Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тавӑрчӗ (тĕпĕ: тавӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Каҫарма юрать пӗррелӗхе, — тавӑрчӗ Ерошка, — тепрехинче ҫывӑрса юлас пулсан вара, штраф — пӗр витре эрех.

— Прощается для первого раза, — отвечал Ерошка, — а другой раз проспишь, ведро чихиря штрафу.

XVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Юрӗ, юрӗ, — тавӑрчӗ ывӑлӗ, куҫхаршийӗсене пӗркелесе.

— Ладно, ладно! — отвечал сын, хмурясь.

XVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Парса ярӑп, ҫӗнӗ пичкерен парса ярӑп, — тавӑрчӗ карчӑк, хӳме патне пырса.

Пришлю, из новой бочки пришлю, — отвечала старуха, подходя к забору.

XVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Юрӗ, — тавӑрчӗ Лукашка.

— Ладно, — отвечал Лукашка.

XVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Маттур, Степка! — тавӑрчӗ шӑллӗ, пуҫне сӗлтсе.

Молодец, Степка! — отвечал брат, кивая головой.

XVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Ак, пуҫтарӑнатӑп та, вара каймалла та пулать, — тавӑрчӗ Лукашка, тар хутаҫҫине ҫыхса.

— Вот только уберусь, и идти надо, — отвечал Лукашка, увязывая порох.

XVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Станицӑра пултӑм, — сӳрӗккӗнрех тавӑрчӗ ывӑлӗ, винтовкине йӗннинчен кӑларса, ӑна ҫавӑркаласа пӑхса.

— В станице был, — неохотно отвечал сын, доставая винтовку из чехла и осматривая ее.

XVII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Унашкал ҫынсем мар! — тавӑрчӗ старик, ҫамрӑк казака витлесе.

Не такие люди! — отвечал старик, передразнивая молодого казака.

XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Санран та иртерех тӑрӑп, — тавӑрчӗ Оленин.

Раньше тебя встану, — отвечал Оленин.

XV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Эпӗ унран ыйтнӑ-им вара, — тавӑрчӗ хӗр.

— А я разве спрашивала, — отвечала девка.

XIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Ирхинеччен, — сӑпайлӑн тавӑрчӗ Лукашка.

— До утра, — степенно отвечал Лукашка.

XIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Ӑҫта ҫылӑх? — татӑклӑн тавӑрчӗ старик.

Где грех? — решительно отвечал старик.

XII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Эп пӗлетӗп, — тавӑрчӗ Оленин, ӑна алӑ парса.

Я знаю, — отвечал Оленин, подавая ему руку.

XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Сывах-ха, ырӑ ҫыннӑм, — тавӑрчӗ Оленин.

— Здравствуй, добрый человек, — отвечал Оленин.

XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Чӑн-чӑн хуҫи ҫук, темӗнле кригӑна кайнӑ тет-и. Карчӑкӗ шӑпах та эсрелех вара, турӑ сыхлатӑрах, — тавӑрчӗ Ванюш пуҫне ярса тытса.

Хозяина настоящего нету, на какую-то кригу, говорят, пошел. А старуха такая дьявол, что упаси Господи! — отвечал Ванюша, хватаясь за голову.

X // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Паян та сыпмасан, хӑҫан сыпас вара, — тавӑрчӗ Лука.

— Уж когда же гулять-то, что не нынче, — отвечал Лука.

IX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Манӑн, тавтапуҫах, ҫывӑрас та килмест, — тавӑрчӗ Лукашка.

— Я и спать, спасибо, не хочу, — ответил Лукашка.

VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Кӑтартрӑм, — тавӑрчӗ Лукашка, буркине сарса.

— Указал, — отвечал Лукашка, расстилая бурку.

VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Христос ҫӑлтӑр сана, — тавӑрчӗ старик.

— Спаси тебя Христос, — отвечал старик.

VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

— Кӑтарт, эс маттур, Урван, — ҫаплах пӑшӑлтатса тавӑрчӗ старик.

— Укажь; ты молодец, Урван, — так же шепотом отвечал старик.

VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней