫинӗ ӗнтӗ.

21. Он, отойдя от него, взял пару волов и заколол их и, зажегши плуг волов, изжарил мясо их, и роздал людям, и они ели.

3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Вӑкӑрпа ашака пӗрле кӳлсе ака ан ту.

10. Не паши на воле и осле вместе.

Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Саккун проектне Патшалӑх Канашӗн ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче уҫӑлакан сессийӗнче пӑхса тухасшӑн, анчах тӳлеве ҫитес уйӑх пуҫламӑшӗнченех вӑя кӗртесшӗн.

Помоги переводом

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Акмалли вӑрлӑх ҫителӗклӗ, вӗсен 86% ака кондицине тивӗҫет.

Посевного материала достаточно, из них 86% соответствует посевной кондиции.

Пӗр пусӑм ҫӗр те акӑнмасӑр ан юлтӑр // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Ҫулталӑк та икӗ уйӑхри Дарья ака уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне Калаковсен ҫемйинче хӳтлӗх тупнӑ.

Помоги переводом

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ҫурхи шыв-шура ирттерме хатӗр пулмалла, пушартан сыхланмалли мероприятисене йӗркелемелле, юр ирӗлнӗ хыҫҫӑн тухакан ҫӳп-ҫапа тасатмалла, ҫурхи ака ӗҫӗсене хатӗрленмелле.

Помоги переводом

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Паянхи куна илсен, районта ҫурхи шыв-шура ирттерсе яма, ака ӗҫӗсене вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫлама хатӗр.

Помоги переводом

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Кунсӑр пуҫне ҫурхи ака ӗҫӗсене те вӑхӑтра ирттермелле.

Помоги переводом

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Кунтах уй-хирте тӑрӑшсах сухалакана та, ака тӑвакана та курма пулать.

Помоги переводом

Ҫын ӗҫпе илемлӗ // Глафира ГРИГОРЬЕВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫинчен» 2002 ҫулхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 13 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ведомоҫӗсем, 2002, 49 №; 2005, 62 №; 2006, 71 №; 2007, 73 №; 2008, 75 №; 2009, 80 №; 2011, 88, 91 №-сем;2012, 92 (I том), 95 №-сем; «Республика» хаҫат, 2012, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ; Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2013, 3, 5, 7 №-сем; 2014, 3, 6, 12 №-сем; 2015, 5 №; «Республика» хаҫат, 2015, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗ, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗ) 12 статйине ҫакӑн пек ҫырса хурас: «12 статья. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн йышӗнче пулнипе ҫыхӑннӑ чарусем тата интерессен хирӗҫӗвне сирсе ярас тата йӗркелесе ярас тӗллевпе Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗсене палӑртса панӑ тивӗҫсем 1. Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗсемпе килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗсене Федерацин »Коррупципе кӗрешесси ҫинчен« саккунӗпе, федерацин ытти саккунӗсемпе, ҫак Саккунпа палӑртнӑ чарусем, пӳлӳсем тата тивӗҫсем пырса тивеҫҫӗ. 2. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗ хӑйӗн должность тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне интерессен хирӗҫӗвӗ патне илсе пыракан е илсе пыма пултаракан хӑйӗн интересӗсем сиксе тухасси ҫинчен Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн указӗпе пӑхса хӑварнӑ йӗркепе пӗлтерме, ҫавӑн пекех ун пек хирӗҫӗве пӗтерес е татса парас тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнма тивӗҫ.».

Статью 12 Закона Чувашской Республики от 30 апреля 2002 года № 13 "О Кабинете Министров Чувашской Республики" (Ведомости Государственного Совета Чувашской Республики, 2002, № 49; 2005, № 62; 2006, № 71; 2007, № 73; 2008, № 75; 2009, № 80; 2011, № 88, 91; 2012, № 92 (том I), 95; газета "Республика", 2012, 29 декабря; Собрание законодательства Чувашской Республики, 2013, № 3, 5, 7; 2014, № 3, 6, 12; 2015, № 5; газета "Республика", 2015, 10 декабря, 29 декабря) изложить в следующей редакции: "Статья 12. Ограничения, связанные с пребыванием в составе Кабинета Министров Чувашской Республики, и обязанности, налагаемые на членов Кабинета Министров Чувашской Республики в целях предотвращения и урегулирования конфликта интересов 1. В соответствии с законодательством Российской Федерации на членов Кабинета Министров Чувашской Республики распространяются запреты, ограничения и обязанности, установленные Федеральным законом "О противодействии коррупции", другими федеральными законами, настоящим Законом. 2. Член Кабинета Министров Чувашской Республики обязан в порядке, предусмотренном указом Главы Чувашской Республики, сообщать о возникновении личной заинтересованности при исполнении своих должностных обязанностей, которая приводит или может привести к конфликту интересов, а также принимать меры по предотвращению или урегулированию такого конфликта.".

Чӑваш Республикин уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ку ӗҫре ҫулсерен ирттерекен экологи хӑрушлӑхӗнчен хӳтӗленмелли кунсем (ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ, ҫӗртмен 5-мӗшӗнче вӗҫленеҫҫӗ) пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Помоги переводом

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней