Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑл хӑюллӑн ӗҫсе ячӗ, анчах кайран хулӑн тутине кулӑшла сарса, чылайччен вӗрчӗ те васкавлӑн ыраш ҫӑкӑрӗ шӑршласа илчӗ, — вӑл та ӗҫме юратманни ҫакӑнтан паллӑ пулчӗ.
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Эсӗ манӑн упӑшка пулса тӑман ҫӗртенех ӗҫсе ӳсӗрӗлсе, мана ятласа намӑслантартӑн.Ты напился пьяный и оскорбил меня, еще не будучи моим мужем.
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Чӗтретнӗ пултӑр, анчах мӗншӗн ӗҫсе тултартӑн?
VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Анчах туссем сӑрине ӗҫсе яма тӑрӑшнипе нимӗне те асӑрхамарӗҫ.
XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ӑна пирӗн пӗрлехи пухӑва туртса кӑларса, отчет ыйтмалла, вара урӑххине суйламалла, — Варвара Сергеевна пичӗ сивленчӗ, вӑл, пӗр сыпкӑм чей ӗҫсе, сӑмахне малалла тӑсрӗ:
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эрехне вӑл чӑнласах та, питне пӗркелесе, тулли стакана тӗппипех ӗҫсе янӑ.И действительно выпил, гадливо морщась, полный стакан водки.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Ут ҫинчен анса, вӑл Бугорков тыттарнӑ эрехе ӗҫсе янӑ, унтан карта ҫинче Бугоркова дивизи штабӗ вырнаҫмалли вырӑна кӑтартса панӑ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Чей ӗҫсе апат ҫисессӗн, Корней тӳрех таса пӳлӗме кӗрсе кайрӗ (унта вӑл Мархвапа тата хӗрачипе пӗрле ҫывӑрнӑ).После чая и ужина Корней тотчас же ушел в горницу, где спал с Марфой и маленькой дочкой.
I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
— Лашусене шӑвартӑн-и? — терӗ Корней, бутылкӑри эрехе ӗҫсе ярсассӑн.— Что ж, поить будешь? — сказал он только, когда бутылка была выпита.
I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.
Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл чылайччен чӗнмерӗ, татах чей ӗҫсе илчӗ, пирусне туртса пӗтерчӗ, вара миххинчен ҫӗннисене кӑларчӗ те вӗсене вараланса пӗтнӗ кивӗ курупкана чиксе хучӗ.
XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
О, ирсӗрлӗх! ултав! — хӑй шухӑшне вӗҫлерӗ те вӑл юлашки чейне ӗҫсе ячӗ, унтан савӑт-сапине пуҫтарма тытӑнчӗ.О мерзость! ложь! — заключил он и, допив последний чай, принялся убирать чашки и посуду.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Эпӗ икӗ стакан ӗҫсе янӑччӗ те, ҫав чей мана самаях пӑлхатнӑ пек туйӑнчӗ.Я чувствовал, что меня волновали особенно выпитые мною два стакана.
V // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Чейӗ, чӑнах та, сӑра пекехчӗ, анчах эпӗ пӗр курка ӗҫсе ятӑм.
II // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Приказчик хӑйсем пӗлекен пӗр паллӑ пуян купца ярмӑнккӑра епле шавлӑн ӗҫсе иртӗхни ҫинчен калама тытӑнчӗ, анчах ӑна старик каласа пӗтерме памарӗ, вӑл Кунавинӑра хӑйсем унччен мӗнлерех шавлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗсем туни ҫинчен каласа пама пуҫларӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ӗҫсе ларакансем патӗнчен Феона ятлӑ кухарка пӑтранчӑк шыв тултарнӑ лаххан йӑтса иртсе каять.
Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.
Пимфов черккине ӗҫсе ярать те, куҫӗсене кӳренчӗклӗн хупкаласа, питне аяккалла пӑрать.Пимфов выпивает рюмку и, обиженно моргая глазами, отворачивает лицо в сторону.
Философ // Хӗветӗр Уяр. Антон Чехов. Философ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 135-137 с.
— Ҫук халь чей ӗҫсе тӑма вӑхӑт ҫук, Кузьмич!
XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Нумаях пулмасть, хӑйӗн шӑллӗпе чи лайӑх тусӗ Ленинград патӗнче вилни ҫинчен пӗлтерекен хыпар илнӗ хыҫҫӑн, Квейс комендант пӗр литр ханша ӗҫсе янӑччӗ.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Ҫапла, хам юхтарса, хам ӗҫсе курнӑ, — ӑнлантарчӗ Лозневой, Квейс кирлӗ пек ӑнлантӑр, нимле ятлаҫу-хирӗҫӳ те ан тухтӑр тесе кӗскерех те ӑнланмалларах сӑмахсем шыраса.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Кунта простӑ: ӗҫсе вилнӗ — урӑх ним те мар.
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.