Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ирина, хӑйӑр куҫӗсемпе ялтӑртаттарса, вӗсем Сергейпа иккӗшӗ ятсӑр ҫырӑва мӗнле вулани ҫинчен, кайран вара ӑна кӑмакана ывӑтса ҫунтарни ҫинчен каласа пачӗ те, ӑна итлекенсем пурте кулса ячӗҫ.
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫав кӗске вӑхӑтлӑха уйрӑм пурӑнмалла пулни тата ҫакӑн пек ятсӑр ҫырусем мӗне пӗлтереҫҫӗ-ха вӗсем?
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ятсӑр вил тӑпри ҫинче нимле паллӑ та ҫук.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ашшӗн этажерки ҫинчен илнӗ хуплашкисӗр, ятсӑр, ытла та таткаланса пӗтнӗ кӗнекене хулӑн, кивӗ тетрадӗн клеёнка хуппи ӑшне уйрӑммӑн чиксе хунӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӑшпӗр вырӑнта, чулсем хушшинче, халӗ те ятсӑр вилӗ шӑтӑкӗсем пур.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Нивушлӗ ятсӑр ҫырусем пирки пӗлнӗ вӑл?
XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ыйтатӑп сиртен, илтетӗр-и, сиртен ыйтатӑп эпӗ: арӑмпалан ятсӑр ҫырусем пирки пӗр сӑмах та ан пултӑр.Прошу вас, слышите ли, я прошу вас: ни слова о жене и об анонимных письмах.
XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ах турӑҫӑм, мӗнле хавасланса та мӑнаҫлӑн кӗтсе илнӗ пулӑттӑм-ши пур хамӑн вилӗм сехетне, енчен хама чӑн таса кӑмӑллӑ савса тӑнӑ пулсан, ятсӑр тӑпрам ҫине тумлам куҫҫуль те пулин ӳкессе пӗлсен…
ХХХIII. Каҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫеҫен хиртен темле ятсӑр чечек те килсе ларнӑ, шитти ҫумне тӗршӗнсе, вӑл кая юлса та пулин хӑйӗн мӗскӗн пурнӑҫне тӑсасшӑн.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Шырлан варӗ пуҫӗнчен анакан ятсӑр юханшыв чулсем хушшинче шӑнкартатса ӑсатрӗ…Отзвенела по камням безымянная речка, текущая откуда-то с верховьев Гремячего буерака…
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ятсӑр пӳрнине тӑхӑнтарнӑ ахаль кӑна кӗмӗл ҫӗррине именчӗклӗн ҫавӑркаласа, хӗр пакӑлтатса кайрӗ:В смущении поворачивая простенькое серебряное колечко на безымянном пальце, она пролепетала:
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ятсӑр
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Пурӗпӗрех, — тенӗ писатель, ятсӑр сӑрт тӑрринче минӑсем ҫурӑлнине итлесе.– Всё равно, – сказал писатель, прислушиваясь к разрывам мин на гребне безымённой высотки.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Нимӗҫсем ҫав «ятсӑр сӑрт» ҫине пӗрмаях минометран «хӑратмалла» персе тӑнӑ.Немцы всё время вели по безымённой высотке так называемый тревожащий огонь из миномёта.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Писателе вӑл ҫав вӑхӑтри донесенисенче «чугун ҫултан ҫурҫӗрпе хӗвеланӑҫ енче тӑракан ятсӑр сӑрт» тесе ҫырнӑ тӗмескен кай енне, курӑк ҫине лартнӑ.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948