Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗр айӗнчен сирпӗнсе тухнӑ сӑрт-ту породи миҫе ҫултине, урӑхла каласан, вӑл хӑҫан пулнине, нумай чухне эпир ӑна шыв тӗпне ларакан чулланчӑклӑ породӑсемпе танлаштарса пӑхса пӗлме пултаратпӑр.
3. Капмар сарт-ту породисем мӗнле пулса кайни // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Хӑм пысӑкланнипе тата «comme il faut» пулнипе хытӑ савӑннӑран, эпӗ хӗл каҫичченех тӗтре ӑшӗнчи пек ҫӳрерӗм, ҫавӑнпа: экзамена епле парӑп? текен ыйту пуҫа пырса кӗрес пулсан та, хама юлташӑмсемпе танлаштарса, ҫапла шухӑшларӑм: «Вӗсен те экзамен тытмалла-ҫке, вӗсенчен ытларахӑшӗ пачах «comme il faut» мар, эппин эпӗ ыттисенчен лайӑх енпе уйрӑлса тӑратӑп, ҫавӑнпа экзамен тытма та пултарӑп».
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хире-хирӗҫлине танлаштарса пӑхни-ҫке ку!
15 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Дутловӑн шӑлнӗне пӗр вӑтӑр ҫул ӗлӗк салтака панӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл виҫӗ шӑпаллисемпе пӗр черетре тӑрасшӑн пулман, шӑлнӗ салтакра пурӑнса ирттернӗ вӑхӑта хисепе илтерсе, ӑна йӗкӗр шӑпаллисемпе танлаштарса пӗр шӑпана ярса, ҫав хутӑштарнӑ шӑпаран виҫҫӗмӗш рекрутне илтересшӗн пулнӑ.
V // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Эпӗ Сашӑран мӗншӗн вӑл ҫынна ҫурт-йӗрпе танлаштарса калаҫать тесе ыйтрӑм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ача манӑн вӑя хамӑр ҫине капланса килекен хӑрушӑ вӑйпа танлаштарса пӑхнӑ пек, ман ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Е ту хырҫине пысӑк пӗкӗпе танлаштарса пӑхас пулсан, эпир унӑн хӗвеланӑҫ енчи пуҫӗнчен хӗвелтухӑҫ енче выртакан пуҫӗ патнелле каҫса пыратпӑр.Если сравнить хребет с огромной дугой, то от западного ее основания мы перебирались к восточному.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ӗненсем, манӑн ҫухату, ӑна хам мӗн-мӗн туяннипе танлаштарса пӑхсан, ҫак самантра маншӑн пачах ниме тӑман япала.Поверь, мои потери в сравнении с моими приобретениями кажутся мне в этот момент совсем ничтожными.
VII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Халӗ, вӗсем иккӗшӗ Будапештри ҫурт ҫивиттийӗ айӗнче чӗлӗм туртса ларнӑ чух, Черныш хӑйӗн тусӗн кунта мӗн пуррине йӑлтах ҫӗрпе танлаштарса лартас килет пулӗ тесе шутлать.
XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Манӑн ун ҫийӗпе вӗҫмеллеччӗ, сывлӑшран ҫак архипелагпа паллашмаллаччӗ, фотоӳкерчӗксем тумаллаччӗ, проливсенчи пӑрсем мӗнлине сӑнаса тӗрӗслемеллеччӗ, утравсем хӑш тӗлте ларнине карттӑ ҫинчипе танлаштарса, май килнӗ таран карттӑ ҫинче тӳрлетӳсем тумаллаччӗ.
Ылтӑн йӗлтӗрсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Нимӗнле чӗрчун таврашӗ те курӑнман ҫакнашкал пушӑ вырӑнта ӑна ҫӗнтерсе илекен пӗрремӗш ҫыннӑн, тахҫанах вилсе выртса ун ҫинчен мансах кайнӑ ҫыннӑн, йӗрне тӗл пулни вӑл нимӗнпе танлаштарса пама май ҫук туйӑм пулса тӑрать вӗт-ха!
Вырӑнсӑр шыравсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
— Танлаштарса калани тӗрӗсех мар, синьора: эпир, чӑлахсем, хамӑрӑн чӑлахлӑхпа, ҫак хӗрарӑм хӑйӗн айванлӑхӗпе вӗҫкӗнленнӗ пек, вӗҫкӗнленместпӗр.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Ун пек танлаштарса мухтани мана пӗртте савӑнтармасть, — терӗ Джемма кулкаласа.— Ну, вы меня вовсе не радуете таким сравнением, — возразила она со смехом.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Эпӗ тепӗр хут иккӗшне танлаштарса илтӗм, ҫапах та Гарик Чакакран хитререх.Я еще раз окинул их взглядом и признал, что Гарик симпатичнее Сороки.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Кирпӗчӗн-кирпӗчӗн салатса тӑкӗччӗ мучи сав курайман завода, вырӑнне ҫӗрпе танлаштарса тикӗслӗччӗ: ӳссен ӳстӗрччӗ унта, пӗреххут, сухӑр вӗлтӗрен, ҫумкурӑк кашласа лартӑрччӗ!..
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
Ҫакӑн пек хаваслӑ ире, ҫав тери илемлӗ вӑрманти кӳлле мӗнпе танлаштарса каласа парам-ши тесе, эпӗ хитре сӑмахсем шырама тытӑнтӑм.Я стал искать слова, которыми передам эту утреннюю красоту лесного озера.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Матра полицейскипе Давид Матье доктор показанийӗсем пӗр пек мар, пӗр-пӗрине хирӗҫлеҫҫӗ вӗсем, вӗсене пӗр-пӗринпе танлаштарса хӑтланнӑ пулсан, судья шанчӑксӑр ҫул ҫине тухса тӑнӑ пулӗччӗ, иккӗленме тытӑннӑ пулӗччӗ.
IV // Василий Алагер. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с.
Пӗр сыпӑкне пӗтерсен, Умара трубаран хӑвӑрт пӑрӑнчӗ, куҫа сыхлакан шитне ҫӗклерӗ те, пулӑшакан рабочисем ытти трубасене танлаштарса хунӑ вӑхӑтра, ҫывӑхра пыракан Кедрина йӗкӗлтесе: — Тимӗр шапалла пыратӑн! Хӑвӑртрах ӗҫле! — тесе кӑшкӑрчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Батманов Грубские итленӗҫемӗн унӑн хирӗҫлевӗсене хӑйӗн шухӑшӗсемпе танлаштарса пӑхать, унӑн чӗри те лӑпланса ҫуталать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Халӗ вара вӗсене, тен, пӗр-пӗринпе танлаштарса пӑхма пулать пулӗ, анчах юнашар тӑратма юрамасть.А теперь их можно, пожалуй, сравнивать, но нельзя поставить рядом.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.